Комментари хушас

15 Раштав, 2016

Ясмaк кунта çитĕнет-и?

Хаçатра ясмăк яшкин рецептне вуланă ма­йăн çак ӳсен-тăрана эпир манма пуçлани çинчен шухăшларăм. Кукамай-асаннесем ясмăк çинчен калаçнине ас тăватăп. Эппин, пирĕн патра та акса туса илнĕ ăна. Ясмăк çинчен тĕплĕнрех çырса параймăр-ши, акса пăхас кăмăл çуралчĕ. Унăн вăрлăхне ăçта туянма пулать?

Людмила ЗАЙЦЕВА.

Патăрьел районĕ.

Ясмăк /чечевица/ пăрçа йышши культура. Унта белок 35% яхăн, çавăнпа лайăх тутă тытать. Ясмăкра организма кирлĕ аминокислотасем, никотин йӳçекĕ, В ушкăнри витаминсем, тĕрлĕ микроэлементсем пур. Унри углевод организма лекнĕ майăн çăва куçмасть, энергине — вăя каять.

Вăл пĕр çул ӳсет, çеçки пăрçанни евĕрлĕрех, хутаçĕнче икĕ-виçĕ ясмăк пĕрчи. Вĕсем тӳме евĕрлĕ, 3-9 мм. Ясмăк мĕн вăхăтра пулса çитесси сортран, çанталăк условийĕсенчен, тăпра пахалăхĕнчен килет. Пирĕн тăрăхра çитĕнтерме хăвăрт пулса çитекен сорта суйламалла.

Акнă хыççăн пĕр эрнерен ясмăк шăтса тухать, чечеке лариччен вăраххăн ӳсет, пĕрремĕш чечексем çурсан вара хăвăрт аталанма, туратланса ӳсме пуçлать. Ясмăк хăй тĕллĕнех шăркаланакан культура. Хутаçĕсем пĕр харăссăн пиçмеççĕ. Малтан тухнă чечек хутаçĕсем маларах пиçеççĕ. Çĕр 4-6 градуса çити ăшăнсан, çу уйăхĕнчи çĕнтерӳ уявĕ вăхăтнелле, акмалла ăна. Çамрăк калчана каçсерен кăштах шăнтни хăрушах мар. Чечек çурнă, хутаç тытăннă вăхăтра 18-22 градус ăшă пулсан лайăх. Кăпка, хăйăрлăрах тăпрана юратать. Пăрçа типĕ çанталăкра хăрса ларать тăк, ясмăк шăрăха, типпе чăтăмлăрах. Лайăх тухăç илес тесен уçă, кăпка тăпрана акмалла, вăхăт-вăхăт шăвармалла. Йывăр, йӳçенкĕ тăпрана юратмасть.

Ясмăк, пăрçа пекех, çĕр пулăхлăхне ӳстерекен культура. Вăл тăпрана азотпа пуянлатать. Ăна малтанхи çул çĕрулми çитĕнтернĕ ана çине, ыраш, тулă хыççăн акма юрать. Ясмăк акакан лаптăка чĕрĕ тислĕк хывмалла мар — çеçке вăйлă ашкăрса каять. Фосфорлă, калиллĕ удобрение тăпрана кăпкалатнă чухне хывма юрать. Йăрана 12-15 см хушăллă йĕрсем туса тухмалла, ясмăка акмалла, унтан йĕрсене кăштах пусăрăнтармалла. Тăпрана пусăрăнтарни ясмăка хăвăртрах шăтса тухма май парать. Хăвăрт ӳсменнине кура йăрана çум курăк пусасран тасатса тăмалла. Шăрăх çанталăкра тăпра типсе каясран шăвармалла. Лайăх сортсем çаксем шутланаççĕ: Луганчанка, Çĕнĕ уйăх /Новая луна/, Степная 244, Днепропетровская.

Ясмăк вррине ӳсен-тăран вăрлăхĕ сутакан лавккасенче туянма пулать. Апат-çимĕç лавккисенчи хутаçланă ясмăк та вăрлăх валли юрать. Ăна малтан килте шăтарса пăхмалла. Вăрă хуппине вистемен пулсан шăтма кирлĕ. Ясмăк пĕрчин тĕсĕсем сортне кура тĕрлĕ тĕслĕ: сарă, хĕрхĕлтĕм, симĕс-сарă, хăмăр, хура-хăмăр.

Çак культура тутлă çеç мар, сиплĕ ӳсен-тăран та. Унăн отварĕпе пӳрере чул пулсан сипленеççĕ.

  •  Ясмăк кирек мĕнле условире ӳссен те нитрат, радионуклид, ытти сиенлĕ япаласене пухмасть. Вăл яланах экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕç шутланать.
  •  Чĕре мышцисене çирĕплетет, юн тăвассине лайăхлатать.
  •  Сахăр диабечĕпе чирлисемшĕн уйрăмах лайăх, юнри сахăр виçине пĕчĕклетет.
  •  Язвăпа, гастритпа аптракансемшĕн лайăх, диета апачĕ шутланать.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.