Хĕл Мучин керменĕ мĕнлерех?
Çĕнĕ çул çитиччен шутлă кунсем юлчĕç. Кашни кĕтет çак хаваслă уява. Ачасем вара уйрăмах ăна хавас. Вĕренекенсем иккĕмĕш чĕрĕке лайăх паллăсемпе вĕçлеме тăрăшни сисĕнет, библиотекăсене васкаççĕ, тĕрлĕ кĕнекепе, учебникпе паллашаççĕ. Вĕренӳре кăшт юлса пыракансене хастарсем яланах пулăшма хавас: уроксем хыççăн юлса ăнланман темăна çĕнĕрен пĕрле тишкереççĕ, пĕр-пĕрне сĕнӳпе хавхалантараççĕ. Ара кашни Çĕнĕ çулăн хуçисене Хĕл Мучипе Юр Пикене лайăх пĕлӳпе савăнтарасшăн-çке.
Пур шкулта та унсăр пуçне Хĕл Мучи мастерскойĕсем ĕçлеме те тытăнчĕç. Ачасем чăрăша капăрлатма тĕрлĕ тетте ăсталаççĕ, гирляндăсем «çыхаççĕ», «юр пĕрчисем» касса кăлараççĕ… Кам мĕн тăвать ĕнтĕ. Пĕри те ĕçсĕр лармасть.
Шупашкарти 14-мĕш кадет шкулĕнчи иккĕмĕш «В» класс вĕренекенĕсем те хăйне май ăмăртăва тухнă. Вĕсем Хĕл Мучи валли кермен ăсталаççĕ. Кашни ачан хăйне май илĕртӳллĕ те капăр. Çĕнĕ çулăн тĕп хуçи вĕсене пĕрне те тиркеместех. Мĕншĕн тетĕр-и? Ара ачасем тăрăшни чи пахи-çке кунта.
Халь вара шкулта чăннипех те хĕрӳ ĕç вĕрет. Ачасем тăрăшса вĕренеççĕ, пушă вăхăт тупсанах «Хĕл Мучи мастерскойне» васкаççĕ. Апла пулсан шкулти чăрăш, вĕренӳ пӳлĕмĕсем капăртан та капăр пулĕç.
Калиса ЯКОВЛЕВА,
вĕрентекен.
Шупашкар,
14-мĕш кадет шкулĕ.
СĂНӲКЕРЧĔКРЕ: Акă еплерех пулĕ Хĕл Мучи керменĕ!
Комментари хушас