Комментари хушас

24 Чÿк, 2017

Самана перекетлеме ыйтать…

Çĕнĕ Шупашкарта троллейбуссем чарăнса лармĕç-и? Çуркунне кунашкал хăрушлăх сиксе тухнăччĕ. Халĕ те предприятире лару-тăру çăмăл мар…

Шурлăхран тухма май килĕ-и?

Тĕрĕссипе, Çĕнĕ Шупашкарти троллейбус управленийĕ 2000 çулсен пуçламăшĕнчех — хула тăрăх «маршруткăсем» йышлă çÿреме тытăнсан — йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Халăх электричество транспорчĕпе сахалрах усă курма пуçланăран предприяти тăкакĕсем ÿссе пынă...

Кăçал, çулталăк пуçламăшĕнче, лару-тăру палăрмаллах çивĕчленнĕ. Энергетиксен умĕнчи парăм пысăкран троллейбуссем чарăнса ларас хăрушлăх та сиксе тухнă. Электричество тăкакĕсене пĕчĕклетес тĕллевпе нарăс уйăхĕнче ĕç кунĕсенче рейссен шутне çĕре яхăн чакарнă, пуш уйăхĕнчен тытăнса канмалли кунсенчи рейссен шучĕ те 150 ытла сахалланнă. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен, тĕплĕ анализ тунă хыççăн, хăш-пĕр рейса çĕнĕрен ĕçе кĕртнĕ. Тĕрĕссипе, кăнтăрлахи вăхăтра троллейбуссем — пуш-пушах. Чарăнусенче транспорт кĕтсе тăракан та çук. Ĕçе кайнă тата ĕçрен тухнă вăхăтсенче çеç хулара халăх хĕвĕшет. Ку вăхăтра вара троллейбуссем пĕрин хыççăн тепри тенĕ пекех çÿреççĕ.

Предприяти тăкаклă ĕçлени чи малтанах пассажирсем сахалланнипе тата пĕр çул çÿрев хăй хаклăхĕ çирĕплетнĕ тарифсемпе килĕшсе тăманнипе çыхăннă. Çĕнĕ Шупашкарти троллейбуспа çÿренĕшĕн паян чĕрĕ укçапа 15 тенкĕ /транспорт карттипе 1 тенкĕ йÿнĕрех/ тÿлемелле. «Çитес вăхăтра çул укçине 17 тенке çити хăпартасси пирки шухăшлатпăр, — терĕ предприяти директорĕ Эдуард Петров йывăр лару-тăруран тухмалли çул-йĕр пирки сăмах пуçарсан. — Çапла майпа тăкаксене кăшт та пулин пĕчĕклетме май килессе шанатпăр. Анчах ку хăвăрт пурнăçламалли ĕç мар. Малтан халăхпа, хулари предприяти-организаци представителĕсемпе канашламалла, сÿтсе явмалла».

Хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкар урамĕсем тăрăх куллен 21-22 троллейбус рейса тухать, уйăхра вăтамран 270-290 пин çын общество транспорчĕпе усă курать. Анализ кăтартнă тăрăх — троллейбуспа çÿрекенсен шучĕ çулсерен чакса пырать. Кăçал, сăмахран, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, электричество транспорчĕпе 50-80 пин çын сахалрах усă курнă. Виçĕ çын е виç çĕр çын çÿрет-и — троллейбус пурпĕр палăртнă вăхăтра çула тухать. Электричествăпа усă курнăшăн тÿленĕ чухне вара çын шутне пăхмаççĕ. Ĕç тухăçлăхĕ çукки, рейс тупăш кÿменни предприятие йывăр финанс лару-тăрăвне кĕртсе ÿкерет те ĕнтĕ.

Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлемен водительсемпе кондукторсене пула та шар курать предприяти. Асăрхакансем систернĕ тăрăх — хăшĕ-пĕри çынсене 10 тенкĕпе лартса каять. Билет татса паманран çак укçа водителĕн е кондукторăн кĕсйине кĕрет. Çавăн пекех тулли хака тÿлесен те билет илмен пассажирсем те пур. Ку укçа каллех предприяти хыснине лекеймест. Вак-тĕвек кăна пек, анчах çакăнтанах та пысăк парăм пуçтарăнать.

Пулăшу кирлех

Хальхи вăхăтра троллейбус управленийĕн шалу парăмĕсем çук. Анчах электроэнерги тÿлевĕсен парăмĕсене татма укçа çитсе пымасть. Çавна май та предприятие кирек хăш вăхăтра электроэнергипе тивĕçтерме пăрахассипе хăратаççĕ. ЧР Транспорт министерствинчен ака уйăхĕнче тăкаксен пĕр пайне саплаштарма 50935,39 пин тенкĕ уйăрни çинчен пĕлтерчĕç. Ку пулăшу финанспа хуçалăх лару-тăрăвне вăхăтлăх çеç лайăхлатнă. Электроэнерги хакĕ ÿснине пула управлени каллех тăкаклă ĕçлеме пуçланă. Эдуард Петров директор çапах та парăмсене вăй çитернĕ таран татма тăрăшнине палăртрĕ. «Вăхăтра мар пулин те, çапах та усă курнă электроэнергишĕн тÿлетпĕр», — терĕ вăл. Предприяти ĕçĕ-хĕлĕ, паллах, электричество тăкакĕсене вăхăтра саплаштарса пынинчен нумай килет. Унсăрăн троллейбуссем çирĕплетнĕ йĕркепе рейса тухаймасси куç кĕрет. Управлени электричество энергийĕпе кăçалхи вунă уйăхра пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 11,7 процент сахалрах усă курнă пулин те тÿлев тăкакĕсем 1,6 процент ÿснĕ. Çакă, предприяти директорĕ каланă тăрăх, электроэнерги тарифĕсем хăпарнипе тÿрремĕн çыхăннă.

— Коммуналлă пулăшу ĕçĕсен, сĕрмелли-çунтармалли хатĕрсен хакĕсем ÿссех пыраççĕ, ĕç укçин вăтам виçине хăпартма тивет. Çавна май пассажирсене илсе çÿренин хăй хаклăхĕ те пысăкланать. Хальхи вăхăтри хаксемпе ĕçлесен, бюджетран пулăшу пулмасан предприяти парăмсен шурлăхĕнчен ишсе тухаймĕ, — терĕç ЧР Транспорт министерствинче.

Çынсем кăмăлсăр…

Хăй вăхăтĕнче Çĕнĕ Шупашкарти троллейбус управленине, тĕпрен илсен, «Химпромра» ĕçлекенсене илсе çÿреме туса хунă. Спутник-хулара пурăнакансен пысăк пайĕ çак пĕрлешÿре ĕçленине шута илсен — тĕлĕнмелли çук. Малалла вулас...

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.