Лайăх пурăнма никама та чăрмантармаççĕ

21 Çу, 2016

Вăл республикăра — паллă çын: влаçăн «çÿлти эшелонĕнче» тăрăшнă. Пĕр вăхăт ЧР ял хуçалăх министрĕ пулнă. Халĕ Петр Ивантаев хĕлле — Шупашкарта, çуллахи вăхăтра тĕп хуларан аякра мар вырнаçнă Муркаш районĕнчи Рыккакассинче пурăнать. Унта 25 çул ĕнтĕ хурт-хăмăр ĕрчетсе сиплĕ пыл туса илет, тĕрлĕ йывăç-курăк ÿстерет, пĕр пахча иçĕм çырли, хăяр-помидор çитĕнтерет. Çак кунсенче вăл пире ятарласах хăй патне хăнана чĕнчĕ.

Хурт-хăмăр ăсти

Аслă çулран 200 метрта çеç вырнаçнă экс-министр çурчĕ. 40 киллĕ пĕчĕк ялта шыраса тупма йывăр пулмарĕ ăна. Общество ĕçне хастар хутшăнаканскерĕн вăхăчĕ хĕсĕкрех, пĕрмай васкамалла унăн. Çапах та кил умĕнче нумай кĕттермерĕ, пирĕн хыçранах машинăпа вĕçтерсе çитрĕ Петр Васильевич.

Пахчана илсе кĕрекен çул айккипе лутра туйăсем ÿсеççĕ. Улмуççисемпе грушăсем шурă шупăрпа витĕннĕ. Садра сирень ырă шăрши сарăлнă. Пÿрт умĕнчи пĕчĕк пахчари тюльпансемпе нарциссем чечекĕсене тăкма тытăннă. Вĕсен вырăнне кĕлчечексемпе пионсем, лантăшсем çурăлма хатĕрленеççĕ. Петр Васильевич пахчара пĕчĕк кÿлĕ чавнă. Шывĕ тăп-тăрă пулнă май тĕпĕнчи курăк та витĕр курăнать. Çитнĕ майăнах унти хĕрлĕ пулăсене апатлантарчĕ. «Пĕрне темиçе кун шырарăм, курăк айне пытанса пурăннă-мĕн. Ав тинех пуçне кăтартрĕ, хырăмĕ выçнă пулмалла», — хăпартлансах калаçать вăл. 72 тăваткал метрлă теплицăра — сывлăш температури 28 градус. Кунта темиçе тĕрлĕ сорт помидор, хăяр, пăрăç, баклажан, çĕр çырли, редис, укроп, салат çитĕнет. Иçĕм çырли тахçанах чечеке ларнă. «Эпир ăна утă уйăхĕнчех çиме тытăнатпăр, чÿк уйăхĕчченех хăйĕн пылак çимĕçĕпе савăнтарать вăл. Теплицăра çеç мар, ав пахчара та темĕн тĕрли ÿсет: хури, симĕсси. Узбексеннинчен нимпе те уйрăлса тăмасть. Пахчари тĕрлĕ çырларан хĕрлĕ эрех тăватпăр, анчах та хамăр пĕр грамм та ĕçместпĕр, тăвансене, хăнана килекенсене кучченеç парса яратпăр. Хĕл валли томат сĕткенĕ нумай хатĕрлетпĕр, çавна ĕçсе пурăнатпăр. Хĕлĕн-çăвĕн пыл çиетпĕр, унран усăлли нимĕн те çук, çак çимĕçе сĕтел çинчен татмалла мар», — каласа кăтартать Петр Васильевич.

Экс-министр чечексем юратни сисĕнчĕ. «Акă ипомея, ку хоста, ав çавă сап-сарă çурăлни — юман çулçиллĕ магноли. Тепри — клематис. Кутăнрах чечек вăл, çитĕнтерме çăмăлах мар ăна. Кур-ха, кур, явăнса ÿсекен кĕлчечексем епле аван ÿсеççĕ, пăхса ытараймастăп çавсене, çулла пÿрт чÿречисене картласа хураççĕ. Темиçе тĕрлĕ вĕсем пирĕн», — кашни чечек ятне, вĕсене епле çитĕнтермелли вăрттăнлăха лайăх пĕлет экс-министр. Мăшăрĕпе пĕрле хăй те калчасем лартать. «Лайăх пурăнма никама та чăрмантармаççĕ. Пирĕн çĕр питĕ пуян, кирек мĕн лартсан та ÿсет. Пахчара тăрмашни вăй хушать, киленÿ кÿрет. Сывлăх хамăртан килет, эрехпе иртĕхмелле мар. Шел, ялта пачах та урăлса курманнисем те нумай», — ĕçекенсене сивлесе калаçать Петр Васильевич.

Вун-вун вĕлле вĕсен пахчинче. Хĕрлĕ Чутайра пурăннă чухне, 43 çул каяллах, хурт-хăмăр ĕрчетме тытăннă кил хуçи. Вĕсемсĕр халь пачах та пурăнайманнине калать экс-министр. Сиплĕ пыл тутанса пăхнă хушăра эпĕ ăна ачалăхне тавăртăм.

Хĕллехи шартлама сивĕре, Микула кунĕнче, 1941 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. «Выçăллă-тутăллă ÿснĕ эпир, тăхăнма тумтир пулман. Çуркунне енне вăй пĕтетчĕ, куç хуралса килетчĕ, вăл вăхăтра ĕне пăрулама ĕлкĕреймен, çимелли çук, уйран крахмал пуçтаркаласа килеттĕмĕр. Серте-пултран шăтсанах вăрмана чупаттăмăр. Саланчăк поселокне çăкăр илме кайни асрах. Столовăйне ăшăнма кĕреттĕмĕр те выçăскерсем шоферсем епле апатланнине, сăра ĕçнине сăмса юхтаркаласа мĕскĕннĕн пăхса тăраттăмăр. Çавна курнипех-тĕр пĕррехинче пирĕн тантăш Ферапонт: «Çитĕнсен эпĕ те шофер пулатăп», — терĕ. «Мĕншĕн?» — тетпĕр. «Шофер ав тÿрех çур премĕк çыртса çиет», — тет хайхискер. Манран аслăрахчĕ вăл, çар хыççăн милицие кайрĕ, шофер пулаймарĕ. ШĔМ ĕçченĕ пулнă май премĕкне тăраниччен çирĕ пуль-ха кайран», — ачалăхĕнчи хăш-пĕр саманта кулкаласа аса илчĕ Петр Васильевич.

Ялти ытти чылай ачанни пекех унăн ашшĕ те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман, 1945 çулхи пуш уйăхĕнче Польшăра пуçне хунă. Тăван мар ашшĕпе çитĕннĕ вăл. Çемьере чи асли пулнă май кутамкка çакса çăкăр илме Çĕмĕрлене пĕрре мар кайма лекнĕ. Амăшĕ парса янă çăмартана, ешĕл сухана сутнă малтан, ун хыççăн тин çăкăр лавккине утнă. Çухрăма яхăн тăсăлакан черетре каç пуличчен те тăма тивнĕ, тĕттĕм пулса кайсан тепĕр чухне таврăнайман та килне, кам патне те пулин хваттере кĕнĕ.

 

КĔСКЕ СПРАВКА.  Ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1964 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Октябрь» колхозра агрономра ĕçленĕ. Çав çулах Совет çарне кайнă. Унтан таврăнсан ял хуçалăх управленийĕнче агрономра тăрăшнă, икĕ уйăхран ăна «Октябрь» колхоз председательне суйланă. 1973 çулта ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ. Тепĕр 4 çултан КПСС Чăваш обкомĕн ял хуçалăх уйрăмĕн инструкторне, кайран «Чувашхмельпром» прозводство пĕрлешĕвĕн пуçлăхне суйланнă.

1981 çулхи раштав уйăхĕнче КПСС Хĕрлĕ Чутай райкомĕн пĕрремĕш секретарьне çирĕплетнĕ. 1984 çулта АПК ĕçченĕсен профсоюзĕн Чăваш обкомĕн председателĕнче ĕçлеме тытăннă. 1994-1998 çулсенче — ЧР профсоюз канашĕн председателĕ. 1998 çултанпа Республика Правительствин председателĕн пĕрремĕш çумĕ, 2000-2002 çулсенче — Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ — ЧР ял хуçалăхĕн министрĕ. Каярах — ЧР Президенчĕн советникĕ, «Шупашкар аш-какай кимбиначĕ» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ.

«Шăпине хамсăрах суйланă»

«Питĕ чухăн пурăннă эпир. Укçа-тенкĕ пулман, çавăнпа та шкул хыççăн таçта аякка тухса каясси пирки шухăшлама та пултарайман. Шăпах çав вăхăтра пирĕн пата кÿршĕ арçынни килнĕ. «Атя хампа пĕрле Магнитогорска, металлурги комбинатне ĕçлеме илсе каятăп», — тет мана. Анне хирĕçлемерĕ, савăнсах кутамкка хатĕрлерĕм. Шăп çав вăхăтра пирĕн колхоз икĕ пая пайланнăччĕ, ялта агроном çукчĕ. Правленире пуху тунă та хамран нимĕн ыйтмасăрах çав кун мана ял хуçалăх институтне агронома вĕренме яма йышăннă. Шăпа темелле-ши кăна? Çапла пĕр кĕтмен çĕртен студент пулса тăтăм. Ял çыннисем Магнитогорск хули пирки туххăмрах мантарчĕç. Ун чухне пурнăçăм тата тепĕр майлă пулса тухатчĕ, паллах, çапах та çакăншăн нихăçан та нимĕн чухлĕ те ÿкĕнмен эпĕ», — тет Петр Васильевич. Кунашкал самант ун пурнăçĕнче пĕтĕмпе тăватă хутчен пулнă. Иккĕмĕш тĕслĕхĕ Хĕрлĕ Чутайри агрономи управленийĕпе çыхăннă. Унта ĕçленĕ чухне ăна каллех хăйĕнпе пачах та канашламасăр Çĕмĕрле хула комитечĕн пĕрремĕш секретарьне лартма тытăннă. Шăп çав вăхăтра çамрăк специалистăн лаша кÿлсе 18 çухрăмри Штанаша командировкăна тухса кайма тивет. Ун чухне телефон çук, инçе çула хыççăн никам та пыма килĕшмест. Аякри ялта виçĕ кун пурăнса çапла майпа Çĕмĕрлене каяссинчен хăтăлса юлать вăл. Виççĕмĕшне те палăртас килет. Раççейре Аграри партийĕ йĕркеленсен /унччен маларах Чăваш Енри Хресченсен союзĕн партийĕн опычĕпе паллашма Михаил Лапшин хăй килсе кайнă/ 1993 çулта Петр Ивантаева Мускава ĕçлеме чĕннĕ. Каяс темен — тăван республикăшăнах ĕçлеме тĕв тунă. Чылай çул иртсен Лапшин хăйĕн юбилейĕнче ăна çакăн çинчен аса илтернĕ: «Чылай çын РФ Патшалăх Думине ĕçлеме лекессишĕн темĕн тума та хатĕр, канăçсăрланса çĕр çывăрмаççĕ. Ак çак çын суйланнăччĕ, анчах та килĕшмерĕ», — тенĕ вăл Петр Васильевич çине тĕллесе. Тăваттăмĕшĕ — ăна Чăваш Республикин пĕрремĕш Президентне суйланма сĕннĕ. Вăл каллех килĕшмен. Шăпапа пĕрмай вылянă кăна темелле-ши?

Ертÿçĕрен нумай килет

2000-2002 çулсенче Петр Ивантаев Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕнче, çав вăхăтрах ял хуçалăх министрĕнче тăрăшнă.

«Чи йывăр вăхăтсемччĕ. Хуçалăхсем йăлт арканнă. Халăх валли ĕç пулĕ, экономикăна аталантарма май килĕ тесе агрохолдингсем йĕркелеме тытăнтăмăр. Ăсталăхпа паллашма ятарласа Орел облаçне те кайса килнĕччĕ. Ĕçĕ аванах кайрĕ пирĕн. Анчах та пенсие кайма вăхăт çитрĕ, çавăнпа та мĕн ĕмĕтленни пулса пĕтеймерĕ. 1990 çулсенче Раççейре «панкрут саккунне» йышăнса питĕ йăнăш турĕç. Çавна май хуçалăхсем ирĕклĕхе туйса илсе пушшех вăйлă арканчĕç. Мĕн чухлĕ çын ĕçсĕр юлчĕ. Колхоз пуянлăхне, мĕнпур техникăна йăлт салатса пĕтерчĕç. Пушă, тăлăххăн ларакан кĕлетсене асăрханă пулĕ районсенче, шăп çавсем ĕнтĕ вĕсем. Панкрута тухманнисем паянхи кун та ура çинче çирĕп тăраççĕ. Кашни районтах ăнăçлă ĕçлекен темиçе хуçалăх пур. Вĕсене те хăратнă, хĕсĕрленĕ, çапах парăнман. Ĕçрен хăраман маттур та харсăр ертÿçĕсем çеç хуçалăхсене упраса хăварма пултарчĕç», — министрта ĕçленĕ çулсене аса илчĕ Петр Васильевич.

Влаçра лараканăн пурнăçĕ çăмăл марри паллă. Вăл е ку ыйтăва татса панă чухне кĕрешÿсĕр иртмест. Айккинче ура хурса такăнтарас текен те пулман мар. Петр Ивантаев халь вăл самантсене аса илесшĕн те пулмарĕ. Хăйĕнчен çÿллĕрех тăраканскере: «Эсĕ хăв кам? Ман çине кăшкăрма епле хăятăн?» — тĕрĕсмарлăха туйсан хирĕç чĕнме хăраса тăман вăл. Çĕр ĕçченĕн экономика ыйтăвĕсене татса парас тĕллевпе Правительство çурчĕ умĕнче забастовка та ирттернĕ.

Тăван яла чĕртсе тăратнă

70 киллĕ Сорăмра паян 80-90 çын пурăнать. «Пирĕн тăрăха килсе кĕме вăтанмалла мар халь. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалласа ял варринче çĕнĕ палăк лартрăмăр. Уяв ирттермелли вырăна карта тытрăмăр, пĕчĕккисем валли карусель те пур. Ял халăхĕпе субботник ирттерсе масар çинче йĕрке турăмăр. Кивĕ картана пăсса çĕнни тытрăмăр. Купполлă хапха, ритуал лапамĕ, пĕчĕк çурт туса хутăмăр. Ял халăхĕ чылай вăй хучĕ, ку сăваплă ĕçрен никам та айккинче тăрса юлмарĕ. Çĕнтерÿ кунне те аван ирттертĕмĕр. Иртнĕ çул та, кăçал та «Вилĕмсĕр полк» акци йĕркелерĕмĕр. Кашни çулах ял уявне ирттеретпĕр, 4-5 хуран шÿрпе пĕçеретпĕр. Ватти-вĕтти савăнсах хутшăнать уява», — тăван тăрăхĕ пирки питĕ хавхаланса каласа кăтартрĕ Петр Васильевич. Экс-министрăн ĕмĕчĕсем пысăк. Ял музейне пуçарас шухăшлă вăл. Çитес Çĕнтерÿ кунĕ валли вăрçă вăхăтĕнче вăй хунă çынсен тата вăрçă ачисен списокне хатĕрлесе çитересшĕн.

Лăпкă пурăнма памасть

Петр Ивантаев тахçанах тивĕçлĕ канура. Пĕрмай яваплă та пысăк вырăнсенче тăрăшнăскер халĕ те канăçа пĕлмест, общество ĕçне хастар хутшăнать.

Петр Васильевич тата ял хуçалăхĕнче нумай-нумай çул тăрăшнă темиçе çын /В.Шадриков, В.Костин, А.Фадеев, Н.Иванов/ пухăнса 7-8 çул каялла Ветерансен пĕрлешĕвне йĕркеленĕ. Унта халĕ 400 çын шутланса тăрать: райком, партком секретарĕсем, профком председателĕсем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем… «Пирĕн тĕллев çакнашкал: ветерансене йĕркеллĕ условисем туса парасси, ялта пурăнаканнисен пурнăçне лайăхлатасси. Вĕсем хăйсене манса кайнă, халĕ никама та кирлĕ мар тесе ан шухăшлаччăр. Пĕрмаях пысăк канашлусене, мероприятисене чĕнетпĕр, лăпкă ларма памастпăр», — паллаштарчĕ Петр Васильевич.

Петр Ивантаев çавăн пекех паян Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи экономика канашĕнче вăй хурать. Унсăр пуçне — Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ.

Пулас мăшăрĕпе студент чухне паллашнă. Иккĕшĕ те агронома вĕреннĕ. Куславкка хĕрне тăван тăрăхне ĕçлеме ярса вĕçертесрен хăранă, çавăнпа та алла диплом илсенех туй кĕрлеттернĕ. 52 çул килĕштерсе пурăнаççĕ иккĕшĕ. Ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Хĕрĕ Татьяна, медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер, Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче тăрăшать. Ывăлĕ Алексей бизнесра вăй хурать. Петрпа Нина Ивантаевсен – виçĕ мăнук. Нина Павловна кашни кунах ĕçе çÿрет, вăл чылайранпа «Трезвость и здоровье» общество организацие ертсе пырать. Экс-министрăн пушă вăхăчĕ питĕ сахал, çапах та кĕнеке çырма та мехел çитерет. Иртнĕ çул тăван тăрăхĕ пирки «Возвращение к истокам» /историпе таврапĕлÿ очеркĕсем/ кĕнеке пичетлесе кăларнă. Хăйĕн йăх-несĕлне 18-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчен тытăнса аван пĕлет. Пуян материала Чĕмпĕр архивĕнче пухнă. Çитес кĕнеки «Манăн йăх-несĕл» ятлă пулĕ.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.