Вĕрентекен

27 Кăрлач, 2015

Хăй те спортсмен пулнă, ыттисене те спорта юратма вĕрентнĕ

Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра çуралса ÿснĕ 77 çулти Р.М.Бикчуринăн ĕç кĕнекинче вăл хăй пурнăçĕнче пĕртен-пĕр профессипе кăна вăй хунине палăртнă: Канашри педагогика училищин /1987 çултанпа - колледж/ преподавателĕ. Кунта Равиль Мингалиевич Хусанти педагогика институчĕн физвоспитани факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн 1960 çулхи августра килнĕ. Çавăнтанпа хăй суйласа илнĕ вĕренÿ заведенийĕнчен нихăçан та уйрăлман.

29 Чÿк, 2014

Вăл çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх

Вăл райцентрта тĕл пулсан çынна сывлăх сунса ĕç-хĕл, пурнăç çинчен ыйтса пĕлмесĕр иртмест. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче палламан çын та сахал пулĕ унăн. Ваттипе - ватăлла, çамрăкпа - çамрăкла, ачапа ачалла пулма пĕлет вăл. Районта кашни мероприятирех курма пулать ăна.

29 Юпа, 2014

Вĕренÿ тытăмĕ бюрократи читлĕхĕнчен хăтăлĕ-и?

Хальхи вăхăтра педагог сăнарĕ обществăн ăнлавĕнче еплерех калăпланать? Çакăн çинчен шухăша путатăн та - эпир ача-пăча пулнă вăхăт хыçа юлнине, паянхи ÿкерчĕк ун чухнехинчен пачах урăхлине куратăн. Уççăн калам: пирĕн йăхра учительсен династийĕ темиçе ăруран тăрать - танлаштарма пушшех меллĕ. Асанне каласа панисем - хăлхарах, аннен ĕç-хĕлĕ - асрах, пичче-аппан педагог каçалăкĕ - куç умĕнче. Виçĕ ăрăва çыхăнтараканни - кашниех хăйсенчен мĕн çирĕп ыйтнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшни.

30 Ака, 2014

Ача пуласлăхĕ - вĕрентекен аллинче

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче совет халăхĕ пĕр çын пек пулса нимĕç вăрă-хурахне хирĕç паттăррăн çапăçнă. Кашниех телейлĕ малашлăха ĕненнĕ. 1943 çулта Çĕрпÿ районĕнчи Уйкас ялĕнчи Петр Андреева çара илнĕ. Çур çултанах тăванĕсене чăваш салтакĕ Смоленск хулишĕн пынă хаяр çапăçусенче ĕмĕрлĕхех куç хупни çинчен пĕлтернĕ.

...Феоктиста Ивановнăна çăмăл пулман юратнă мăшăрне çемьерен уйăрса вăрçа ăсатма. Хуçалăхри мĕн пур йывăрлăх чăваш хĕрарăмĕн хул пуççийĕ çине тиеннĕ. Нушине те сахал мар курнă вăл.

Pages