Пăр тĕнчине парăнтарнăскер

Совет Союзĕн чи паллă полярникĕ Иван Папанин вилнĕренпе кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче 30 çул çитнĕ

1937-1938 çулсенче вăл тĕнчере пĕрремĕш хут юхăмпа куçакан пăр катăкĕ çинче арктика экспедицийĕ "Северный полюс-1" йĕркеленĕ.

Паян атом пăрçĕмренĕсем туристсене полюса пĕр чăрмавсăр илсе çитереççĕ. Сывлăш транспорчĕ пирки калама та кирлĕ мар. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче вара Папанин экспедицийĕ сенсаци шайĕнчех пулнă. Пушшех те - ăнăçлă пăнчă лартиччен вĕсем вилме те пултарнă вĕт.

Вăл вăхăтра полюса тĕпчесси питĕ чаплă шутланнă, каярахпа космоса вĕçни пекех. Папанин, Водопьянов тата Чкалов хушамачĕсем кĕрленĕ кăна, каярахпа Гагарин пек.

Папанина ăнăçнă темелле - вăл вăрăм ĕмĕр пурăнса ирттернĕ. Пурнăç тăршшĕпех хисеплĕ пулнă, наградăсене тивĕçнĕ, вĕсен хушшинче Совет Союзĕн Геройĕн 2 çăлтăрĕ, Ленин тăрăх орденĕ, контр-адмирал званийĕ, унсăр пуçне академиксен хушшинче пĕртен-пĕр вăл кăна вăтам пĕлÿ те илмен.

Çамрăк чухне вара вăл чекист пулнă. Каярахпа унăн шăпине политика тепĕр хут улăштарнă.

Шухă çамрăклăх

Иван 1894 çулхи чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Севастопольте порт матросĕн çемйинче çуралнă /каярахпа вăл çак хулан хисеплĕ гражданинĕ пулса тăнă/.

Земски училищĕре тăватă класс вĕреннĕ хыççăн навигаци приборĕсен заводĕнче токарьте ĕçленĕ. 1915 çулта ăна флота илнĕ, Ревель /халĕ Таллин/ хулине ăсатнă.

Папанин астунă тăрăх, вĕсен çемйин хăйсен хваттер пулман. Вĕсем тĕлĕнмелле чухăн пурăннă, çынна тухайманшăн ашшĕ питĕ асапланнă. Ывăлне çакă питĕ вăйлă витĕм кÿнĕ курăнать.

Октябрь пăтăрмахĕсем хыççăн тăван кĕтесе таврăнсан Иван Папанин граждан вăрçине Раççейĕн кăнтăр пайĕнче хастар хутшăннă. 1919 çулта парти ретне кĕнĕ, Крыма Врангель йышăннă тапхăрта большевиксене çыхăну тытма пулăшнă. Хĕрлисем наступлени пуçлас умĕн Фрунзене вырăнти лару-тăрупа паллаштарас тесе çурутрав çинчен Турци урлă тухнă - унта ăна контрабандитсем илсе çитернĕ. Шуррисене хăваласа янă хыççăн Папанина Крым ЧК комендантне çирĕплетнĕ.

Çурçĕре!

Çĕршыври хирĕç-тăру пирки Папанин хăй мĕн шухăшланă, паллă мар, анчах та ку енĕпе карьера тăвасси ăна илĕртмен курăнать. Вăл тăватă çул пĕр чарăнмасăр пурăнмалли вырăнне те, ĕçне те улăштарса кăна тăнă. Юлашкинчен çапах та хăйне тивĕçтерекеннине тупнă темелле.

1925 çулта вăл, çыхăну енĕпе ятарлă курсран вĕренсе тухнăскер, Якутине тухса кайнă - Алдан тăрăхĕнче радиостанци çĕклеме. 1931 çулта "Малыгин" пăрçĕмренпе экспедицие хутшăннă. 1932-1933 çулсенче - Франц-Иосиф çĕрĕсенче, 1933-1934 çулсенче Челюскин мысĕнче хĕл каçмалли вырăн пуçлăхĕ пулнă.

Юхăмпа куçакан пăр çинчи станци пирки чи малтан 1920-мĕш çулсенче Норвеги тĕпчевçи Фритьоф Нансен каланă. Совет Союзĕнче çак шухăша Отто Шмитд тата Владимир Визе географсем, гидрологсем тата полюс паллă летчикĕ Михаил Водопьянов аталантарнă.

1936 çулхи нарăсăн 13-мĕшĕн­че политбюро çак шухăша - юхăмпа куçакан пăр çинчи станцие - пурнăçа кĕртме, ку тĕллевпе экспедици йĕркелеме палăртнă. Наукăсен академийĕ пуçлăха Визене лартма сĕннĕ, çапах та юлашкинчен çамрăк Папанин çĕнтернĕ - НКВД та, çар çыннисем те унăн кандидатурине хÿтĕленĕ.

Экспедицие шăпах çурçĕр полюсне ямашкăн кирлех пулнă-ши? Анчах та пропаганда енчен питех те витĕмлĕ пулнă ку йышăну. Вăл вăхăтра полюс çын çитмен вырăн шутланнă, ăна парăнтарни триумфпах танлашнă.

Планетăн çурçĕр чиккинче 1906 çулта Роберт Пири американ кăна пулса курнă. Ричард Берд /Америка/ тата Руал Амундсен /Норвеги/ унтан аэропланпа тата дирижабльпе вĕçсе иртнĕ. Умберто Нобиле "Итали" дирижабльтен экспедици кăларас тĕллевĕ инкекпе вĕçленнĕ.

Совет полярникĕсен спорт рекорчĕ кăтартмалла пулнă. Ку кăна та мар, вĕсен умне çавăн пекех полюсра темиçе уйăх тытăнса тăма тата ăслăлăх тĕпчевĕсем ирттерме тĕллев лартнă.

Вăрттăнлăх та пулнă

1932 çулта "Сибиряков” пăр­çĕмрен пĕрремĕш хут Çурçĕр тинĕсне пĕрре çула тухсах парăнтарнă. Тĕнче историйĕнче ку çулçÿрев "Çурçĕр-Хĕвелтухăç çулĕ” ятпа кĕрсе юлнă. Икĕ çултан çак маршрутпах "Челюскин" ахаль карап тухнă, анчах та вăл ăнăçлă пулман.

Çапах та чи кирлине пурне те ĕнентерме пултарнă - Çĕпĕр юханшывĕсен хĕррине пăрçĕмренпе усă курса тиев çитерме пулать. Унта чукун çулпа çитме май çуккине кура ку - пĕртен-пĕр шанчăклă меслет. Урăхларах тĕллевсем те пулнă паллах. 1956 çулччен "Çурçĕр полюсĕ" вăрттăн проект шутланнă, мĕншĕн тесен юхакан пăрсем çине аэродром вырнаçтарас ыйтăва та тĕпченĕ. 1930 çулччен Сталин ытларах Европăри лару-тăрăва сăнанă, анчах Америка пирки те манман. Чкаловăн, Байдуковăн, Беляковăн " Мускав-Ванкувер” вĕçевĕ, Папанинăн ушкăнĕн пăр юхăмĕпе пĕр килнĕскер, инçе вĕçме пултаракан бомбардировщиксен программин пĕр пайĕ пулнă.

Шеф тата повар

Экспедицие 16 уйăх хатĕрленнĕ. Типĕ чи çÿллĕ вырăнта, Рудольф утравĕ çинче, аэродром йĕркеленĕ. Общество апатланăвĕн инженерĕсем ятарлă апат хатĕрленĕ - вĕсене вĕри шыв кăна хушмалла пулнă. Çапах та Папанин "сублиматсене" шансах кайман, çавăнпа хăйпе пĕрле пăр çине 150 килограмм пельмень илсе кайнă, анчах инженери апачĕпе те кăмăллă юлнă.

Вак-тĕвек ыйтупа та нумай чупма тивнĕ. Калăпăр, çăматă валли калуш шыраса резина япаласен заводне вунă хут ытла çитнĕ. Мускаври "Каучук” заводра алюмини пăрăхсенчен каркас туса палатка янтăланă. Ăна варрине гага мамăкĕ хурса икĕ хутлă çĕленĕ. Ленинград маçтăрĕсем тиев турттармалли çунасем тĕлĕшпе ĕçленĕ. Каврăçран тунăскерсем 20 килограмм кăна тайнă. Экспедицие тиев туртакан йытăсене илме палăртман. Хĕл каçмашкăн тăватă çынна суйласа илнĕ: Папанин, СССР чи лайăх радисчĕ Эрнст Кренкель, метеоролог тата геофизик Евгений Федоров тата гидробиолог Петр Ширшов. Тухтăр тивĕçĕсене Ширшов пурнăçланă, кок - Панин, мĕншĕн тесен вăл наука ĕçĕсемпе ыттисенчен сахалрах аппаланнă.

Пĕр çунатпа

Экспедицие полюса йывăр АНТ-6 тăватă самолета çитерме шаннă, командирĕсем Михаил Водопьянов, Василий Молоков, Анатолий Алексеев, Илья Мазурук пулнă. Совет пилочĕсем Нобиль экспедицине тата челюскинецсене çăлнă çĕре хутшăннă май пăр çине ларас тĕлĕшпе опыт пухнă. Çапах та вĕçев инкексĕр иртмен. Водопьянов самолечĕн, экспедици членĕсем шăпах унпа 1937 çулхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче çула тухнă, тăватă мотортан пĕрин радиаторĕ юхма пуçланă. Морозовпа Петенин техниксен 20 градус сивĕре юсав ĕçĕсем ирттерме тивнĕ - юхакан вырăна мунчала хунă, вăл çăтакан шĕвеке пăрса илсе каялла мотор бакне янă.

Вырăна çитсен пĕр сехет те иртмен, çыхăну çухалнă. Тăватă талăк полярниксем пирки никам та нимĕн те пĕлмен. Тăватă кунран кăна Молоков самолечĕ анса ларнă, тепĕр икĕ кунран - Алексеевăн. Мазурук экипажĕ вара çĕтсе кайнă, палăртнă вырăна вĕсем çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче кăна çитнĕ, экспедицин пиллĕкмĕш членне - Веселый йытта - илсе пынă.

Çав кунсенче Марк Трояновский оператор ÿкернĕ документлă фильма чикĕ леш енне сутни çул çинчи тăкаксене саплаштарма çитнĕ. Çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне палаткăна пухса пĕтернĕ, радиостанцие хута янă. Пăр тăррине хĕрлĕ ялав тата Сталин портретне çĕкленĕ, "Интернационал" юрланă хыççăн пăр çинче экспедици членĕсем кăна тăрса юлнă.

Тăваттăн

Экспедици вĕçленсе пынă май татах кулянмалли тупăннă - 1938 çулхи кăрлач уйăхĕн вĕçĕнчен пăр катăкĕ Гренланди тинĕсне юхса тухнă та ирĕлме пуçланă. Нарăсăн 1-мĕшĕнче Кренкель инкек пирки пĕлтерсе телеграмма панă: "Палатка айĕнче пăр çурăлса кайрĕ..."

Усал хыпара чи пĕрремĕш Ленинград облаçĕнчи Кировск хулинчи Павла Сухина радистка йышăннă. Уншăн ăна преми панă тата ĕç кĕнекине тав туса çырнă.

Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче "Мурман” тата "Таймыр” Папанин ушкăнне Гренландирен темиçе çухрăмра тупса пăр çинчен илнĕ. Экспедицирен тĕрлĕ пулăм асра юлнă. Кренкель çăкăршăн, çĕрулмишĕн тунсăхланине пĕлтернĕ. Ушкăнрисене пурне те Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Папанинпа Кренкель унсăр пуçне географи наукисен докторĕсем пулса тăнă.

1940 çулта Папанин пăр хушшинче инкек тÿсекен "Георгий Седов" пăрçĕмрене çăлассине йĕркелесе пынă. Уншăн иккĕмĕш хут Ылтăн Çăлтăра тивĕçнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен Совет Союзĕн Геройĕн ятне икĕ хутчен тивĕçнисем çĕршывра пиллĕкĕн кăна пулнă.

1939 çулта паллă полярника Çурçĕр тинĕсĕн çулĕсен тĕп командующине лартнă. Икĕ çултан вăл Оборона патшалăх комитечĕн Мурманск тата Архангельск порчĕсен уполномоченнăйĕ пулса тăнă.

Дача

1946 çулта 51-ри адмирала пĕр кĕтмен çĕртен отставкăна янă. Çакна унăн сывлăхĕ хавшанипе çыхăнтарнă - чĕрепе аптрать-мĕн. Официаллă верси çакна шансах каймасть, мĕншĕн тесессĕн Папанин отставкăна тухнă хыççăн тата 40 çул чип-чиперех пурăннă. Влаçран пăрас умĕн вара тĕлĕнмелле ĕç-пуç пулса иртнĕ.

Кун пирки Мускавĕпех калаçнă. Аслă Çĕнтерÿ хыççăнах Папанина Мускавран инçех мар Мурашки поселокĕнче дача валли çĕр уйăрса панă. Вăл унта кирпĕчрен пысăк çурт туса лартнă, ăна трофей мраморпа капăрлатнă, пĕве чавса икĕ хура акăш янă.

Малалли пирки вара тĕрлĕ çăлкуç тĕрлĕрен пĕлтерет. Сталин унăн дачинче пулнă-и е телефонпа кăна калаçнă-и, тен, сĕтел хушшинче сăмах тапратнă, анчах та дачăна... ача садне пама сĕннĕ. Ура тапса ĕнентерекенсем Сталин Папанина хăй патне чĕннине палăртаççĕ. Ĕç-пуç пирки калаçнă хыççăн çулпуç Папанина пархатарлă утăмшăн мухтанă. Мĕншĕн мухтанине пĕлмен адмирал çухалса кайнă. Кама парнеленĕ вăл дачине? Хăçан? Сталин усси айĕнчен йĕкĕлтевлĕн кулнă: "Мĕнле - хăçан? Паян ирхине! Документсем Поскребышев патĕнче йышăну пÿлĕмĕнче. Тухса кайиччен алă пусма манса ан кай вара." Папанин çурт çĕклемешкĕн тăкакланă укçана саплаштарасси пирки сăмах та пулма пултарайман паллах. Те чăнах, анчах та вăрçă вăхăтĕнче Папанин британсемпе тата американсемпе хутшăннăшăн шар курнă пулĕ теççĕ...

Дача çывăхĕнчи кÿршисем нимĕнле ача сачĕ те пулманнине калаççĕ. Çурт 1955 çулчченех пушă ларнă. Каярахпа Министрсен канашĕн патшалăх дачи пулса тăнă.

Те хутшăнусем лайăхланнă, те çулпуçăн кăмăлсăрлăхĕ чакнă, анчах та 1949 çулта Папанина СССР НА Океанологи институчĕн директорĕн заместительне лартнă. 1951 çулччен вăл Академи президиумĕн тинĕс экспедицийĕн уйрăмне ертсе пынă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.