Чăваш Ене сурăхĕсемпе пĕрле килнĕ

11 Нарăс, 2016

Вĕсем йăхран йăха пыракан йăла-йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ, ашшĕ-амăшне хисепленипе палăрса тăраççĕ. Çывăх çынсене сума суни - чи пысăк телей. Кавказ çĕрĕсенче пурăнакансем çакна ачаранпах пĕлсе ÿсеççĕ. Зияутдин Пирбудагов та мĕн пĕчĕкрен аслисене хисеплеме вĕреннĕ. Çапла ăс панă ăна ашшĕпе амăшĕ. 49 çулти даргин çывăх çыннисенчен чылай çул аякра пурăнать, анчах вĕсем каланине яланах асра тытать. Пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă Зияутдин Хизригаджиевич: хăй кăмăлланă специальноçа алла илнĕ, фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Дагестанра çуралса ÿснĕскер Элĕк районĕнчи Ишпарайккă ялне епле лекнĕ-ши? Çакна пĕлес тĕллевпе ун патне хăнана çула тухрăм. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.