Электронлă меслете суйлакансен шучĕ ÿсет
Шупашкар хулин администрацийĕ кÿрекен муниципалитет пулăшăвĕсенчен 22-шне электронлă мелпе илме май пур. Вĕсенчен чи анлă сарăлни — пепкене ача садне черете тăратасси.
Лайăхрах та, хăвăртрах та
Хула администрацийĕн муниципалитет пулăшăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Наталья Романова пĕлтернĕ тăрăх — кăçал Шупашкарти 7400 çын ывăл-хĕрне ача садне черете тăратнă, вĕсем пурте — 100% — электронлă меслетпе усă курнă. Ашшĕ-амăшĕ асăннă черет еплерех куçнине компьютер урлах тĕрĕслесе тăма пултарать.