Таса савăт-сапа

17 Ака, 2015

Банкри укçа сая каясран савăт-сапа çумалли машина туянса ятăмăр. Шыв та пăрăхран пÿрте кĕнĕ чухне мĕншĕн ĕлĕкхи пек алăпа çумалла? Анчах хаклă техникăпа мĕнле усă курмаллине ниепле ăнланса çитейместпĕр. Унăн ĕмĕрне тăсма, яланах юсавлă тытма мĕн тумалла-ши?

Марина Петухова. Канаш районĕ.

Савăт-сапа çуталса тăтăр тесен машинăна юсавлă тытмалла, унпа усă курмалли йĕркене пăхăнмалла.

Савăт-сапа çумалли машинăпа яланах усă курмалла. Сайра ĕçлеттернипе агрегат чăхăмлама пуçлать.

Машинăна савăт-сапа ытлашши тултармалла мар. Турилккесем хушшинче уçă вырăн кирлĕ, кашни савăтах шыв лекме пултартăр.

Стакансемпе куркасене ятарлă вырăна çавăрса хумалла. Кашăк-вилкăна лотока аврисене аялалла туса хураççĕ: вĕсенчен шыв юхса тăмалла.

Машинăпа çума ятарлă порошокпа усă курмалла. Тасатмалли ытти шĕвек каймасть.

МĔНЛЕ ТАСАТМАЛЛА?

2-3 кунра пĕр хутчен алăкне, машинăн çиелти сийне йĕпе татăкпа сăтăрмалла. Вараланнă пулсан супăнь шывĕпе çумалла. Унăн панелĕ яланах типĕ пулмалла. Шыв лексен тÿрех шăлса типĕтмелле.

Агрегата çăвиччен шнурне розеткăран кăлармалла. Эрнере пĕр хут фильтрне тасатмалла: унта апат-çимĕç юлашки пуçтарăнма пултарать.

Çаврăнакан пайĕсене уйăхра пĕр хут тĕрĕслемелле: шыв сапакан шăтăкĕсем тулман-и?

Алăк çинчи резинăна та çумалла - ытлашши вараланман пулсан уйăхра пĕр хут çусан та юрать.

Машинăн шалти пайĕсене ăшă шывра йĕпетнĕ çемçе салфеткăпа сăтăрмалла. Тĕпелте усă куракан шĕвекпе, гельпе тасатмалли ытти хатĕрпе усă курма юрамасть.

Машинăна савăт-сапаран пушатсан камерăна кăвакăш çапасран, алăкне уçă тытмалла.

Кашни çур çулта ăна тĕплĕн çуса тасатмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.