Комментари хушас

17 Ака, 2015

Ĕçлесе илме каякансен йышĕ чакать-и?

Вăрмар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çулталăкăн малтанхи кварталĕнче 278 çын ĕç шыраса пынă. Ĕçсĕрлĕх шайĕ ку хутлăхра пысăк тееймĕн: вăл 0, 31 процентпа танлашать. 2015 çулта служба пулăшăвĕпе усă курса 246 çын хăйсен вырăнне тупнă. Республикăри районсен виçĕ уйăх кăтартăвĕсене танлаштарсан çынсене ĕçе вырнаçтарас шай Вăрмарта пуринчен пысăкки - 88,5 процент. Вакансисенчен ытларахăшĕ - районти предприятисемпе организацисем сĕннисем. Сăмах май, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа çыхăнса кирлĕ специалиста шырама тĕрлĕ тытăмри 33 хуçалăх кăмăл тунă.

Мартăн 27-мĕшĕнче Вăрмар тăрăхĕнче ĕçлĕ çулçÿревпе Чăваш Ен халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Викторов пулнă. Çулталăклăх заданисене аван пурнăçласа пыракан тăрăхра мĕнле ыйту канăçсăрлантарнă-ха ăна? Çакăн çинчен тата ытти ыйту тавра асăннă службăн Вăрмарти ертÿçипе Виталий Вениаминович НЕСТЕРОВПА калаçрăмăр.

- Кăçалхи пĕрремĕш кварталăн кăтартăвĕсене ĕçтешсемпе пĕрле сÿтсе явнисĕр пуçне Сергей Владимирович район администрацийĕн çуртĕнче пысăк йыша пухса канашлу ирттерчĕ. Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕсене тухса кайса ĕçлекенсене шута илесси çинчен тĕплĕн калаçас тĕллевпе йĕркеленĕскере район администрацийĕн пуçлăхĕ Константин Никитин, хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, аякка ĕçлеме каякан ушкăнсен йĕркелÿçисем хутшăнчĕç. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.