Archive - 2016

февраль 11th

11 Нарăс, 2016

Тимĕр авса чуччу, каруççел ăсталанă

Вăрнар районĕнчи Мăн Явăш ялĕнче пурăнакан Александр Васильевпа Людмила Осиповăн кил хуçалăхĕ умĕнчен çÿрекенсем тĕлĕнмесĕр-савăнмасăр иртмеççĕ пулĕ. Хăшĕ-пĕри, тен, ăмсанса: «Турри панă пулсан эпир те çапла ăсталăттăмăр», - тесе иртет. Çемье пуçĕ тĕпренчĕкĕсем валли ятарлă лапам хатĕрленĕ.

11 Нарăс, 2016

Чăваш Ене сурăхĕсемпе пĕрле килнĕ

Вĕсем йăхран йăха пыракан йăла-йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ, ашшĕ-амăшне хисепленипе палăрса тăраççĕ. Çывăх çынсене сума суни - чи пысăк телей. Кавказ çĕрĕсенче пурăнакансем çакна ачаранпах пĕлсе ÿсеççĕ. Зияутдин Пирбудагов та мĕн пĕчĕкрен аслисене хисеплеме вĕреннĕ. Çапла ăс панă ăна ашшĕпе амăшĕ.

11 Нарăс, 2016

Клуб ертÿçине вырнаçнă-им?

Манăн юратнă юрăç Петр Ермолаев клуб ертÿçинче тăрăшать тенине илтрĕм. Ку чăнах та çапла-ши? Пур çĕре те ĕлкĕрме вăхăтне ăçтан тупать-ши вăл?

Марина ДМИТРИЕВА.

Шупашкар районĕ.

Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ, чăваш эстрада сцени çинче куракансене юрăсем шăрантарса савăнтаракан, хырăм тытсах култаракан Петр Ермолаев акă мĕнле хуравларĕ:

11 Нарăс, 2016

Икĕ ача ÿстерет

Ырă кун пултăр, хаклă редакци. Чăваш эстрада артисчĕсен концерчĕсене час-часах çÿренĕрен кашни юрăçа паллатăп. Мана Диана пултарулăхĕ ытларах кăмăла каять. Вăл мăшăрĕпе 2 ача çитĕнтерет тенине илтнĕччĕ. Сас-хурана ĕненмеллех-ши?

Галина ИВАНОВА.

Çĕрпÿ хули.

11 Нарăс, 2016

«Тантăш» 5 (4471) №. 11.02.2016

11 Нарăс, 2016

«Тантăш», «Тетте», «Самант» пулччăр чи чаплă парне!

Ĕненсемĕр: вĕсенчен чи хаклă парне çуках! Кил-йыш алла хаçат тытса тĕрлĕ хыпарпа паллашнă чухне сирĕн ачăрсем те хăйсен юратнă кăларăмĕсене вуласшăн. Çакна шута илсе вĕсене парнесĕр ан хăварсамăр!

«Тантăш» хаçата 273 тенкĕ те 78 пуспа,

«Тетте» журнала 148 тенкĕ те 98 пуспа,

«Саманта» 187 тенкĕ те 26 пуспа

çырăнма пултаратăр.

11 Нарăс, 2016

«Эпир «Тантăш» çырăнтăмăр! Эсир те васкăр!»

Пирĕн шкул çулленех чăваш ачисен «Тантăш» хаçатне çырăнать. Вĕренекенсем хăйсен кăларăмне юратса вулаççĕ çеç мар, эпир унпа уроксенче те усă куратпăр. Кунта класс тулашĕнчи сехетсенче сÿтсе явмалли те çителĕклех.

11 Нарăс, 2016

«Илем» спорт мастерĕсене туптать

2009 çулта Вăрмар салинче «Илем» физкультурăпа спорт комплексне уçни Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ шкулта вĕренекен Ольга Ивановăпа Иван Голубевшăн пысăк савăнăç пулчĕ. Виççĕмĕш класранах бассейна çÿреме пуçланă вĕсем, ишме вĕренмелли секцие çырăннă. И. Алешин тренер пулăшнипе çак ăсталăха ÿстерсех пыраççĕ.

11 Нарăс, 2016

Учитель ĕçĕ - вĕренекенсенче

- Химипе пĕр-пĕр темăна ăнлантарас пулсан мана пĕр урок çитмест, - тет Элĕк районĕнчи Вутлан шкулĕнче çак предмета вĕрентекен Полина Аркадьевна Степанова. Мĕншĕн тесен унăн кашни темăна палăртнинчен те тĕплĕнрех вĕрентес килет-çке. Ачасене ятлас, хăратас йăла çук, вĕсем ахаль те педагога питĕ тимлĕн итлесе лараççĕ.

11 Нарăс, 2016

Паттăр ентеше асăнса

Тĕмерти вăтам шкулта оборонăпа массăллă спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ пырать. Вăл çамрăксене патриотла воспитани парассипе çыхăннă мероприятисемпе пуçланчĕ. Чи малтанах Тĕмер, Кармал тата Вăтаяль ялĕсенчи вăрçăра пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăксен таврашне тасатрăмăр.

Pages