Мускав чăвашĕсем ăмăртăва тухнă

Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Сочире хĕллехи Олимпиада уçăлнă. Çак уйăхăн 9-мĕш кунĕнче паллă ентешĕмĕр, Георгий наградине 4 хут тивĕçнĕ комдив, Василий Чапаев çуралнă. Мускавра тымар янă йăхташăмăрсем паллă çак пулăмсене хăйне евĕр паллă тунă - иртнĕ канмалли кун вĕсем "Сокольники” Культурăпа кану паркĕнче "Чапаев йĕлтĕр йĕрĕ" ăмăрту ирттернĕ.

Пархатарлă шухăша иртнĕ çул Физкультурниксен кунĕнче спорт тусĕсемпе-ентешсемпе тĕл пулнă чух Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков сĕннĕ. Ырă ĕç хăвăрт вăй илнĕ. Леонид Волков полпред, Мускаври чăвашсен наци-культура автономийĕ тата "Сокольники” культурăпа кану паркĕн администрацийĕ пĕр шухăшлă пулса тĕп хуламăрта тĕпленнĕ йăхташăмăрсене йĕлтĕр сырма йыхăрнă.

Йĕркелÿ комитечĕн хисеплĕ председательне паллă ентешĕмĕрĕн мăнукне Аркадий Чапаева суйланă. Çавăн пекех хисеплĕ судья - комдивăн аслă ывăлĕн Александр Васильевич генерал-майорăн хĕрĕ Татьяна Александровна.

Василий Чапаева халалласа иртекен ăмăрту пирки Мускав Правительстви те, тĕп хулари МИХсем те пĕлтернĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ çине Самар, Эрĕнпур, Сарă ту, Чĕмпĕр облаçĕсенчен, Тутарстанпа Мари Элтан çитнĕ хăнасем те тăнă - шăпах çак тăрăхсенче паттăрла йĕр хăварнă та комдив.

Пухăннисене уявпа Леонид Волков саламланă. Полпред спорт тусĕсем патне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн саламне илсе çитернĕ. Унпа пĕрлех Чăваш Ен паян спорт вăйлă аталаннă регионсенчен пĕри пулнине аса илтернĕ. Леонид Волков çавăн пекех паллă ентешĕмĕре палăртмасăр иртмен - Василий Чапаева халалланă ăмăрту уçă шутланать, кăмăл пуррисем унта пурте хутшăнма пултараççĕ.

Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене çавăн пекех Раççей Геройĕ Николай Бударин космонавт, Чапаев мăнукĕсем саламланă. Ентешсемпе уяв кăмăлне пайлама Олимпиада-80 бронза призерĕ, ирĕклĕ мелпе кĕрешес енĕпе тĕнче 4 хут чемпионĕ Сергей Корнилаев ятарласа пынă.

Ăмăртăва хутшăнакансенчен чи кĕçĕнни 5 çулта, чи асли - 74-ра. Хĕрарăмсем тата кĕçĕн çултисем 2 километрлă дистанцие парăнтарнă, ыттисем - 4. Старта паллă спортсменсем-уяв йĕркелÿçисем те тухни пухăннисене тыткăнланă: Лейк-Плэсидра иртнĕ хĕллехи Олимпиада-80 ăмăртусене хутшăннă, спортăн тĕнче класлă мастерĕ, Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ Владимир Андреев, хутăш кĕрешÿ енĕпе тĕнче чемпионĕ, Елчĕк районĕн мухтавĕ Олег Захаров тата биатлон енĕпе СССР чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ, Вăрмар районĕнче кун çути курнă Валерий Дмитриев. Хĕллехи ăмăртусенче пухнă опыт Андреева çĕнтерме пулăшнă, Захаровпа Дмитриев иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

М.МИХАЙЛОВА.

М.МИХАЙЛОВА"Чăваш хĕрарамĕ" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.