Archive - 2015 - Хыпар

апреля 17th

17 Ака, 2015

Удостоверени ыйтмалла

Чăваш Енри пенси службине çынсем тăтăшах шăнкăравлама тытăннă. Хваттерсем тăрăх çамрăк çынсем ?пенси фончĕн ĕçченĕсем тесе паллаштаракансем% çÿренине пĕлтернĕ вĕсем. Хайхискерсем 50 çултан çамрăкрах çынсене пенсин пухăнакан пайĕ пирки шухăшлама, килĕшÿ çине алă пусма ыйтаççĕ иккен.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕнче çак пулăма патшалăхăн мар пенси фончĕсем нумайланнипе çыхăнтараççĕ. Акă, кăçалхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне çеç патшалăхăн мар 24 пенси фончĕ ку тытăма кĕнĕ. Вĕсен ĕçченĕсем клиент базине анлăлатнă май хваттерсем тăрăх çÿреççĕ.

17 Ака, 2015

Юн çăра пулсан...

Çăраскер чи вĕтĕ юн тымарĕ витĕр иртеймест. Çавна май клеткăсем кислородпа тата тутлăхлă япаласемпе тивĕçеймеççĕ. Халăх медицининче усă куракан юна шĕветмелли мелсемпе паллаштаратпăр:

• 2 стакан пыла 1 стакан тÿнĕ укроп вăррипе 2 апат кашăкĕ кушак курăкĕн авăртнă тымарĕпе хутăштармалла, 2 л вĕретнĕ шыв хушмалла, термоса ярса талăк тытмалла, сăрăхтармалла. Шĕвеке апат умĕн 30 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ пĕр уйăх ĕçмелле.

17 Ака, 2015

Таса савăт-сапа

Банкри укçа сая каясран савăт-сапа çумалли машина туянса ятăмăр. Шыв та пăрăхран пÿрте кĕнĕ чухне мĕншĕн ĕлĕкхи пек алăпа çумалла? Анчах хаклă техникăпа мĕнле усă курмаллине ниепле ăнланса çитейместпĕр. Унăн ĕмĕрне тăсма, яланах юсавлă тытма мĕн тумалла-ши?

Марина Петухова. Канаш районĕ.

Савăт-сапа çуталса тăтăр тесен машинăна юсавлă тытмалла, унпа усă курмалли йĕркене пăхăнмалла.

Савăт-сапа çумалли машинăпа яланах усă курмалла. Сайра ĕçлеттернипе агрегат чăхăмлама пуçлать.

17 Ака, 2015

«Хыпар» 66-67 (26718-26719) №. 17.04.2015

17 Ака, 2015

Владимир ПУТИН: «Пирĕн ахаль çын мĕнле пурăннине туймалла»

Раççей Президенчĕ ирттернĕ «Тÿрĕ лини» валли пĕтĕмпе виçĕ миллиона яхăн ыйту йышăннă. Владимир Путин 3 сехет те 57 минута тăсăлнă тÿрĕ эфирта ĕнер 74 ыйтăва хуравлама ĕлкĕрчĕ, Раççейĕн тулашри тата шалти политикинчен пуçласа çĕршыв ертÿçине хăйне тÿрремĕнех пырса тивекенни таранах. «Хыпар» анлă калаçăвăн пĕлтерĕшлĕ сыпăкĕсемпе кĕскен паллаштарать.

17 Ака, 2015

Иккĕлентерекен суту-илÿ...

Çăвĕпе тар юхтарса пухса илнĕ пахчаçимĕçе /маринадласа-и е типĕтсе-и/ тата улма-çырла сутса хресченĕн тупăш илес килет, паллах. Хула çынни вара - экологи тĕлĕшĕнчен паха çимĕçпе сăйланас кăмăллă. Суту-илÿ валли майсем те пур - Шупашкарта, сăмахран, хула администрацийĕ ятарласа вырăнсем уйăрнă. Меллĕ, çула майăн йăпăрт кĕрсе тух. Анчах та вĕсенче пахчаçимĕç е улма-çырла кăна сутма юранине нумайăшĕ пĕлмест те пулĕ.

Лаборатори çук - эппин, сутма юрамасть

17 Ака, 2015

Ял çынни, сана кам хÿтĕлĕ?

Килти хуçалăх - чылай çемьешĕн тупăш илмелли пĕртен-пĕр çăлкуç. Ара, нумай предприяти арканчĕ-çке. Пуррисенчен чылайăшĕ шалу сахал тÿлет. Кашни вăрăм укçа шыраса аякка каяймасть е пайтаçă пулаймасть.

17 Ака, 2015

Ĕçлесе илме каякансен йышĕ чакать-и?

Вăрмар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çулталăкăн малтанхи кварталĕнче 278 çын ĕç шыраса пынă. Ĕçсĕрлĕх шайĕ ку хутлăхра пысăк тееймĕн: вăл 0, 31 процентпа танлашать. 2015 çулта служба пулăшăвĕпе усă курса 246 çын хăйсен вырăнне тупнă. Республикăри районсен виçĕ уйăх кăтартăвĕсене танлаштарсан çынсене ĕçе вырнаçтарас шай Вăрмарта пуринчен пысăкки - 88,5 процент. Вакансисенчен ытларахăшĕ - районти предприятисемпе организацисем сĕннисем. Сăмах май, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа çыхăнса кирлĕ специалиста шырама тĕрлĕ тытăмри 33 хуçалăх кăмăл тунă.

17 Ака, 2015

Наталья КУЗЬМИНА: Пĕчĕк чухнех йĕлтĕрпе ярăнас килетчĕ

Кăçал çавра юбилейне паллă тума хатĕрленекен спортсменка Чăваш Енри чи пултаруллă йĕлтĕрçĕсенчен пĕри шутланать. Çамрăк чухнех тĕрлĕ ăмăртура палăрнăскер 40 çула çитсен те спортран кайма васкаман. Пачах урăхла: унăн тата çĕнĕ вăй-хăват хушăннă тейĕн - ветерансен хушшинче иртекен турнирсене хутшăнма пуçланă. Нимĕнле йывăрлăха та парăнма хăнăхман хĕрарăм çĕршывра кăна мар, тĕнчери пысăк ят-сумлă йĕлтĕрçĕ пулса тăнă. Çак кунсенче кăна-ха, акă, Наталья Петровна хăйĕн ăсталăхне тепĕр çĕнтерÿпе çирĕплетрĕ: тĕнче кубокĕнчен 4 медальпе таврăнчĕ.

17 Ака, 2015

Йÿнĕ хаçатсенчен тулли хыпар илейместĕн

Хаçат-журнал çырăнтарас тапхăр пуçланас умĕн Республикăри почта çыхăнăвĕн управленийĕн ертÿçисемпе тĕл пулса икĕ енĕн мĕнпур тăкакне, мĕнле тăкаксем мĕнпе çыхăннине палăртса килĕшÿсем тăваттăмăр.

Pages