Вĕрентекен

20 Авăн, 2016

Кашни ача юратăва тивĕçлĕ

Пĕрисемшĕн вăл — вĕрентекен: вăл пулăшса пынипе çамрăксем спортра пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Теприсемшĕн — иккĕмĕш анне: çемье ăшшине туяйманнисем ун çумĕнче çепĕçлĕх тупаççĕ.

27 Утă, 2016

Мĕн пуррине упрасчĕ

Вăтам шкул хыççăн аслă шкула вĕренме каяс тесен икĕ çул ĕçлемелле текен саккун кăларнăччĕ Никита Хрущев. Пирĕн, вăрçă ачисен, питĕ вĕренес килет. Мĕн тăвас тетĕн? Икĕ çул тăван колхозра тăрăшсах вăй хутăмăр малалла вĕренме каяс ĕмĕтпе.

Ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ

Атте учитель пулнă, вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. "Ашшĕ пек учитель пулать Роза", — тетчĕç ял çыннисем ман çине пăхса. Атте çулĕпе утма хĕмленсе пурăнтăм мĕн ачаран.

11 Нарăс, 2016

Учитель ĕçĕ - вĕренекенсенче

- Химипе пĕр-пĕр темăна ăнлантарас пулсан мана пĕр урок çитмест, - тет Элĕк районĕнчи Вутлан шкулĕнче çак предмета вĕрентекен Полина Аркадьевна Степанова. Мĕншĕн тесен унăн кашни темăна палăртнинчен те тĕплĕнрех вĕрентес килет-çке. Ачасене ятлас, хăратас йăла çук, вĕсем ахаль те педагога питĕ тимлĕн итлесе лараççĕ.

14 Кăрлач, 2016

Ĕçне кура хисепĕ

Чăваш халăхĕ мĕн авалтанах ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Хăйĕн ĕмĕрне ĕçпех ирттернĕ. Çулла иртен пуçласа мĕн çĕрлеччен çĕр çинче тăрмашнă: сухаланă, акнă, тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ.

Хĕллехи вăрăм каçсенче вара арçын çăпата хуçса, урапа-çуна авса, вăрман турттарса аппаланнă.

Хĕрарăмсем çип арланă, пир тĕртнĕ. Хĕрсем качча кайма тупра хатĕрленĕ. Ачасем те ахаль ларман - мĕн вăй çитнĕ таран ашшĕ-амăшне пулăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ваттисем авал: «Чăваш ачин пĕр ури акара, тепри сухара», - тенĕ.

Pages