Шар курнисем
Çĕршывра колхозсем тума пуçланă тапхăрта çирĕпрех, ыттисенчен лайăхрах пурăнакан хуçалăхсене пĕтерме тытăннă. Вĕсене «кулак» тесе айăпланă. Ку йыша пирĕн тăрăхра тĕрлĕ арман тытакансене, çĕре арендăна илсе усă куракансене, çынна тара тытса ĕçлеттерекенсене тата суту-илӳ тăвакансене кĕртнĕ. Истори архивĕнчи документсем тăрăх пирĕн ялта çеç 12 çын пулнă. Вĕсен шутĕнче: Иван Алексеев, Василий Захаров, Филипп Иванов, Тимофей Николаев, Николай Поликарпов, Тимофей Поликарпов, Федор Терентьев, Ефим Тимофеев, Фома Павлов, Алексей Иванов, Иван Филиппов тата Татьяна Данилова.
Ĕç-пуçа пĕлсе йĕркеленипе, тăрăшса ĕçленипе, паллах, вĕсен пурлăхĕ, çурчĕ-йĕрĕ, выльăх-чĕрлĕхĕ, çи-пуçĕ, ĕç хатĕрĕ çителĕклех пулнă. Çавăнпа та вĕсем чухăнсенчен лайăхрах пурăннă. Анчах та тулăх пурнăç тар тăкмасăр пулман, çĕрĕн-кунĕн вĕсем ачи-пăчипе ĕçленĕ. Ĕççи вăхăтĕнче ал çитменрен хăшĕсем çынна тара тытнă, хуçалăхĕсене пĕлсе ертсе пынă.
Малтанхи вăхăтра колхозсене парти хушнипе чухăнсем йĕркеленĕ. Вĕсен вара ĕç хатĕрĕ те /çав шутра лаша та/, çурчĕ-йĕрĕ те пулман темелле. Çавăнпа та пуянрах пурăнакансен пурлăхне туртса илни вĕсемшĕн вырăнлă пулнă. Çурчĕсенчен колхоз кантурĕсем, фермăсем, лаша витисем, ампарсем туса хунă. Выльăх-чĕрлĕхĕ те кулаксен пулнă.
Чылай çĕр ĕçченне нимсĕр хăварнă. Çемье пуçĕ кулак шутланнă пулсан ыттисем те çак ята тивĕçнĕ. Тин çуралнă ача та. Вĕсен пурлăхне чухăнсем ытларах чух хăйсен хушшинче пайланă. Чылайăшне тăван тăрăхра пурăнма та ирĕк паман, Çĕпĕре ăсатнă.
Инçете вара çапла тытса янă: чи малтанах яла влаçсенчен пысăк полномочи илнĕ райисполком уполномоченнăйĕ нимĕн систермесĕр персе çитнĕ. Ялти сельсовет ĕçченĕсен, колхоз тата партипе комсомол активĕн ăна пур енĕпе те пулăшмалла пулнă. Чи малтанах колхоз пухăвĕ пухнă. Унта раскулачить тунă çемьесенчен Çĕпĕре яма палăртнисен списокне пăхса тухнă. Пуху протоколĕнчен çырса илнине тепĕр куннех райисполкома /пирĕн ял Элĕк районне кĕнĕ/ ирхине 9 сехете çитермелле пулнă. Паллах, мероприятие кулаксене чĕнмен, вĕсем колхоза кĕме те шухăшламан. Пуху йышăну кăларнă хыççăн район уполномоченнăйĕ Çĕпĕре яма палăртнисен çурчĕсен тĕлне хурал тăратнă. Çав самантрах вĕсен кил-çуртĕнче шырав ирттернĕ. Пăшал е ытти кирлĕ мар япала тупас тĕллевпе йĕркеленĕ ăна.
Инçе çула каякансен хĕллехи, çуллахи çи-пуç, 3 уйăхлăха апат-çимĕç илмелле пулнă. Унăн норми çакăн пек: 1 çын пуçне çăнăх - 16 кг, çĕрулми - 16 кг, кĕрпе - 6 кг, ытти апат-çимĕç - 8 кг. Унсăр пуçне 10-12 кунлăха çăкăр илме ирĕк панă. Çавăн пекех çемьене чи кирлĕ япаласене те. Вĕсен пĕтĕмĕшле виçи 45 пăтран иртмелле пулман. Япаласене михĕсене тултарнă, хушамата кăтартса биркăсем çыпăçтарнă.
Çемьере комсомолец е пионер пулсан тăван ялтах юлма ирĕк панă. Анчах та хăйсен çуртĕнче хăварман. Кулаксен кил-çурчĕ колхоза куçнă.
Пурлăха шута илнĕ списока икĕ экземпляр çырнă. Пĕрне – ялти влаçа, теприне районти ОГПУ уполномоченнăйне распискăпа пĕрле ярса панă.
Çĕпĕре каякансене Вăрнар станцине 16 сехете лашасемпе çитернĕ. Кулаксем тарса хăтăласран пĕрле хурал янă. Вĕсем тавар турттаракан вакунсемпе çула тухнă.
Паллах, вĕсен шăпи ырă пулман: инçе çулра та, Çĕпĕре çитсен те. Ентешсем валли никам та ăшă хваттерсем хатĕрлесе хуман. Çуртне-йĕрне, хуçалăхне пĕтĕмпех таса уй-хирте е вăрманта çĕнĕрен çавăрмалла пулнă. Выçлăха, сивве пула чылайăшĕ вилнĕ. Йывăрлăха чăтса ирттернисем тăван тăрăха каялла таврăннисем те пур. Унта тĕпленнисем те пулнă. Анчах вĕсен йышĕ сахал.
Кулаксене пурне те Çĕпĕре тытса яман паллах. Вĕсене, колхоза кĕменнисене, пысăк налуксемпе нушалантарнă, япăх вырăнта çĕр панă. Çапла вара пĕчĕккĕн хĕстерсе пурне те саккуна пăхăнтарнă. Пирĕн ялта чи юлашкинчен Никифор Павлов колхоза кĕнĕ. Кулаксене çапла тĕпĕ-йĕрĕпех пĕтернĕ. Вĕсемпе пĕрле чăн-чăн çĕр хуçисене те. Çакăн хыççăн çĕршывра çăкăр тата ытти апат-çимĕç çителĕксĕрри час-часах сисĕнме пуçланă.
Халĕ пурнăç пачах урăхла. Никама та çĕр ĕçĕпе ĕçлеме чармаççĕ. Мĕн чухлĕ пултаратăн - çавăн чухлĕ ил. Выльăх-чĕрлĕх те усра çеç. Темиçе хутлă кермен лартсан та раскулачить тумаççĕ. Çитменнине налукпа та ĕлĕкхи пек нушалантармаççĕ. Çапах та чылай тăрăхра çĕрсем пушă выртаççĕ, вĕсенче çумкурăк çитĕнет. Вăй питти çамрăк ялта ĕç çук тесе инçе çула тухать. Мускава кайманнисем вара ĕçке ярăнаççĕ. Ман шутпа, кашни çыншăн ялта ĕç пур. Çук пулсан ăна йĕркелеме пулатех. Ĕçлеме кăна ан ӳркен. Çĕре пирĕн хаклама пĕлмелле. Патшалăх пулăшасса шансан нимĕн те пулмасть. Хамăрăн пуçаруллăрах пулмалла. Çакна вара несĕлсенчен вĕренмелле.
Александр МАКАРОВ.
Муркаш районĕ,
Исетерккĕ ялĕ.
Комментари хушас