Паттăра манмаççĕ

15 Раштав, 2016

Афганистан вăрçинче паттăррăн пуç хунă чăваш каччисенчен пĕри — Геннадий Калинин. Вăл Шупашкарта çуралнă, пĕрремĕш класа Сосновкăри шкула çӳреме пуçласан вĕсен çемйи Шупашкар районĕнчи Чаканар ялне куçса килет. Пулас паттăр кунти шкулта вĕренме тытăнать. Ишек шкулĕнче аттестат илсе пĕлӳ илсе тухать.

Çара илсе кайсан каччă Афганистана лекет. Кунта та вăл тӳрĕ кăмăлĕпе ыттисенчен уйрăлса тăрать. Кабул хулинче иртнĕ XI комсомол конференцийĕн делегачĕ те пулать. Ун пирки «Служу Советскому Союзу!» телепередачăра та кăтартнă. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе те наградăланă. Киле таврăнма икĕ эрне юлсан çамрăкăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлать. Вăл пĕр качча душмансенчен хăтарать, анчах хăй вилмеллех аманать. Çакăн хыççăн ăна Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чыслаççĕ. Ишекри пĕр урама унăн ятне панă, Чаканарта пурăннă çурт çине мемориал хăми çакнă. Иртнĕ çулсенче паттăр ашшĕ пирĕн шкула тĕлпулусене çӳретчĕ. Шел, вăл та пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Çулленех Гена Калинина асăнса раштав уйăхĕнче Ишек шкулĕнче спорт ăмăртăвĕ иртет. Кăçал та çак йăлана малалла тăсас терĕç. Чи малтанах шкул ачисем паттăр вилтăприйĕ çине кайса чечек кăшăлĕ хучĕç. Аслă классенчисем Гена Калинин сăнӳкерчĕкĕ умĕнче хисеплĕ хурал тăчĕç. Пухăннисене ĕмĕр асăмран тухайми çамрăкăн йăмăкĕ Елена Геннадьевна пиччĕшĕ çинчен тĕплĕнрех каларĕ. Çавăн пекех салтак интернационалистсен район канашĕн правленийĕн членĕ Геннадий Леонтьевич Орлов, Ишек ял поселенийĕн ертӳçи Анатолий Николаевич Максимов ачасене чăн-чăн патриотсем пулса çитĕнме чĕнсе каларĕç. Анатолий Николаевич шкула Тав хучĕпе чысларĕ. Марина Валерьевна Кудряшова вожатăй Геннадие халалланă сăвва вуларĕ. Çак тĕлпулăва йĕркелеме Оксана Алексеевна Гурьянова директор çумĕ нумай тăрăшрĕ.

Спорт залĕнче çамрăксем турник çинче туртăнчĕç, кире пуканĕ йăтрĕç, автомат магазинне патрон тултарассипе тупăшрĕç. Станислав Леонтьевпа Антонина Кудряшова, Иван Ивановпа Таисия Васильева, Анатолий Николаевпа Юлия Александрова пур çĕрте те маттур пулчĕç.

Паттăр салтака чыс туни çитĕнекен ăрушăн питех те усăллă.

Екатерина ГРИГОРЬЕВА,

кĕçĕн классен вĕрентекенĕ.

Шупашкар районĕ,

Ишек шкулĕ.

СĂНӲКЕРЧĔКРЕ: Тĕлпулу саманчĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.