Комментари хушас

13 Нарăс, 2016

«Çăмăл» укçа çăмăллăнах пĕтет

Çак кунсенче редакцие аслă çулсенчи хĕрарăм шăнкăравларĕ. Куççуль витĕр калаçать хăй. Вăл пĕр уйăх пурăнмалли укçа-тенкĕпе йăлара усă курмалли темĕн тĕрлĕ япала - утюг, термос, ытти хатĕр-хĕтĕр - илсе юлнă-мĕн. Кинеми хăйне улталанине кÿршисемпе калаçнă хыççăн тин ăнланнă. Йÿнĕ хакпа сĕннĕ-мĕн ăна тавара, акци пирки каланă. Шăпах паян туянсан укçа-тенке чылай перекетлеме май пуррине асăннă хайхисем. «Аслă çултисене питĕ шел, пенсийĕр пĕчĕк, тăкакĕ нумай, унта-кунта тухса кĕме çăмăл мар, çавăнпа киле кÿрсех парас терĕмĕр», - çавнашкал йăпăлтатнă сĕмсĕрсем. Хута кĕнĕн çапла шăлса калаçсах кăмăлне çавăрнă йăрă çамрăксем. Куç пăвнă тейĕн, килте пур япаласенех туяннă хĕрарăм.

Шел те, пĕри теприне, уйрăмах аслă çултисене, шăнман пăр çине лартса янă тĕслĕх час-часах тĕл пулать. Пурнăç тăршшĕпех пухнă укçа-тенкĕ ултавçăсен кĕсйине шакăрт! кăна куçать. Тепри хăйне юлашки çула ăсатма хатĕрлесе хунă пурлăхсăр тăрса юлать. Каярахпа кăна кÿрши-аршипе, тăванĕсемпе, ывăл-хĕрĕпе калаçнă май çиеле тухать: хайхи тавара лавккара темиçе хут йÿнĕрех сутаççĕ-мĕн. Анчах япали йĕркеллĕ ĕçлесен лайăх-ха, нумай чухне пахалăхсăр, пачах та сутăнман тавар сĕнсе çÿреççĕ кун йышшисем.

Ватă çынсем патне социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсем пек кĕрсе çаратса çÿрекенсем пирки хамăр хаçатра сахал мар çыратпăр. Шел те, халĕ те унашкал тĕслĕх тĕл пулкалать. Ĕненеççĕ аслă çултисем, ют çынна хваттере кĕртеççĕ, юлашки нухратне кăларса тыттараççĕ, тавар кирлĕ-и, кирлĕ мар-и - пур-çук укçи-тенкипе илсе юлаççĕ.

Пĕлĕшĕм çĕнĕ хваттер туяннă хыççăн суту-илÿ пĕр çуртĕнче кухня валли сĕтел-пукан саккас пачĕ. Çумра укçи-тенки пулнă та - тавар хакĕн 30 прцентне тÿрех тÿлесе хăварнă, хуçапа килĕшÿ те тунă. Виçĕ эрнерен кÿрсе пама шантарнă лешсем. Вăхăт çитнĕ, никам та шăнкăравламан, тепĕр вĕçĕнче - «абонент шарламан». Ытла та кая юлса сисчĕвленнĕ çав - сĕтел-пукан хуçисем «хупăнма» ĕлкĕрнĕ. Унтанпа çур çул та иртсе кайрĕ, пĕлĕшĕм вĕçĕ-хĕрне паян та тухса пĕтеймест.

Предпринимательсем улталаннă тĕслĕх те сахал мар. Пасарта йĕлтĕр-çуна тавраш сутакан усламçă пĕр хĕрачана ĕçе илнĕ. Пĕрмай пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçса çÿрекенскер малтан иккĕлентернĕ-ха ăна. Анчах та хăй ĕçне пике яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă, хитре калаçнă. Ĕçе вăхăтра килнĕ, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕрен тавара аван сутнă. Лайăх ĕçлекенскере хуçа хĕпĕртенипе шалу та хăпартса панă. Анчах та пĕр кунхине хĕрача ĕçе тухман, телефонне те тытман. Темиçе кун пухăннă укçа-тенкĕ те унпа пĕрлех «ураланнă». Хуçи сутуçăн докуменчĕсене маларах ыйтнă-ха, анчах та хĕрача тĕрлĕ сăлтава пула вĕсене вăхăтра илсе килеймен. Патшалăх тытăмĕнче ĕçе пĕтĕм йĕркене пăхăнса кăна илеççĕ, уйрăм çын патĕнче пĕр документ кăтартмасăр вăй хуни те тĕл пулать. Шел те, çапла майпа пĕр пус хĕрхенсе тенкĕ çухатнине каярахпа кăна ăнланса илет хăш-пĕри.

Виç-тăватă çул каялла сĕмсĕрсем патшалăх программипе килĕшÿллĕн тесе пластик чÿречесем вырнаçтарма, сантехника лартса пама шантарса çÿретчĕç. Шăнман пăр çине лартса яракансем халĕ те пур-ха. Чапаев урамĕнче пурăнакан кинеми нумай пулмасть ултавçăсене 30 пин тенкĕ таранах тыттарса янă. Ывăлĕ каясса кăна кĕтнĕ темелле-ши, аякран килнĕскере ăсатса ярсанах «пулăшу» сĕннĕ пĕччен пурăнакан ватă хĕрарăма. Анчах чÿрече улăштаракансем вăл кун та, кайран та алăкран пырса шаккаман.

Пĕрре суйма хăнăхнăскерсене ют пурлăх хапсăнтарать. Çавна май ултав меслечĕ те çĕнелсех тăрать. Çапах та хăçан та пулсан суя тăрă шыв çине тухатех. «Çăмăллăн тупăнакан укçа çăмăллăнах пĕтет», - тенĕ ваттисем. Ултав серепине çакланас марччĕ. Тар тăкса пухнă пурлăха çилпе вĕçтерме ан васкăр. Сыхланакана Турă та сыхлать теççĕ.

Елена АТАМАНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.