Ĕçне кура хисепĕ

Чăваш халăхĕ мĕн авалтанах ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Хăйĕн ĕмĕрне ĕçпех ирттернĕ. Çулла иртен пуçласа мĕн çĕрлеччен çĕр çинче тăрмашнă: сухаланă, акнă, тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ.

Хĕллехи вăрăм каçсенче вара арçын çăпата хуçса, урапа-çуна авса, вăрман турттарса аппаланнă.

Хĕрарăмсем çип арланă, пир тĕртнĕ. Хĕрсем качча кайма тупра хатĕрленĕ. Ачасем те ахаль ларман - мĕн вăй çитнĕ таран ашшĕ-амăшне пулăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ваттисем авал: «Чăваш ачин пĕр ури акара, тепри сухара», - тенĕ.

Паянхи кун та чăваш ĕçченлĕхĕпе палăрса тăрать. Ку туртăм унра иксĕл-ми. Çакна эпĕ Нăрваш Шăхалĕнчи Никитинсен çемйипе çирĕплетсе пама пултаратăп. Вĕсем - манăн асаттепе асанне.

Никитинсем - Владимир Егоровичпа Мария Сергеевна - паян тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те «Труд» ялхуçалăх кооперативĕн ĕне ферминче вăй хураççĕ. Кунта вĕсем 47 çул ытла çемье подрячĕпе ĕçлеççĕ. Паллах, ку ĕç çăмăл маррине килте выльăх-чĕрлĕх усракан хăй те аван ăнланать. Никитинсене йывăрлăха çĕнтерме пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланни, хисеплени, вăй парса хавхалантарса тăни пулăшать. Çăмăл пулман вĕсене ачисем пĕчĕк чухне тул çутăлнă-çутăлман ĕçе тухса утма. Ара, пепкисене валли апат та хатĕрлемелле, тирпейлесе шкула та ăсатмалла-çке. Вĕсене килте ватăсем пурри те усă кÿнĕ, хуняшшĕ-хунямăшĕпе пĕр çăвартан пурăнни çакна çирĕплетет.

Асаттепе асанне çинчен ял халăхĕ ырăпа çеç калаçать. Пĕрле ĕçлекенĕсем те, хуçалăх ертÿçисем те хисеплеççĕ вĕсене. Хисеп хучĕсемпе хаклă парнесем те çирĕплетеççĕ çакна.

Владимир Егорович Никитин - Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ колхозникĕ. Мария Сергеевнăна вара икĕ хутчен район депутатне суйланă, Хисеплĕ колхозница ятпа чысланă.

Ĕçре çеç мар, кил хуçалăхĕнче те пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ вĕсем. Пахчара тĕрлĕ çимĕç ÿстереççĕ, картишре выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, хур-кăвакал çитĕнтереççĕ. Никитинсем пилĕк ача çуратса ура çине тăратнă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кĕçĕн ывăлĕсĕр пуçне пурте çемьеллĕ ĕнтĕ. Ултă мăнукĕ кукаçипе кукамай, асаттепе асанне тесе чĕнеççĕ Владимир Егоровичпа Мария Сергеевнăна, вĕсенчен ĕçчен те ырă пулма вĕренеççĕ. Юратнă та çывăх çыннисене май килнĕ таран пулăшсах тăраççĕ.

Снежана НИКИТИНА,

9 класс.

Патăрьел районĕ,

Нăрваш Шăхаль шкулĕ.

Снежана НИКИТИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.