«Çамрăксен хаçачĕ» 28 (6274) № 18.07.2019

18 Утă, 2019

Вĕрентекенĕн сцени — доска умĕ

Нумаях пулмасть çĕршыври 240 педагог Мари Республикинчи Таир кÿллин хĕррине пухăннă. Унта çамрăк педагогсен регионсен хушшинчи форумĕ иртнĕ. Чăваш Республикинчи учительсем те форум ĕçне хутшăннă, çĕнĕ пĕлÿ пухнă. Хастарсен йышĕнче Шупашкар районĕнчи Çĕньял вăтам шкул вĕрентекенĕпе Алена Ильинапа Шупашкар районĕнчи Вăрман Çĕктер вăтам шкулĕнче вăй хуракан Мария Лаврентьева та пулнă.
Икĕ хастар канаш йĕркеленĕ
Алена Олеговна — пуçламăш классен вĕрентекенĕ. 2013 çулта Çĕньял шкулĕнче ĕçлеме пуçланăскерĕн чылай ыйту сиксе тухнă. «Тин çеç алла диплом илнĕ педагогсем сăпайлă. Ыйтса пĕлме шикленеççĕ. Çамрăк учительсене мĕнле çăмăллăхсем панине пĕлместĕм. Сĕнÿ-канаш паракан та пулмарĕ. Çак ыйтăва хам тĕллĕн тишкерме пуçларăм. Педагогсене тивĕçекен çăмăллăхсене ыттисене пĕлтерес килчĕ. Акă ялти шкулсенче вăй хуракансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тăкакĕсене саплаштарма субсиди параççĕ. Унăн виçи 1055 тенкĕпе танлашать. 2016 çултан пуçласа тин çеç ĕçе вырнаçнисене 10 шалупа танлашакан тÿлев параççĕ. Шел те, вăл мана лекеймерĕ, — йăл кулчĕ педагог. — Профсоюз та педагогсене хавхалантарма тăрăшать. Сăмахран, операци тума тивсен укçан пулăшать».
Ахаль ларма хăнăхманскер çамрăк педагогсен сайтне йĕркеленĕ. Пĕр конкурсра хăйĕн пекех вĕри чĕреллĕ хастарпа Мария Лаврентьевăпа паллашнă. Вăл та — Шупашкар районĕнченех. Икĕ педагог канашланă, Шупашкар районĕн çамрăк педагогсен канашне чăмăртанă. Ăна ертсе пымашкăн Мария Геннадьевнăна шаннă. Маттурсем çамрăк педагогсен районти форумне йĕркеленĕ. Вăл хаваслă та тухăçлă иртнĕ. Форумрах педагогсене хавхалантаракан программăсене сÿтсе явнă, юристран канаш ыйтнă.
«Çĕньял вăтам шкулĕ пысăк мар. Çамрăксем ĕçлеме килеççĕ-ха, анчах часах пăрахса каяççĕ. Шалу пĕчĕкки, документсемпе чылай ĕçлеме тивни хăратать вĕсене. Районти форумра çак ыйтусене çĕклерĕмĕр. Хăйсен опычĕпе паллаштаракансем, педагогикăра тĕл пулнă пирвайхи чăрмавĕсем пирки каласа кăтартакансем пулчĕç», — пĕлтерчĕ Алена Ильина. Çак форум çамрăксен шухăшне улăштарнăшăн савăнать вăл.
Театра мĕншĕн çÿремеççĕ?
Таир кÿллин хĕррине чи пултаруллисем пухăннă. Педагогсене 6 отряда уйăрнă. Кашнинче – 36-шар çын. Пурте — çамрăксем. Форума экспертсем, Раççейри «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурсра палăрнисем хутшăннă. Вĕсем професси вăрттăнлăхĕсене уçнă. Форумра ют регионсен опычĕпе паллашнă, танлаштарнă. Тĕп тема — «Вĕрентÿри цифра». «Университетра пухнă пĕлÿ кивелчĕ. Технологи питĕ хăвăрт аталанать, шкулсенче те çĕнĕлле ĕçлетпĕр. Пирĕн те уроксене çĕнĕлле ирттермелле», — терĕ Алена Олеговна.
Вунă çултан мĕнле професси çыннисем кирлĕ пулĕç-ха? Çакна та сÿтсе явнă. Ачасем тивĕçлĕ ĕçе вырнаçчăр тесен çĕнĕлле ĕç-леме халех пуçламалла. Паллă педагогсем сĕннĕ тăрăх, вĕренекенсен шухăша уççăн палăртма пĕлмелле, ушкăнра ĕçлеме пултармалла тата компьютер технологине алла илмелле. «Вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче педагогсем ывăнса çитеççĕ, чылайăшĕн шкултан тухса каяс шухăш çуралать. Экспертсен сăмахĕсем çĕнĕ варкăш евĕр пулчĕç. Çĕнĕ меслетсене пурнăçа кĕртмелле, ĕçре усă курмалла!» — пĕлтерчĕ учитель.
Форумра педагогсем лагерьти пекех пурăннă. Отрядсен ятне шухăшласа кăларнă. Кашни кун ăсталăх класĕсем иртнĕ. Алена Олеговна мари халăх апат-çимĕçĕпе кăсăкланса паллашнă, такан евĕр кукăль янтăланă. Ку çимĕç чăвашсен хуран кукли пекех. Тĕрлĕ халăх çынни хăйĕн ташшипе паллаштарнă. ЧР педагогĕсем чăваш кĕвви янраттарнă. Пухăннисем чăваш халăх хусканăвĕсене пĕлеççĕ иккен. ЧР учителĕсем форума кашни çул хутшăнаççĕ, халăх йăли-йĕркипе паллаштараççĕ.
2019 çулта Раççейре театр çулталăкĕ пулнăран Таир хĕррине артистсем те çитнĕ. Сцена ăстисем халăх театра çÿременнин сăлтавĕсене сÿтсе явнă. Педагогсене вĕсен сăмахĕсем шухăша янă. Вĕрентекен те хăйне евĕр артистах. Унăн сцени — доска умĕ. Алена Ильина форумра пухнă пĕлĕве пурнăçа кĕртесшĕн. Анчах компьютерсем кивелни, интернет начар ĕçлени ура хума пултарать. Ытти регионти шкулсенче — вай-фай, техникăна пультпа ĕçлеттереççĕ. Хăйсем патне çак ырлăх çитессе вăл шанать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.