Экс-министр

6 Çурла, 2016

«Ача чухне... вăрра та кайнă»

1990-95 çулсенче ЧР Шалти ĕçсен министрĕнче тăрăшнă Михаил Киселев, халĕ отставкăри генерал-майор, хĕлле хулара, çуллахи вăхăтра тăван тăрăхĕнче — Муркаш салинче — пурăнать. Çак кунсенче экс-министр патĕнче хăнара пулса куртăмăр. «Мухтанмалли нимĕн те çук. Ав улма-çырла йывăççи — пахча тулли.

16 Утă, 2016

«Улмуççие кĕреплепе туратпăр»

Лăпкă та сăпайлă тата питĕ ăшă кăмăллă вăл. Мухтанма, ытлашши калаçма та юратмасть. Çĕнетÿ тапхăрĕнче — 1990-92 çулсенче — ялхуçалăх министрĕнче тăрăшнă Валериан Краснов Муркаш салинче пурăнать паян. Кунтан аякра мар вырнаçнă Москакасси ялĕнчи çурта та пăхса тăрать. Мăшăрĕпе Римма Алексеевнăпа унта эрнере икĕ хутчен çитсе килмесен чунĕ чăтмасть Валериан Семеновичăн. Темĕн тĕрлĕ пахчаçимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ ялта. Питрав уявĕнче çырла çиме пире ятарласа хăй патне хăнана чĕнчĕ экс-министр.

«Инкене парăнмарăм»

21 Çу, 2016

Лайăх пурăнма никама та чăрмантармаççĕ

Вăл республикăра — паллă çын: влаçăн «çÿлти эшелонĕнче» тăрăшнă. Пĕр вăхăт ЧР ял хуçалăх министрĕ пулнă. Халĕ Петр Ивантаев хĕлле — Шупашкарта, çуллахи вăхăтра тĕп хуларан аякра мар вырнаçнă Муркаш районĕнчи Рыккакассинче пурăнать.

25 Утă, 2015

74 çулта çава туптама вĕреннĕ

Тĕнчипех маннă, пĕр Турă кăна ас туса тăракан ялта, Муркаш районĕнчи Коминтернра, тĕпленнĕ Герольд Алексеевпа тĕл пулнă хыççăн "Чăваш хĕрарăмĕнче" экс-министрсен ярăмне уçас шухăш çуралнине вулакана пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Министр пуканне пушатнă хыççăн мĕнле пурăнаççĕ министерство тилхепине тытса пынисем?