Вĕсем йăхран йăха пыракан йăла-йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ, ашшĕ-амăшне хисепленипе палăрса тăраççĕ. Çывăх çынсене сума суни - чи пысăк телей. Кавказ çĕрĕсенче пурăнакансем çакна ачаранпах пĕлсе ÿсеççĕ. Зияутдин Пирбудагов та мĕн пĕчĕкрен аслисене хисеплеме вĕреннĕ. Çапла ăс панă ăна ашшĕпе амăшĕ.