Çуралнă тăрăх хăват парать
100 çулти ветеран Мускавран хăех килсе çÿрет
Чăрăшкас Мăрат ялĕнчи Степановсен çемйишĕн Çĕнĕ çул уявĕ пĕлтерĕшлĕ тепĕр пулăмпа пĕр килчĕ: çемье пуçĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕ Василий Степанов, 100 çул тултарчĕ. Василий Степанович халĕ Мускавра пурăнать пулин те тăван тăрăха манмасть. Пĕлтĕр вăл Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине Вăрнар хутлăхĕнче кĕтсе илчĕ, районти парада хутшăнчĕ.
- Çуралнă çĕршыва чун туртать, - терĕ вăл Чăрăшкас Мăратра та, Вăрнарта та çулсеренех пулнине палăртса.
Тĕрĕссипе, Василий Степанович районта ырă йĕр хăварнă. Ялти, Çĕрпелти шкулсенчен ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн ăна ял канашĕн секретарьне суйланă. Чуна парса ĕçленĕрен каярахпа Çĕрпÿ хулине налук инспекторне вĕренме янă. Специальноç илсен салтак ячĕ тухичченех ку ĕçре тăрăшнă.
Инçет Хĕвелтухăçĕнче пуçланнă служба тĕнчене кисретнĕ хăрушă вăрçă тапхăрĕпе пĕр килнĕ. Чуна çÿçентерекен хыпара старшина шăпах салтаксене апатлантарма илсе кайнă вăхăтра илтнĕ. Хыççăнах командовани хушăвĕ янăранă: çапăçмашкăн пур енлĕн хатĕрленмелле. Фронта каймашкăн ят тухнисене Калугăна илсе çитернĕ. Василий Степанович вăрçă вут-çулăмне I Украина фрончĕн йышĕпе кĕнĕ. Аманса сипленнĕ хыççăн II Белорусси фронтне лекнĕ, чылай ял-хулана ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăннă. Аслă сержант пулемет батальонĕн командирĕ пулнă.
Аслă Çĕнтерĕве Белград хули çывăхĕнче кĕтсе илнĕ ентеше яппун агрессорĕсемпе кĕрешме Хĕвелтухăçа илсе кайнă.
Çĕнтерÿçĕ салтак çуралнă ене 1946 çулта таврăннă. Унччен те ĕçпе палăрнă Василий Степановича ГОССТРАХăн районти уйрăмĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ. Кунта вăл, тен, пенсичченех тăрăшатчĕ пулĕ, анчах пултаруллă ертÿçе 1962 çулта Красноярск тăрăхне куçарнă, çавăнта ĕçлесех тивĕçлĕ канăва кайнă вăл.
1980 çулта шăпа ăна Мускава илсе çитернĕ: унта тĕпленнĕ ывăлĕсемпе, шăллĕпе çывăхрах пулас тенĕ. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă ветерана Раççейĕн тĕп хулинче хваттерпе тивĕçтернĕ. Ачисем тенĕрен, Василий Степановичпа мăшăрĕн улттăн пулнă вĕсем. Шел, асли çамрăклах пурнăçран уйрăлнă. Ыттисем, тĕрлĕ çĕрте тĕпленнисем, Çĕнĕ çулхи кану кунĕсенче юбилей сĕтелĕ хушшинче хаклă çыннине чысламашкăн пурте Вăрнарта пуçтарăнчĕç. Юратнă ашшĕ вăрçăра паттăрлăхшăн тивĕçнĕ сумлă наградăсем çумне хăй 100 çул тултарнипе сума сумашкăн ятарласа хатĕрленĕ юбилей медалĕ çакрĕç. Мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем те ăна ăшшăн саламларĕç.
Хăй ĕмĕрĕнче нушине те, выçлăхне те пайтах курнă, çапах чун-чĕре çирĕплĕхне упраса хăварма пултарнă. Вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхне хăй ĕçкĕпе айкашманнипе, пирус туртманнипе çыхăнтарать вăл.
Тепĕр лайăх ене те тÿрех асăрхарăм: вырăссен хушшинче 54 çул пурăнсан та, хăшĕ-пĕри евĕр, тăван чĕлхене манман вăл - чăвашла таса калаçать. «Мухтанчăк çынсем кăна амăшĕн чĕлхине мананçи тăваççĕ, хăйсем вырăсла та йĕркеллĕ пуплеймеççĕ», - палăртрĕ ватă çын.
Мускавра хисеплĕ ветеран мăнукĕн Ленăн çемйипе пĕрле пурăнать. Хăйне юратса пăхнишĕн хĕпĕртенине пытармасть. Ăсĕ-тăнĕ çивĕч унăн, чылай пулăма, ят-хушамата халĕ те астуни чăннипех тĕлĕнтерчĕ. Мускавран Вăрнара пуйăспа хăй тĕллĕнех çитет тата.
- Кун-çулăма тăсмашкăн çуралнă тăрăхран вăй-хăват, хавхалану илсе каятăп, - терĕ вăл сывпуллашнă май.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Вăрнар районĕ.