Комментари хушас

27 Кăрлач, 2015

Хăй те спортсмен пулнă, ыттисене те спорта юратма вĕрентнĕ

Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра çуралса ÿснĕ 77 çулти Р.М.Бикчуринăн ĕç кĕнекинче вăл хăй пурнăçĕнче пĕртен-пĕр профессипе кăна вăй хунине палăртнă: Канашри педагогика училищин /1987 çултанпа - колледж/ преподавателĕ. Кунта Равиль Мингалиевич Хусанти педагогика институчĕн физвоспитани факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн 1960 çулхи августра килнĕ. Çавăнтанпа хăй суйласа илнĕ вĕренÿ заведенийĕнчен нихăçан та уйрăлман.

Аслă Пăлан сылтăм çыранĕ хĕрринче вырнаçнă çак чи пысăк ял иртнĕ ĕмĕр варринчен пуçласах питĕ лайăх палăрнă унчченхи СССРăн спорт тĕнчинче: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕ хыççăн 5-6 çултанах Шăнкăртам вăтам шкулĕнчи физкультура учителĕ Р.Камалетдинов, вырăнти Жданов ячĕллĕ колхоз конюхĕ Рассых Бикчурин тата кунти чи вăйлă кĕрешекенсем Атăл тăрăхĕнчи ăмăртусенче çĕнтерме пуçлаççĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.