Чун çÿревĕ

17 Ака, 2015

Марина Карягина - ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, паллă поэтесса. Унпа тĕлпулса калаçма сăлтав пулчĕ: вăл тинтерех çеç çулçÿреврен таврăннă. Кипра çитсе килнĕ. Çавăн çинчен калаçрăмăр та иксĕмĕр.

- Унта мĕнле тĕллевпе лекрĕн?

- Юлашки вунă çул хушшинче поэзипе çыхăннă тĕнчери темиçе фестивале хутшăнма тÿр килчĕ. Крымра, Азербайджанра, Косовăра, Турцире, Раççейĕн тĕрлĕ хулинче сăвă вуларăм, конференцисенче тухса калаçрăм. Яланах тăван чĕлхепе, куçаруçă урлă. Яланах - тăван халăх çинчен. Çавăнпа «Чăваш чĕлхи Канашран иртсен кирлĕ мар» текен «лапчăк» ентешсене хĕрхенетĕп: хамăр пĕкĕрĕлсе çÿрени чĕлхемĕр мĕскĕннине пĕлтермест. Эпĕ тухса калаçни итлекенсен чунне витернине туятăп - кашнинчех пырса ал тытаççĕ, тав тăваççĕ, тĕрлĕ ыйту çĕклесе тавлашаççĕ. Çакă йăлтах, паллах ĕнтĕ, пысăк яваплăх, мĕншĕн тесен ман çине вĕсем чăвашсем пурте çапла тесе пăхаççĕ. Аслă аудиторисенче çын умне тухмассерен тĕнче анлăланса пырать, туссем йышланаççĕ, йыхравсем нумайланаççĕ.

- Сăввусене халиччен ют чĕлхене куçарнă-и?

- Нихçан та сăввăмсене ют чĕлхесене куçарттарма тăрăшман, кутăнлашса тăнă. Вĕсем «ман мар» пулса каяссăн туйăнатчĕ. 2002 çулта чăваш поэзийĕн антологийĕ шведла тухрĕ-çке, ун чухне пирвайхи хут ман сăвăсен йĕркепĕрлĕхне Геннадий Айхи хама каламасăрах хатĕрлесе панă, Анника Бекстрэм куçарнă. Çав сумлă кĕнекере пичетленни чыс пулчĕ, паллах. Унтан азербайджан сăвăçи темиçе хайлава куçарнăччĕ, вĕсене кăçал Анкарара пичетленсе тухнă «Тĕрĕк халăхĕсен хĕрарăм поэчĕсен антологине» кĕртнĕ-мĕн. Чăваш чĕлхине тĕпчекен пĕр çамрăк турккă ăсчахĕ - Синан Гÿзель - ман ача-пăча сăввисене куçарчĕ те - Косовăри пĕр журналта кун çути курчĕç. Сăмах май каласан, çулталăк вĕçĕнче Европăран хыпар килчĕ: эпĕ çав журналăн иртнĕ çулхи лауреачĕн ятне тивĕçнĕ-мĕн. Премине халь те кайса илеймерĕм-ха. Пур çĕре те çитсе ĕлкĕрейместĕн. Ерçеймен чухне ыттисене хутшăнма май туса паратăп е хампа пĕрле кайма тепĕр вырăн ыйтса пăхатăп: тĕнче чăваш халăхĕ çинчен ытларах пĕлтĕр.

Пĕр симпозиумра Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕн Кипрти ертÿçи мана хăйсен патĕнче иртекен тĕнче шайĕнчи поэзи фестивальне йыхравлама пулчĕ. Сăмахне тытрĕ. Кăçал пуш уйăхĕнче эпĕ унран биографие, сăвăсене, тухса калаçмалли текста /акăлчанла/ ярса пама ыйтса çырнă çыру илтĕм...

- Мĕн каласа кăтартрăн тĕнчери ĕçтешÿсене?

- Фестивале тĕрлĕ çĕршывран пурĕ те вунвиçĕ поэта çеç чĕнсе илнĕ. Йăлтах йыхравçăсен шучĕпе: самолет билечĕсем, тинĕс хĕрринчех вырнаçнă хăна çурчĕ, апатлану, кăтартса çÿрени унта... Эпĕ хампа пĕрле фотопа видео ÿкерме Айтар ывăлăма та илсе кайрăм. Вăл Шупашкарти «Геометри» студире ĕçлет. Эрджан хулине Стамбул урлă вĕçрĕмĕр. Раççейрен икĕ сăвăç пултăмăр. Тепри - Мускавран, акăлчанла сывлăш çавăрса илми тенĕ пек шатăртаттараканскер.

Пĕрремĕш кун икĕ хулана илсе кайса кăтартрĕç. Пурĕ пилĕк хулара пултăмăр. Юрлă-пăрлă Раççейрен темиçе сехет хушшинче кайăк юрриллĕ, çеçкеленсе тăракан ем-ешĕл утрав çине лекни антăхтарса ярать. Тÿпе вăрттăнлăхне пиртен ытларах пĕлекен мăнаçлă тусем, ĕмĕрхи кĕввипе хум ывăтакан Вăтаçĕр тинĕсĕ тата поэтсем хушшинче çеç пулакан уйрăм хутшăну... Каçкÿлĕм Искеле хулине таврăнса поэзи каçĕ ирттертĕмĕр. Мана чи малтан унти халăх поэзипе çав тери кăсăкланни савăнтарса тĕлĕнтерчĕ - пысăк зал куллен лăк тулли пулчĕ. Сăввине кашни хăй чĕлхипе вулать. Куçарса пыраççĕ. Халь тĕнче ытларах ирĕклĕ майпа çырать.

- Çав ретре чăваш поэзийĕ мĕнлерех пек?

- Сисмесĕрех танлаштаратăп: чăваш поэзийĕ, пĕтĕмĕшле илсен, начар шайра мар! Ак, нумай пулмасть пирĕн кĕнеке издательстви поэзи антологийĕ кăларчĕ-çке, ăна пĕр алла илсен тăранайми вулатăп. Кашни тапхăрăн хăйĕн поэчĕ пур: Иванов - Çеçпĕл - Хусанкай - Элкер... «Генипе танлашам-ха» тесе паян пĕрин евĕр çырсан та литературăмăра аталантарма пулмасть: çĕнĕ вăхăт никамла мар çĕнĕ сасă илтесшĕн. Пирĕнчченхи классиксем - утăмсерен тепĕр шая çĕкленме май туса панă «пусмасем».

- Мĕнлерех йышăнчĕç сăввусене?

- Кĕвве-çемме мусăкçă евĕр туякан сăвăçсем - тĕлĕнмелле - ман хайлавсенчи сăмахсен çураçăвне тÿрех илтсе палăртрĕç. Кашниех хăйĕн умсăмахĕнче пурте пĕлекен чĕлхепе поэзи çинчен те кăштах каласа хăварать. Те Германи сăвăçиччĕ, те Турцирен килни: «Поэзи вăл - çавăн пекех математика та...» - тесе хушса хучĕ те - Иран поэчĕ хĕрÿ тавлашу пуçларĕ: «Пулма пултараймасть!» «Атьăр пĕрле шухăшлар, - тетĕп, - поэзире вăрттăнлăх пур. Математикăра пур-и?.. Поэзире тĕлĕнтермĕш пур - математикăра пур-и?.. Шайлашулăх?.. Çĕннине уçни?.. Математика хăйĕн мелĕсемпе тĕнчене тĕпчет, поэзи - хăйĕн меслечĕсемпе, ăслăлăхпа ÿнер вара философи варĕнче «ÿтленсе» çуралнăскерсем, килйышри пĕртăван ачасем хурăм ĕмĕр-авалтанах пĕр-пĕрне пулăшса аталаннă...»

- Хулапа паллашма, ытти çĕре тухса курма вăхăт пулчĕ-и?

- Иккĕмĕш ирхине пире хула пуçлăхĕ йышăнчĕ, ун тулăх сĕтелĕ хушшинче сăйланса чыс куртăмăр. Унтан лицей çамрăкĕсемпе тĕл пултăмăр. Аслă класра вĕренекенсем пире шар алă çупса, çиçсе-çуталса кĕтсе илчĕç. Сÿрĕккĕн ларакан пĕр ача та çук, куçĕсенчен вут-хĕм сирпĕнет! Татти-сыпписĕр ыйтусем параççĕ, вĕсене тем те-тем те интереслентерет. Мана сăмах парсан, эпĕ хама вĕсем хушшинче питĕ канлĕ те хăтлă туйни, ачасене çав таранччен юратни, вĕсем валли те хайлавсем çырни, телекăларăмсемпе фильмсем ÿкерни çинчен пĕлтертĕм. Те тав туса чылайччен шавлăн алă çупрĕç, автограф илме черетленчĕç. Юриех Чăваш Республики ăçта вырнаçнине ыйтрăм - пĕлмеççĕ. Каласа патăм. Чăваш чĕлхи чи авалхи тĕрĕк чĕлхи иккенне илтсен вĕрентекенĕсем те кăсăкланса кайрĕç, кайран пырса калаçрĕç.

Каçхине «Поэзи тата идеологи» темăпа конференци иртрĕ. Кунта пур çĕршыв сăвăçи те пĕр шухăшлă пулчĕ: чăн поэзи - ирĕклĕ.

- Мĕн вăл саншăн поэзи?

- Поэт вăл - хăйне çуратнă халăх ачи, тăван халăхĕнче ĕмĕрсерен пуçтарăнса пырса пиçсе çитнĕ Пултарулăх Хăвачĕ ăна тивнĕ. Çавăнпа вăл ун умĕнче ĕмĕр парăмра. Çак парăм сăвăçа Ирĕклĕ пулма чăрмантармасть. Хамăн докладра эпĕ Айхи çинчен те асăнтăм. Вăл /«абсолютлă поэт»/ хăвăн урлă тĕнчене, çутçанталăка, Уçлăха кăтартма, çапла майпа этемпе çутçанталăк пĕрлĕхне, çыннăн пурнăçри ирĕклĕхĕпе яваплăхне ĕнентерме çырмалла тесе шутлатчĕ. Поэт ĕçĕ - поэзи хăй мелĕсене аталантарса пыни тетчĕ. Кунпа пурте килĕшмеççĕ - тĕрлĕ шайра çырса пурăнакан пур, ку - йĕркеллĕ. Эпĕ килĕшетĕп Айхипе. /Ман çапла палиндром йĕрки те пур: «Меслетре ĕçĕ, эртелсем!» Кирек ăçта та меслетне тавçăрса илсен анчах ĕç ăнса каять./ «Поэзин мелĕсене çивĕчлетем-ха» тесе никам та ятарласа тĕллев лартмасть ĕнтĕ, паллах. Поэзи Турă вăрттăнлăхне çунаттипе сĕртĕнмессерен хăйшĕн урăх «çăра уççи», çĕнĕ меслет уçăлнине ăнкарса илет - кăвак хуппин асамне «ывăçне хупса» ĕлкĕрнĕ чăн сăвăç çĕнĕ хайлавĕпе этемлĕх чунне пăлхантарать. Вĕрентсе, чĕнсе, хыпарласа-каласа кăтартнипе çырлахса мар - тĕнчен хальчченхисем асăрхаман сийĕсене уçса. Ÿсĕм çулĕ çинче тепĕр çавра çÿлелле çĕклесе. Çÿлти хăватсем килес вăхăта маларах ирттереççĕ Поэта, никама çывхартман çывăхлăха яраççĕ...

- Мĕнле кăмăл-туйăмпа таврăнтăн инçе çултан?

- Чĕлхесем вĕренмелле! Нимĕç чĕлхи маншăн, сăмахран, ачаранпах, Гете, Гегель, Хайдеггер тата ытти пысăк поэт, философ чĕлхи пулнă май, нихçан тĕппипе алла илеймесле сехĕрлентерсе тăратчĕ. Пĕррехинче пуçа пырах çапрĕ пĕр ансат кăна шухăш: «ахаль» çынсем те çав чĕлхепех калаçаççĕ-çке! Апла ăна пĕчĕк ача пек хуллен-хуллен вĕренмелле, сыпкăмăн-сыпкăмăн. Акăлчанла та, яппунла та...

Пире, чăвашсене, ман шухăшăмпа, пĕрмай Пĕлÿ умĕнчи хăрав чăрмантарать. Вĕренме ÿркенмелле мар. Ачасене хистесех тĕнчен аслă шкулĕсене кăларса ямалла.

- Каяканнисем пурри пур та - кайран Чăваш Ене таврăнасшăнах мар: ĕçлесе илмелли майĕсене туса параймастпăр, ÿстернĕ чухне тăван çĕре-шыва çĕклес аслă туйăма ăшĕсене хываймастпăр...

- Астăватăп-ха, ача чухне мана Мускавра пурăнакан пĕр тăван: «Шкул хыççăн Мускава кил, вĕренме кĕр Литература институтне, пирĕн патра пурăнăн, ал сул çак ĕçкĕç чăвашсем çине», - тетчĕ. Эпĕ Шупашкартах юлтăм, кунта усăллăрах пулăп терĕм. Тухса кайнă пулсан та - иккĕленместĕп - «ĕçкĕç чăвашсемшĕнех» чĕрене ыраттарса ĕçлĕттĕм. Мана программăласах янă пуль теп çапла /ăçтан килетпĕр эпир кунта, çавăнтан/. Япăх е лайăх, пĕчĕк е пысăк халăх çук - хамăра пултарнă Çÿлти Хăват умĕнче эпир пурте пĕртан. Хăйне «вĕтте» хума хăнăхса çитнĕ халăхсем пур. Ку мĕскĕнлетет. Эпир пысăк йышлă йăх мар, анчах пире тĕнче куçĕ умĕнче мăнăлатакан, мăнаçлантаракан Улăпăмăрсем сахал мар. Кирек мĕнле халăх сумне те çавăн пек ывăлĕ-хĕрĕсем çĕклеççĕ-çке. Çакна асра тытса ĕçлемелле те пирĕн. Ачамăрсене те çак тĕслĕхпе тĕллевлĕн вĕрентсе çын тума тăрăшмалла. Питĕ шел, ăнланмалла-ăнлантармалла мар йĕркепе пурăнатпăр-ха хальлĕхе: чăваш ачи çуратса ÿстерми пулса тĕнчене чухăнлататпăр. Намăс. Çылăх та. Пуçпа чуна ялан ĕçлеттермелле.

- Хамăр пуçпа шухăшлама манни пĕтерет...

- Пирĕн вырăна ыттисем шухăшланă вăхăтсем, юхăм май юхас тапхăрсем иртсе кайрĕç - никама шанса лармалли те çук. Хамăр халăх пуласлăхĕ пирки те хамăрăнах /кашни шухăшлама пултараканăн!/ пуç ватма тивет. Тивет çеç мар, ку вăл – несĕлсен /асатте-асаннесен/ тата тăхăмсен /ачасемпе мăнуксен/ умĕнчи чи пысăк яваплăх. Хамăр чĕлхе шăпи çинчен калас пулсан, чи малтан амăшĕсене пуçтара-пуçтара ачашăн тăван чĕлхе мĕнле пĕлтерĕшлине ăнлантарса памалла, ятарлă конференцисем ирттермелле - Хĕрарăмсен канашĕсем пур-çке-ха пирĕн.

- Тĕнчешĕн чăваш мĕнпе кăсăклă?

- Хăйĕнчен хăй писсе, вăтанса пурăннипе мар, паллах. Ыттисене евĕрленипе те мар. Чат хăйле тĕнчетуйăмĕпе, авалхи пуян чĕлхипе, йăли-йĕркипе, аптраманлăхĕпе, чăтăмлăхĕпе, кассăн-кассăн - темле шалти уйрăм хăвачĕпе... Çакăн çумне манăн питĕ «пысăк пĕлĕвĕпе» тесе хушса калассăм килсе тăрать. Çав вăхăтсем те çитĕç-ха. Хамăр кам ачи иккенне кăна манса каяс марччĕ. Атнер Хусанкай калашле, аттесен ячĕпе ĕçлер.

Надежда СМИРНОВА калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.