Удостоверени ыйтмалла

17 Ака, 2015

Чăваш Енри пенси службине çынсем тăтăшах шăнкăравлама тытăннă. Хваттерсем тăрăх çамрăк çынсем ?пенси фончĕн ĕçченĕсем тесе паллаштаракансем% çÿренине пĕлтернĕ вĕсем. Хайхискерсем 50 çултан çамрăкрах çынсене пенсин пухăнакан пайĕ пирки шухăшлама, килĕшÿ çине алă пусма ыйтаççĕ иккен.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕнче çак пулăма патшалăхăн мар пенси фончĕсем нумайланнипе çыхăнтараççĕ. Акă, кăçалхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне çеç патшалăхăн мар 24 пенси фончĕ ку тытăма кĕнĕ. Вĕсен ĕçченĕсем клиент базине анлăлатнă май хваттерсем тăрăх çÿреççĕ.

Чăваш Енри пенси фончĕ çынсене хваттер тăрăх çÿрекенсенчен удостоверени ыйтмалли пирки асăрхаттарать. Вĕсемпе килĕшÿ тумалла е çук - кун пирки кашнийĕ хăй шухăшлать.

Патшалăхăн мар пенси фончĕпе килĕшÿ тунă май страхлав взносĕ, пенсин пухăнакан пайĕшĕн тÿлени, çак фонда куçать. Вăл вара укçа-тенке инвестицилеме, çын тивĕçлĕ канăва тухнă май пенсин пухăнакан пайне тавăрса пама тивĕç. Патшалăхăн мар пенси фончĕн ĕç-хĕлĕ вара финанс рынокĕн лару-тăрăвĕнчен нумай килет.

Вăйра тăракан саккунсем 1967 çулта е каярах çуралнисене пенсин пухăнакан пайне йĕркелеме е пĕтĕм взноса страхлав пенсине ÿстермешкĕн яма 2015 çул вĕçлениччен суйлама ирĕк параççĕ. Çакна асаилтеретпĕр: страхлав пенсийĕшĕн патшалăх яваплă. Ăна инфляцирен шанчăклăн хÿтĕлеççĕ. Малашне хăй хывакан тÿлеве страхлав пенсине яма шут тытнă гражданинăн унччен тÿленĕ пенсин пухăнакан пайĕ çухалмасть. Вĕсене РФ Пенси фончĕ пĕтĕмпех тÿлет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.