Комментари хушас

17 Ака, 2015

Юн çăра пулсан...

Çăраскер чи вĕтĕ юн тымарĕ витĕр иртеймест. Çавна май клеткăсем кислородпа тата тутлăхлă япаласемпе тивĕçеймеççĕ. Халăх медицининче усă куракан юна шĕветмелли мелсемпе паллаштаратпăр:

• 2 стакан пыла 1 стакан тÿнĕ укроп вăррипе 2 апат кашăкĕ кушак курăкĕн авăртнă тымарĕпе хутăштармалла, 2 л вĕретнĕ шыв хушмалла, термоса ярса талăк тытмалла, сăрăхтармалла. Шĕвеке апат умĕн 30 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ пĕр уйăх ĕçмелле.

• Кĕленче савăта 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ вĕлтĕрен ямалла, 1 стакан вĕрекен шыв хушмалла, 45 минут тытмалла, сăрăхтармалла. Апат умĕн 30 минут маларах 1 апат кашăкĕнчен пуçласа 3 апат кашăкĕ таран ? виçене ерипен ÿстерсе пымалла% ирхине тата каçхине пĕр уйăх ĕçмелле. Ку шĕвек юна тасатнисĕр пуçне япаласен ылмашăвне те йĕркене кĕртет.

• Эмаль савăта 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ хăях ямалла, 1 стакан вĕретнĕ шыв хушмалла, шыв мунчинче 15 минут вĕрилентермелле. Сăрăхтарнă хыççăн кĕленче савăта ямалла, хупламалла. Апат умĕн 30 минут маларах 1 апат кашăкĕнчен пуçласа 3 апат кашăкĕ таран ?виçене ерипен ÿстерсе пымалла% ирхине тата каçхине пĕр уйăх ĕçмелле. Шĕвеке 2 талăкран ытла упрама кирлĕ мар.

Енчен те ăна ĕçнĕ хыççăн хăвăра япăх туятăр пулсан виçене ÿстерме кирлĕ мар. 1 апат кашăкĕпех çырлахмалла. Кун хыççăн та лару-тăру улшăнмасан шĕвеке пачах ĕçме пăрахăр.

• Юна шĕветме тата тасатма тĕттĕм хĕрлĕ тĕслĕ улма-çырла, пахчаçимĕç пулăшать: чие, иçĕм çырли, кĕтмел, гранат, палан, шăлан çырли, хĕрлĕ кăшман, хĕрлĕ кучанлă купăста, хура хăмла çырли, шур çырли. Çавăнпа та вĕсене тăтăшах çиме тăрăшăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.