Снежана НИКИТИНА

14 Кăрлач, 2016

Ĕçне кура хисепĕ

Чăваш халăхĕ мĕн авалтанах ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Хăйĕн ĕмĕрне ĕçпех ирттернĕ. Çулла иртен пуçласа мĕн çĕрлеччен çĕр çинче тăрмашнă: сухаланă, акнă, тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ.

Хĕллехи вăрăм каçсенче вара арçын çăпата хуçса, урапа-çуна авса, вăрман турттарса аппаланнă.

Хĕрарăмсем çип арланă, пир тĕртнĕ. Хĕрсем качча кайма тупра хатĕрленĕ. Ачасем те ахаль ларман - мĕн вăй çитнĕ таран ашшĕ-амăшне пулăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ваттисем авал: «Чăваш ачин пĕр ури акара, тепри сухара», - тенĕ.