Учитель ĕçĕ - вĕренекенсенче

11 Нарăс, 2016

- Химипе пĕр-пĕр темăна ăнлантарас пулсан мана пĕр урок çитмест, - тет Элĕк районĕнчи Вутлан шкулĕнче çак предмета вĕрентекен Полина Аркадьевна Степанова. Мĕншĕн тесен унăн кашни темăна палăртнинчен те тĕплĕнрех вĕрентес килет-çке. Ачасене ятлас, хăратас йăла çук, вĕсем ахаль те педагога питĕ тимлĕн итлесе лараççĕ.

Полина Аркадьевнăн чи маттур вĕренекенĕсенчен пĕри - тăххăрмĕш класри Саша Афанасьева. Хими урокне питĕ юратать вăл, яланах пысăк хастарлăхпа палăрать. Хĕрачан дневникĕ йăлтах «5» паллăпа илемленнĕ.

- Пуринчен ытла мана уравнени çырма, сăнав ирттерме килĕшет, - тет маттурскер.

Предмет олимпиадисенче те Саша тăтăшах мала тухать. Çакăншăн юратнă вĕрентекенне чунтан тав тăвать вăл.

Чăнах та, Полина Аркадьевнăн урокĕсем питĕ кăсăклă иртеççĕ, мĕншĕн тесен вăл кашни темăна хăйне евĕрлĕ ăнлантарма пĕлет. Ахальтен мар ăна шкулта пултарулăх çынни тесе хисеплеççĕ.

Унчченхи вĕренекенсем шкула хăнана килсен Полина Аркадьевнăпа сăмахламасăр каймаççĕ, хими урокĕсем тăтăшах аса килнине палăртаççĕ. Учитель ĕçĕ вĕренекенĕнче курăнать тесе ахальтен каламан çав.

Лариса ПЕТРОВА.

Нина ЦАРЫГИНА сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.