Кĕрĕке килте тасататпaр
Хĕлле ăшă кĕрĕкрен /дубленка/ пахи мĕн пултăр? Вăл сывлать, чăтăмлă, хакĕпе те йӳнĕрех. Ытти япала пекех вăл та вараланать, вăхăт-вăхăт тасатма тивет. Химчисткăна парса тасатас тесен те чăрмавлă. Пĕрре — хаклă, тепре — чăннипех те лайăх химчистка сайра. Кĕрĕке пăсса хума пултарас хăрушлăх та пур.
Ăнсăртран пĕр-пĕр тĕле вараларăр тăк ăна çийĕнчех тасатма тăрăшăр. «Çĕнĕ» вараланчăка тасатма çăмăлрах. Туллатнă кĕрĕке темиçе меслетпе тасатма пулать. Хуçалăх лавккинче те кĕрĕк тасатмалли япаласем сутаççĕ. Анчах кирек мĕнпе пулсан та малтан кĕрĕкĕн курăнман тĕлĕнче тĕрĕслесе пăхăр. Вăл шалти çĕвĕ, хуçланчăк е ятарласа хуракан татăк пулма пултарать. Уйрăмах бензин, краççын, нашатырь спирчĕ, уксус, водород перекиçĕ т.ытти ал айĕнчи хатĕрпе усă курас тесен тимлĕ пулмалла.
Кĕрĕк ĕмĕрĕ вăрăм пултăр тесен ăна йĕпенесрен упрамалла. Нӳрĕк юр, çумăр вăхăтĕнче ан тăхăнăр. Кăштах нӳрелнĕ кĕрĕке сарлака плечик-çекĕл çине çакса типĕтĕр. Туллатнă кĕрĕке тасатнă хыççăн шывран сыхлакан спрейпа пĕрĕхĕр. Вăл хӳтлĕх сийĕ пулса япалана упрĕ.
Туллатнă кĕрĕке тасатмалли япаласем: манна кĕрпи, крахмал, резина, бензин е краççын, аммиак, шăл порошокĕ.
1. Манна кĕрпипе. Вараланнă тĕле кăштах сапмалла та хуçалăх перчетки тăхăнса кĕрпепе сăтăрмалла. Вараланнă кĕрпене тасипе улăштарма ан манăр. Маннă кĕрпи вараланчăка, нӳрĕке, çăва лайăх туртать. Унпа тĕксĕм тĕслĕ дубленкăна тасатма аван, вăл тĕсе улăштармасть.
2. Крахмал. Ăна вараланчăк тĕле сапмалла, перчетке тăхăнса сăтăрмалла. Тасатнă хыççăн крахмаллă тĕле пылесоспа сăхтармалла.
3. Аммиакпа шăл тасатмалли порошок. Порошока аммиак ярса çăра хăйма пек пуличчен хутăштармалла. Вараланнă тĕлсене /кĕсье хĕрри, çанă, хул пуççи, çухава т.ыт./ пĕчĕк щеткăпа хатĕрленĕ хутăшпа тасатмалла. Тир-кĕрĕк çакăн пек тасатнă хыççăн çĕнĕ пекех курăнĕ. Порошок юлашкине ăшă шывпа çиелтен çуса ямалла. Дубленка валла замш тасатмалли спрей, аэрозоль, щетка кирлĕ. Çутă тĕслĕ кĕрĕке тасатма аммиакпа водород перекиçĕ е шывпа аммиак юрăхлă. Пĕр стакан шыва пĕр чей кашăкĕ аммиак, пĕр чей кашăкĕ перекиç кирлĕ. Кĕрĕке çак хутăшпа пусма таткипе сăтăрса тухмалла. Унтан пусма таткине таса шывпа йĕпетсе дубленкăна сăтăрмалла. Тасатнă хыççăн плечик çине çакса пӳлĕмри температурăра типĕтмелле.
4. Сĕтпе апат соди. Пĕр стакан сĕте пĕр чей кашăкĕ сода ярса хутăштармалла. Ăшă хутăшпа дубленкăна сăтăрса тасатмалла, 6% уксуспа йĕпетнĕ пусмапа сăтăрмалла. Пӳлĕмре типĕтмелле.
5. «Çĕнĕ» вараланчăксене ластикпа та тасатма пулать. Хут çинчи ӳкерчĕке ластикпа тасатнă пек кĕрĕк çинчи вараланчăка сăтăрмалла. Пĕтĕрĕнсе тухнă вараланчăк чăмаккасене силлемелле çеç.
6. Таса бензинпа та вараланчăк тĕлсене тасатма пулать. Мамăк çаврашкана шăршăсăр бензинпа /зажигалкăсенчи бензин та юрать/ нӳрлентерсе кĕрĕке сăтăрмалла. Вараланнăçемĕн мамăка улăштармалла.
Туллатнă кĕрĕкĕн паха çăмлă /мех/ тирпе илемлетнĕ пайĕсене урăхларах мелпе тасатмалла. Çăма якатмалла, супăнь шывĕпе йĕпетнĕ пусмапа сăтăрмалла. Темиçе тумлам пулă çăвне пĕр кашăк шывпа хутăштарса мамăк-çăма унпа сăтăрсан йăлтăртатса тăракан пулать.
Тир-сăран çинчи вараланчăка тăварпа тасатма юрамасть. Тăварпа сăтăрсан япала çинче шурă йĕрсем юлаççĕ. Вĕсене тасатасси хăй тепĕр кăткăс ĕç.
Кĕрĕке ытти япалана çунă пек шывпа çума юрамасть.
- Кĕрĕке тасатма «Дезамш» препарат аван. Вăл тахçанхи вараланчăксене те витерет. Тире çемçетет.
- Бензинпа йĕпетнĕ шăлапирпе вăйлă вараланнă çуллă çухасене, кĕсье хĕррисене тасатма пулать. Анчах вăл тĕксĕм тĕслĕ дубленкăсем валли çеç юрăхлă.
- Замша тасатма «Пена-очиститель» аван. Кăпăк çуллă тĕлсене те, пылчăкпа вараланнă лаптăксене те тасатать. Вăл кирек мĕнле тĕслĕ замшшăн та юрăхлă.
- Хура, тĕксĕм хăмăр кĕрĕке тасатма замш валли хатĕрленĕ спрей-краска юрăхлă. Спрейпе таса мар тĕле пĕрĕхĕр, типиччен тăхтăр. Сăрă типнĕçемĕн вараланнă тĕл палăрми пулать.
Анчах спрей тĕсĕ кĕрĕк тĕсĕпе пĕр пек пулмалла. Унсăрăн япалана пăсса хума пулать. Препарата малтан япалан курăнман тĕлĕнче тĕрĕслесе пăхмалла.