Вăл çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх
Вăл райцентрта тĕл пулсан çынна сывлăх сунса ĕç-хĕл, пурнăç çинчен ыйтса пĕлмесĕр иртмест. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче палламан çын та сахал пулĕ унăн. Ваттипе - ватăлла, çамрăкпа - çамрăкла, ачапа ачалла пулма пĕлет вăл. Районта кашни мероприятирех курма пулать ăна.
Сăмахăм - Тури Туçа ялĕнче пурăнакан Валерий Салмин çинчен. Валерий Иванович 1945 çулхи июнь уйăхĕн 4-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕнче çуралнă. Ашшĕ Иван Николаевич учительте ĕçленĕ, ачасене биологипе географине вĕрентнĕ. Амăшĕ, Мария Степановна Елчĕк район хĕрĕ пулнăскер, ĕмĕрĕпе колхозра ĕçленĕ.
Тури Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Валерий Иванович Шупашкарти пединститута вĕренме кĕрет. 2-мĕш курсра ăна çара илеççĕ. Арçын тивĕçне пурнăçланă хыççăн çамрăк каччă И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме куçать. 1972 çулта диплом илнĕ хыççăн Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнче ачасене физика, географи тата истори вĕрентет. 1982 çулта ăна Патăрьел районĕнчи «Гвардеец» колхоза экономистра ĕçлеме яраççĕ. Çак вăхăтра вăл куçăнсăр мелпе Чăваш ял хуçалăх институтĕнче /халĕ академи/ ăс пухать.
1991 çулта Валерий Ивановича Тури Туçа ял администрацийĕн пуçлăхне суйлаççĕ. Ку ĕçре те хастарлăхĕпе палăрать вăл. Çак хушăра Тури Туçа ялĕнче культура çурчĕпе спортзал хута каять. Ветерансен /ваттисен/ çуртне, 8 ялта çĕнĕ урамсем уçать. Тури Туçа ял тăрăхĕнче пурăнакан кашни çемьене пĕр гектар çĕрпе тивĕçтерсе килти хуçалăхсене аталанма май туса парать. Çав çĕр çинче паянхи кун та ял халăхĕ пахча çимĕç, сухан-севок, çĕрулми туса илет. Çынсене ĕç вырăнĕ тупма йывăр самантра çакă - пысăк пулăшу.
Валерий Салмин çĕр реформи пирки 1993-1997 çулсенче Чăваш Патшалăх Канашĕн ларăвĕсенче, телекуравпа тĕрлĕ хаçатра республикăри ял çыннисене хăйĕн ĕçĕсемпе тата малалли тĕллевĕсемпе паллаштарсах тăнă.
Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та ăста экономист Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче аслă преподавательте ĕçлет. Кунта та вăл кашни студентпа пĕр чĕлхе тупса вĕсене вĕренÿре, пурнăçра пулăшса пынă. 2010-2012 çулсенче Валерий Иванович «Батыревский» АХОра тĕп экономистра тăрăшнă.
Ĕçне кура - хисепĕ. Вăл «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ», «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ.
Халĕ те В.Салмин ахаль лармасть. 7 теçетке çула çитет тесе калаймăн. Яштака кĕлеткеллĕ, вашлаттарса çÿрет. Çакăн пек пулма ăна спортпа туслă пулни пулăшать ĕнтĕ. Районта, республикăра иртекен мероприятисене хутшăнать. Кашни ирех кÿршĕллĕ Елчĕк районĕнчи Кушкă ялне çитсе килет: 10-15 çухрăм чупать. Унсăр пуçне ял хуçалăхăн çивĕч ыйтăвĕсене тишкерсе кĕнеке хатĕрлет.
Валерий Иванович общество ĕçне те хастар хутшăнать. Вăл - Тури Туçа ял тăрăхĕн ветерансен Канашĕн председателĕ, районти ветерансен хорне çÿрет. Нумаях пулмасть Чăваш халăх академийĕн президиумĕ ăна «Чăваш халăх ăсчахĕ» хисеплĕ ят панă. Унăн ватăлма вăхăт çук. Çамрăксен унран тĕслĕх илмелли нумай.
Нонна МАЗЯКОВА
Комментари хушас