Пăлханакан халăха... шăхăрса лăплантарнă

«Çĕршыв, хула биографийĕ - Крета Валицкая биографийĕ. Унăн пурнăçĕ кăсăклă, тыткăна илсе чун-чĕрене сăрхăнса кĕрекен романа çывăх», - тивĕçлĕ канăва ăсатнă май çакнашкал каланă ун пирки 1994-2000 çулсенче Республика Президенчĕ пулнă, халĕ РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕнче тăрăшакан Николай Федоров. Премьер-министрта ĕçленĕ Наталья Партасова пĕр интервьюра çакнашкал асăнни пур: «Маншăн тĕслĕх вырăнĕнче - Валентина Матвиенко вице-премьер тата эпĕ нумай-нумай çул лайăх пĕлекен Крета Валицкая. Крета Лазаревнăна мĕн чухлĕ пĕлетĕп, çавăн чухлĕ унран тĕлĕнетĕп, ăшă кăмăллă, ылтăн чун-чĕреллĕ хĕрарăмпа мухтанма, мăнаçланма ниепле те пăрахаймастăп. Вăл маншăн политикăра, пурнăçа ăнланнинче, çынсемпе еплерех хутшăннинче тĕслĕх пулса тăрать».

Экс-министр паян еплерех пурăнни кăсăклантарнăран çак кунсенче Крета Валицкаяпа унăн хваттерĕнче тĕл пултăмăр. Крета Лазаревна чи малтан çапах та министрта ĕçленĕ çулсене мар, хăйĕн тăван ялне, унта иртнĕ илемлĕ ачалăхне куç умне кăларчĕ. Вăрçă ачи вăл. Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте çуралнă, кайран Кăпаса куçса кайнă. Çемьере пиллĕкĕн çитĕннĕ вĕсем. Ашшĕ Лазарь Яковлевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнсан колхоз председателĕнче ĕçлеме тытăннă. Юхăннă хуçалăха ура çине тăратма çăмăл килмен вăл вăхăтра. Вăрçăран таврăнайманнисене халалланă республикăри пĕрремĕш палăк Лазарь Громов тăрăшнипе Муркаш районĕнчи Кăпас ялĕнче уçăлнă. Паянхи кунчченех упранать вăл, ăна юсаса çĕнетнĕ кăна. Лазарь Яковлевич çине тăнипех тăван яла пĕрремĕш радио çитнĕ. «Аттен сывлăхĕ хавшакчĕ, больницăна нихăçан та кайса курман, уйран киле таврăнмасăр, мĕнпур чун-хавалне парса ĕçлетчĕ. Ĕмĕрĕ вăрăм пулаймарĕ, хиртех аптраса ÿкнĕскер пуçне юн кайнипе вилчĕ», - ашшĕне ырăпа аса илет Крета Лазаревна.

Çерем уçма кайни

Крета вунтăватă çултах ялтан хулана тухса кайнă. Тĕрĕссипе, вырăсла йĕркеллĕ калаçма та пĕлмен Муркаш хĕрĕ. Шупашкарти пир-авăр техникумне çул тытнă. «Хăçан алăсăр калаçма хăнăхăн-ши, кĕтсе илесси пулĕ-ши?» - тарăхатчĕ вырăс чĕлхи вĕрентекенĕ. «Кам вĕренттĕр пире ялта вырăсла, учительсем хăйсем те пĕлмен», - кулать Крета Лазаревна. Хастар та харсăр хĕрачана асăрхамасăр тăма пултарайман çав. Комбинатри комсомол комитечĕн секретарьне суйланă ăна. 18 пин комсомолец хушшинче Крета ВЛКСМ сьезчĕн делегачĕ пулса тăнă.

Алтай крайне çерем уçма кайнине епле манăн тата? Вунçичĕ çула та çитмен Кретăна: «Эсĕ пĕчĕк, вăю çитеймест, сана илсе каймастпăр», - тенĕ. «Эпĕ ялтан, эпĕ çирĕп, тислĕк турттарнă, утă çулнă, вутă купаланă, манăн вăй çитет», - макăрсах янă хĕрача. Тĕллевне çапах пурнăçланă. Алтай крайĕнче виçĕ уйăх ĕçленĕ. «650 килограмм тырăлăх талон илсе килтĕм. Укçа-тенкĕпе асăнмалăх сехет, крепдешин кĕпе туянтăм. Нухрачĕ татах та юлчĕ. Аттепе анне савăннипе йĕнĕччĕ те. Çавнашкал пулчĕ пурнăçăмри пĕрремĕш çулçÿрев. Тиев турттаракан пуйăса улăм сарнăччĕ, вăл пирĕншĕн тÿшек пекех туйăннă. Çул çинчи çар чаçĕсенче чарăнса вĕри апат çитеретчĕç. Çав тери хитре вăхăтсем пулнă ун чухне. Çамрăк-çке, юн тапса тăнă, ывăннине те пĕлмен, юрла-юрла, хавхаланса, çутă пуласлăх пирки ĕмĕтленсе ĕçленĕ», - ăшшăн аса илет Крета Лазаревна. Техникумран вĕренсе тухнă хыççăн пир тĕртекенре тăрăшаканскер утса мар, вĕçсе çÿренĕ. Хастар та харсăр комсомолкăна кĕçех Шупашкарти пир-авăр комбиначĕн мастерне çирĕплетнĕ. 1965-1969 çулсенче - асăннă предприятире ВЛКСМ комитечĕн секретарĕ, 1969-73 çулсенче - ВЛКСМ Шупашкар хула комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ. Çак вăхăтрах вăл Хусанти финанспа экономика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. 1977 çулта парти аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă.

Çĕнĕ самана

Крета Валицкаян та пур­нăçĕнче «çÿлтен персе аннă самант» пулнă. 1990 çулсем. Совет Союзĕ тĕппипех арканнă вăхăт. Вăл КПСС Шупашкар хула комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ ун чухне. Хула хальхи администрацийĕн çуртĕнче вырнаçнă вĕсем. Ниçта тухмасăр темиçешер кун пытанса пурăнма тивнĕ унăн. Пленум пынă вăхăтра: «Валицкаяна тытсассăн çавах вĕлеретпĕр», - йышăну пÿлĕмне пĕр арçын шăнкăравланă. Хваттерте мар, чи çывăх тантăшĕ патĕнче темиçе кун çĕр каçнă вăл. «Ĕçе кĕме çукчĕ. Пÿлĕмсене пичетлесе хунă. Шалта вара кирлĕ документ нумай. Çуртăн тепĕр енĕпе çăмăллăнах лекме пулнă унта. Пĕрле ĕçленĕ хĕрачасемпе калаçса татăлтăмăр, эпĕ пĕрремĕш хутри милиционер-хуралçа калаçтарса ларатăп, вĕсем тепĕр енчен вăрттăн кĕрсе документсене илсе тухаççĕ. Водитель кирлĕ хутсене çав хушăра машинăна тиет. Эпĕ милиционерпа ятарласа пушă сăмах-юмах çапнă вăхăтра хуралçă старик çитрĕ те: «Эсир мĕскер çывăратăр, сире унта çаратаççĕ, япалăрсене миххи-миххипе урама йăтаççĕ», - тет. «Вăт, хăвăр çамрăк та мар, мĕнле совеçпе эсир пĕрремĕш секретарь умĕнчех элек сарма пултаратăр. Никам та нимĕн те çаратмасть», - тесе чееленнĕ хыççăн хуралçă аранах шăпланчĕ. Милиционер вырăнтан та тапранмарĕ. Кирлĕ документсене çапла майпа илсе тухрăмăр. Вĕсене водитель гаража кайса вырнаçтарнă», - иртнĕ тапхăра куçĕ умне кăларать Крета Лазаревна. Хĕрлĕ ялав вăхăчĕ иртнĕ хыççăн ĕçсĕр юлнă вăл, виçĕ уйăх ниçта та вырнаçайман. Пĕрмай çын хушшинче ĕçлеме хăнăхнă хыççăн килте алă усса ларма çав тери йывăрччĕ. Мĕнех, коммунистсене çапса аркатрĕç, çĕнĕ самана пуçланчĕ. Ăна мĕнле пур, çавнашкал йышăнма тиврĕ. Пурнăç нихăçан та пĕр вырăнта тăмасть», - хăй мĕн чăтса ирттернисемпе уççăн паллаштарать Крета Валицкая. Тантăшĕн мăшăрĕ пулăшнипе тепĕр виçĕ уйăхран Чăвашснаба вырнаçнă вăл, кадрсен пайĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме тытăннă. Агрегат завочĕн çĕвĕ цехĕн пуçлăхĕнче вăй хунине пăртак кулкаласа аса илчĕ Крета Лазаревна. «Эпĕ хам çĕвĕç мар-çке, пир тĕртекен. Çапах япăх çĕлени куçа курăнатчĕ. Нихăçан та сасă хăпартса вăрçман, чĕре çывăхне илмелле те асăрхаттарман çĕвĕçсене. «Ку кĕпене упăшкуна е юлташна илсе памастăнах. Эпĕ те туянмастăмччĕ», - теттĕм лăпкăн та шăппăн. Паллах, сÿтсе çĕнĕрен çĕлетчĕç», - ăшшăн каласа кăтартать Крета Лазаревна.

Пĕччен пĕкĕ те аваймăн

Чăваш Ен Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 1994 çулхи ака уйăхĕнче ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх комитечĕн никĕсĕ çинче Чăваш Республикин ĕç тата ĕçпе тивĕçтерекен министерствине йĕркеленĕ. Министр пулма Крета Лазаревна Валицкаяна палăртнă.

Шăпах пур çĕрте те ĕçсĕрлĕх хуçаланнă. Ача пособийĕ вырăнне укçан мар, пĕр курупка пăта, супăнь-порошок е кĕпе-йĕм панă вăхăтсене ахăртнех çынсем манса кайман пулĕ-ха. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле республикăра 34 пин ĕçсĕр çынна шута илнĕ. Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш хулисенче ку енĕпе уйрăмах йывăр пулнă. Пĕр ĕçе вырнаçма кăна 35 çын ыйту тăратнă. Республикăри пысăк организацисенчен - Шупашкарти агрегат заводĕнчен, пир-авăр комбинатĕнчен, «Электроприбор» акционер обществинчен, Канашри электропогрузчиксен заводĕнчен - пин-пин çыннăн тухса кайма тивнĕ. Ĕçсĕр юлнисене пособи тÿлессипе те республика пысăк парăма кĕрсе ÿкнĕ.

«Тăрăшрăмăр. Анчах та пĕр пĕччен пĕкĕ те аваймăн. Ĕçпе тивĕçтерекен службăна Н.Федоров Президент тата республика Правительстви чылай пулăшрĕ. Министерствăсемпе ведомствăсен хушшинче ĕçлĕ партнерсем йышланчĕç, хула тата район администрацийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе çыхăнусем лайăхланчĕç. Пĕр-пĕрне ăнланса, яваплăха туйса ĕçленĕрен кăна йывăрлăхсене çĕнтертĕмĕр. Ĕçпе тивĕçтерекен служба хĕрарăмсемпе çамрăксене, инвалидсене хăйсен çуначĕ айне илсе нумай пулăшрĕ», - чуна парса ĕçленĕ тапхăра аса илмесĕр ниепле те пултараймасть Крета Лазаревна.

Ĕçсĕр, укçа-тенкĕсĕр юлнă халăх, паллах, мĕнпур айăпа завод-предприяти ертÿçисемпе Правительствăра тăрăшакансенче курнă. «Хула çыннисемпе Шупашкарти электроаппаратура завочĕн керменĕнче тĕл пултăм. Сцена çине тухрăм, сăмах калама памаççĕ, урисемпе тăпăртатаççĕ, пĕр чарăнми шăхăраççĕ. Айккисенче йĕрке хуралçисем тăраççĕ. «Тăхтăр-ха, эсир çеç мар, эпĕ те сирĕнтен кая мар. Эпĕ те ялта ÿснĕ, тăватă пÿрнене çăвара чиксе шăхăрма манса кайман», - терĕм. Шăпланчĕ зал. Çĕршыври, республикăри лару-тăрăва ăнлантарма тытăнатăп та - каллех шăхăраççĕ. Çынсемпе тĕл пулса калаçма çăмăл марччĕ. Пĕр кун та, самант та лăпкă ĕçлемен, пирĕн те чун ыратнă. Тĕслĕхрен, приборсем тăвакан заводран кăна виçĕ пин çынна кăларса яма палăртнăччĕ. Вĕсен пурин те çемье пулнă. Ĕçсĕрлĕхе никам та ятарласа шухăшласа тупман-çке. Чĕртавар çук, предприятисенчи цехсем ирĕксĕрех пĕрин хыççăн тепри хупăнма тытăнчĕç. Пулăшу ыйтма, йывăр лару-тăрăва çăмăллатас тесе Мускава мĕн чухлĕ кайман-ши, шучĕ те çук», - каласа кăтартать экс-министр.

Чăваш хĕрарăмĕ лаша пекех ĕçлет

Крета Лазаревна Шупашкарăн çурçĕр-хĕвеланăç районĕнче пурăнать. «Акă çакнашкал хваттер, çак икĕ пÿлĕмлĕ кĕтесшĕн сăмахланă та, «министрсем иртĕхеççĕ» тесе те каланă пулĕ вăхăтĕнче. Сĕтел-пукан, юсав тĕлĕшĕнчен илсен те ытти çынăннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть вăл. Хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ эпĕ, пуянлăхшăн нихăçан та çунман, ытлашши кирлĕ пулман», - пурăнмалли кĕтеспе паллаштарать кил хуçи.

Шел те, чире пула мăшăрĕ çулталăк та виçĕ уйăх каялла пурнăçран уйрăлса кайнă. Мăнукĕсемпе вĕсен ачисем кукамăшне тунсăхлама памаççĕ. Пĕрремĕш класа каякан Бронислав шашка-шахмат выляма юратать. Икĕ çулти Аврора кукамăшĕн чĕрçи çинчен те анмасть. Мăшăрĕн сывлăхĕ хавшанă хыççăн Муркаш районĕнчи Коминтернти çуртне Крета Лазаревна тăван аппăшĕн хĕрне сутнă. «Вăрман çумĕнче - ырлăхчĕ. Çырли-кăмпи туллиех. Çуллахи вăхăтра пĕвере чăмпăлтаттăмăр. Чăх-чĕп те усранă, пахча тулли тĕрлĕ çимĕç çитĕнтернĕ. Тĕрĕссипе, вăл çурта мăшăр Вячеслав Александрович манпа канашламасăрах аппапа пĕрле туяннă. Эпĕ ун чухне больницăра выртатăп. Килчĕ те ман пата: «Эпир çурт туянтăмăр», - тет. «Ăçта?» - тĕлĕнсе ыйтатăп. «Вăрманта, кайран куратăн», - тет. Паллах, тунсăхлаттарать, эпир унта лайăх каннă, кÿршĕсем те питĕ аванччĕ. Шел те, вăл çулсем иртсе кайрĕç», - Коминтернти вăхăтсене ăшшăн аса илет Крета Лазаревна.

Хальхи вăхăтра Крета Валицкая - ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи айăплисене каçарас енĕпе ĕçлекен комисси членĕ. «Тĕрмерисенчен чылайăшĕ ирĕке тухассине уйăхпа мар, кунпа шутласа пурăнать. Паллах, пурин те ирĕк пур, кашниех ыйту çырма пултарать. Ĕçе пăхса тухнă хыççăн Мускава ярса паратпăр. Мĕн каламалли пур, çын вĕлерекенсене, руль умне ÿсĕр ларса çын пурнăçне татнисене çăмăллăх пулас çук», - тет Крета Лазаревна.

Канăçсăрскер пушă вăхăтра алăран кĕнеке ямасть. Пуринчен ытла истори произведенийĕсене килĕштерет. «Ленинград блокадинчи ачасен çырăвĕсене куççуль витĕр вулатăп, унтан айккинелле илсе хуратăп, кăштахран каялла тытатăп. Урăхла вулама çук, чĕрене татса илет. Çав кĕнекепе кашнийĕнех паллашмалла. Мăнуксене те вулаттартăм», - сăмахлать кĕнеке тусĕ.

«Паянхи чăваш хĕрарăмĕ мĕнлерех, мĕн сĕннĕ пулăттăр вĕсене?» - ыйтрăм юлашкинчен Крета Лазаревнăран. «Чăваш хĕрарăмĕсем питĕ çирĕп. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вăхăтĕнче çăмăл пулман вĕсене. Хуçăлман ун чухне те, ачисене пĕчченех ура çине тăратнă. Чăваш хĕрарăмĕ лаша пек ĕçлеме хăнăхнă, паянхи кун та çавнашкалах вăл. Муркаш тăрăхĕнчи Юнкăра сăнатăп та, çитĕнекен ăру питĕ ырă кăмăллă. Çамрăксем Мускавра ĕçлеççĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пырса пĕри тепринчен лайăхрах пурăнма тăрăшать. Халăх ырри патне туртăнни савăнтарать», - хăй шухăшне пĕлтерчĕ экс-министр.

Елена АТАМАНОВА.

Çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕк.

Елена АТАМАНОВА"Чăваш хĕрарамĕ" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.