Комментари хушас

20 Авăн, 2016

Кашни ача юратăва тивĕçлĕ

Пĕрисемшĕн вăл — вĕрентекен: вăл пулăшса пынипе çамрăксем спортра пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Теприсемшĕн — иккĕмĕш анне: çемье ăшшине туяйманнисем ун çумĕнче çепĕçлĕх тупаççĕ. Сусăррисемшĕн те вăл çирĕп тĕрев, шанчăклă тус пулса тăнă. Сăмах — РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Светлана Морозова çинчен.

Пăрăхсем урлă сикеттĕм

“Мĕн ачаранпах спортра эпĕ. Çĕнĕ Шупашкарта пурăннăран бассейна ишме çÿреттĕм, анчах ку енĕпе çитĕнÿ çукрахчĕ. Пĕрле вылякан хĕрачасен хушшинче чи хытă чупаканниччĕ, пысăк пăрăхсем урлă йăпăрт! кăна сиксе каçаттăм. Никам та хăваласа çитейместчĕ мана. Таçта та хăпарса каяттăм, çÿллĕ вырăнтан сикме те шикленместĕм. Шухăччĕ. Атте-анне те вăрçатчĕ мана”, — ачалăхне йăл кулса аса илчĕ Светлана Николаевна.

С.Морозова — çăмăл атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕ. Çÿллĕшне сиксе Чăваш Ен рекордне çĕнетнĕ, республика чемпионĕ пулнă. “Хамăр шкулта иртнĕ пĕр ăмăртура, ун чухне 5-мĕш класра вĕренеттĕм, çÿллĕшне сиксе пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Çавăн чухне мана спорт шкулĕн тренерĕсем асăрхарĕç, çăмăл атлетика секцине чĕнчĕç. Чупас енĕпе те ăстаччĕ эпĕ, эстафетăсенче малтисен ретĕнчеччĕ”, — терĕ Раççейри паллă тренер Николай Романов патĕнче ăсталăха туптанă спортсменка. Çĕнĕ Шупашкар пики “Буревестник” спорт обществин чысне Пĕтĕм Раççейри турнирсенче пĕрре мар хÿтĕленĕ, тĕрлĕ хулара иртекен сборсенче çĕршыври чи вăйлă атлетсемпе хатĕрленнĕ.

Спортра пысăк çитĕнÿсем туса çÿлелле хăпарас вырăнне çамрăк атлет çемье çавăрнă. Çапла вара Светлана Николаевна çăмăл атлетикăран чылайлăха уйрăлнă. Çапах паллă тренер куншăн пĕрре те ÿкĕнмен. “Эп туса çитерейменнине манăн ачасемпе вĕренекенсем тăваççĕ”, — тет вăл. Сăмах май, аслă ывăлĕ Евгений амăшĕпе пĕрле спорт шкулĕнче тренерта ĕçлет, кĕçĕн ывăлĕ Сергей Олимп резервĕсен училищинче вĕренет, ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать.

2002 çулта Светлана Морозова тренер ĕçне пуçăннă. “Виçĕмĕш ачана çуратнă хыççăн каллех тренировкăсене çÿреме пуçларăм. Ăмăртусене хутшăнма шухăшламан паллах. Çамрăк марччĕ ĕнтĕ. Ÿт-пĕвĕме тĕреклетес тĕллевлĕччĕ. Спортзала çÿренĕ чухнех мана кунта ĕçлекенсем ачасемпе ĕçлеме сĕнчĕç”, — терĕ тренер. 14 çулта Светлана Николаевна сахал мар спортсмен çитĕнтернĕ.

Унăн воспитанникĕсенчен пĕри — Катерина Федотова /çÿллĕшне сикесси/. Шупашкар пики хальхи вăхăтра Мускавра ăсталăха аталантарать. Çĕршыв чемпионатĕнче юниорсен йышĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă хыççăн ăна Раççейĕн пĕрлештернĕ командине илнĕ. Олимп чемпионкипе Анна Чичеровăпа тата тĕнче чемпионкипе Мария Кучинăпа пĕрле çума-çумăн тăрса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. РФ спорт мастерĕ Игорь Сергеев та çĕршыв ăмăртăвĕсенче кĕске дистанцисене чупса пĕрре мар палăрнă.

2011 çулта Светлана Морозовăна — “ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ”, пĕлтĕр “РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ” ят панă. Хисеплĕ ята тивĕçессишĕн нумай вăй хума тивнĕ унăн. “Алă усса ларнипе малалла каяймăн. Пур йывăрлăха çĕнтерсе ăнтăлмалла”, — тет Светлана Николаевна.

Сусăрсене ăшăлăх кирлĕ

“2007 çулта сусăр ачасемпе ĕçлеме пуçларăм. Хулари япăх илтекенсен ятарлă шкулĕнче вĕрентекен Александр Петров сĕнчĕ. Унпа тата унăн воспитанникĕсемпе “Белые камни” кану центрĕнче паллашнăччĕ. Çак утăма тума кĕçĕн ывăлăм пулăшрĕ. Вăл та пĕчĕклех спортпа туслăччĕ, анчах ун ÿсĕмĕнчи ачасем валли ушкăн çукчĕ. Ывăлăма тренировкăна çÿреме юлташсем пулччăр тесех сусăрсене хÿттĕме илтĕм. Сергей çак ушкăнра чи хастарриччĕ, вăл вĕсене хăнăхтарусене мĕнле тумаллине вĕрентетчĕ”, — хăйĕн воспитанникĕсене куçран вĕçертмерĕ тренер.

9 çул каялла килнĕ ачасем паянхи кун та юратнă вĕрентекенĕнчен уйрăлмаççĕ. Калăпăр, хальхи вăхăтра Максим Иванов, Евгения Скворцова, Сергей Бирюков, Александр Сорокин Олимп резервĕсен училищинче вĕренеççĕ. Вĕсем тĕрлĕ турнирта ăмăртса юратнă тренерне çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ. Тĕслĕхрен, Александр Сорокин 2-мĕш класранпах спортпа туслă. Вăл çÿллĕшне сикес енĕпе пултаруллă. Çав вăхăтрах тăршшĕне сикессипе те ăсталăха аталантарать. 2014 çулта Европа чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннăскер тепĕр çулхине куç курманнисен Пĕтĕм тĕнчери вăййисенче /ăмăрту Корейăра иртнĕ/ чемпион ятне тивĕçрĕ.

Шупашкарти спорт-адаптаци шкулĕнче ăсталăха туптакан Даниил Афанасьев кăçал Германире япăх илтекен спортсменсен хушшинче иртнĕ Европа чемпионатĕнче палăрчĕ. Чăваш Ен атлечĕ икĕ тупăшура вăй виçнĕ. Ăмăртăвăн виççĕмĕш кунĕнче вăл çÿллĕшне сикекенсен секторĕнче пĕрремĕш пулнă. Ентеше тăршшĕне сикекенсен ушкăнĕнче те ăннă: 6,45 метр сиксе ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.

Сурдлимп вăййисен паттăрĕ Иван Пакин та Светлана Морозова çунатти айĕнчен тухнă. “Ваня пирĕн ушкăна 2009 çулта килчĕ. Унччен вăл Владимир Васильев тренер патĕнче чупас енĕпе ăсталăха туптатчĕ, 100 тата 200 метрлă дистанцисене чупса çĕршыв рекордне те çĕнетнĕччĕ. Ман пата килсен вăл тăршшĕне сикме пуçларĕ. Çÿллĕскер малтан — Раççей, каярахпа Европа чемпионачĕсенче палăрчĕ. Тĕнче чемпионатĕнче тата Сурдлимп вăййисенче кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ. Хальхи вăхăтра Ваня Хусанта пурăнать, Атăлçири спорт академийĕнче вĕренет”, — пĕлтерчĕ тренер.

Хальхи вăхăтра ун патне тĕрлĕ ÿсĕмри 8 спортсмен çÿрет. Сăмах май, вĕсем пурте Шупашкарти ятарлă шкулсенче пĕлÿ илеççĕ.

— Спорт шкулĕнче ачасем çынсемпе хутшăнма вĕренеççĕ, япăх илтекенсем калаçма хăнăхаççĕ. Калăпăр, И.Пакин япăх калаçатчĕ. Кунта вĕсем сикме те, чупма та вĕренеççĕ. Тĕслĕхрен, Данила пĕчĕк чухне пĕр ура çинче те тăраймастчĕ. Сыввисемпе питĕ туслă вĕсем, тренировкăсене пĕрле çÿреççĕ. Вĕсемпе юнашар чухне ку ачасем хăвăртрах аталанаççĕ, ыттисенчен юлас мар тесе тăрăшаççĕ. Шкулта та аван вĕренме тытăннине палăртаççĕ учительсем. Сусăрсемпе хутшăнма çăмăлах мар. Кашнин хăйнеевĕрлĕ кăмăл. Пĕринпе кăшт çемçерех пулмалла тăк теприне вăрçма тивет. Çитĕннĕçемĕн яшсем хастарланаççĕ. Спорт шкулне çÿресе вĕсем хăйсене хăюллăрах туяççĕ. Тĕрлĕ турнира хутшăнни сусăрсене малалла ăнтăлма хавхалантарать. Калăпăр, Паралимп вăййисене пăхса вĕсем паллă спортсменсем пек пулма тăрăшаççĕ, хăйсем те планетăри чи пысăк ăмăртăва лекме ĕмĕтленеççĕ, — палăртрĕ Светлана Николаевна.

“Тренер пулма пĕрре те çăмăл мар. Эсĕ яваплă, спортсменăн пуласлăхĕ санран килет. Нихăш вĕренекене те — сусăр-и вăл, сывă-и — уйăрмастăп. Кашни ачана пĕр пек юрататăп”, — калаçăва вĕçлерĕ Светлана Морозова.

  Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.