Archive - 2016

февраль 16th

16 Нарăс, 2016

Çуралнă тăрăх хăват парать

100 çулти ветеран Мускавран хăех килсе çÿрет

Чăрăшкас Мăрат ялĕнчи Степановсен çемйишĕн Çĕнĕ çул уявĕ пĕлтерĕшлĕ тепĕр пулăмпа пĕр килчĕ: çемье пуçĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕ Василий Степанов, 100 çул тултарчĕ. Василий Степанович халĕ Мускавра пурăнать пулин те тăван тăрăха манмасть. Пĕлтĕр вăл Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине Вăрнар хутлăхĕнче кĕтсе илчĕ, районти парада хутшăнчĕ.

- Çуралнă çĕршыва чун туртать, - терĕ вăл Чăрăшкас Мăратра та, Вăрнарта та çулсеренех пулнине палăртса.

16 Нарăс, 2016

Çитес çул - кевер туй…

Ял çынни, хĕлне-çăвне пăхмасăр, хăнăхнă йăлапа ирех вăранать. «Тул çутăлман-ха, кăштах выртса илем», - тени çук. Анна аппапа Тухвур тете те çавăн йышшисемех: пит-куç çукаласа илнĕ хыççăн пĕри вырăн таврашне тирпейлет те сапăт-сапапа хуçаланма тытăнать, тепри выльăх патне тухать.

февраль 13th

13 Нарăс, 2016

"Вести Чувашии", (№ 5 (1473)) от 13 февраля 2016 года.

Указ Главы Чувашской Республики от 8 февраля 2016 года № 7 «О награждении государственными наградами Чувашской Республики».

13 Нарăс, 2016

«Чăваш хĕрарăмĕ» 5 /927/ №. 13.02.2016

13 Нарăс, 2016

Кĕнеке вуласшăн...

- Вулакансемпе хаçат е журнал урлă калаçни авторшăн халăх умне тухнипе танах. Эпĕ час-часах ялти шкулсене, библиотекăсемпе клубсене çитсе куратăп, тĕрлĕ ăру çыннисемпе тĕп пулатăп. Вĕсен кашнин - хăйĕн шухăш-кăмăлĕ, савăнăçĕпе ĕмĕчĕ. Эпĕ кĕнекесĕр çула тухмастăп. Хамăн ĕçсене вулакансем патне çитерес килет.

13 Нарăс, 2016

Пулăшаканпа - шанчăклăрах

Культура институтĕнче вĕренекен Анна Буланковăпа, Илья Михайловпа тата пĕчĕк Ваньăпа каçхине ача сачĕ умĕнче тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Манăн ирхине е кăнтăрла курнăçас килетчĕ вĕсемпе, анчах çак йыш кун йĕркине маларах çирĕплетнĕ.

13 Нарăс, 2016

«Çăмăл» укçа çăмăллăнах пĕтет

Çак кунсенче редакцие аслă çулсенчи хĕрарăм шăнкăравларĕ. Куççуль витĕр калаçать хăй. Вăл пĕр уйăх пурăнмалли укçа-тенкĕпе йăлара усă курмалли темĕн тĕрлĕ япала - утюг, термос, ытти хатĕр-хĕтĕр - илсе юлнă-мĕн. Кинеми хăйне улталанине кÿршисемпе калаçнă хыççăн тин ăнланнă. Йÿнĕ хакпа сĕннĕ-мĕн ăна тавара, акци пирки каланă. Шăпах паян туянсан укçа-тенке чылай перекетлеме май пуррине асăннă хайхисем. «Аслă çултисене питĕ шел, пенсийĕр пĕчĕк, тăкакĕ нумай, унта-кунта тухса кĕме çăмăл мар, çавăнпа киле кÿрсех парас терĕмĕр», - çавнашкал йăпăлтатнă сĕмсĕрсем.

13 Нарăс, 2016

Мускав чăвашĕсем ăмăртăва тухнă

Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Сочире хĕллехи Олимпиада уçăлнă. Çак уйăхăн 9-мĕш кунĕнче паллă ентешĕмĕр, Георгий наградине 4 хут тивĕçнĕ комдив, Василий Чапаев çуралнă. Мускавра тымар янă йăхташăмăрсем паллă çак пулăмсене хăйне евĕр паллă тунă - иртнĕ канмалли кун вĕсем "Сокольники” Культурăпа кану паркĕнче "Чапаев йĕлтĕр йĕрĕ" ăмăрту ирттернĕ.

Pages