«Хумлă Атăл» чуна хумхантарать

11 Нарăс, 2016

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Михаил Мерченĕн «Хумлă Атăл» /тиражĕ - 1000 экземпляр, редакторĕ - М.З. Захаров, ÿнерçи - М.Д. Давлятшин/ романĕ пичетленсе тухрĕ. Ку авторăн саккăрмĕш кăларăмĕ. Кашни çĕнĕ кĕнеке кун çути курни - çурхи ăшă кун ирхи тĕтре витĕр ем-ешĕл улăхра тата тепĕр чечек шăтса тухнипе пĕрех.

Пурнăç вăл эпир ăна хамăр куç умне чăннипе мĕнле ÿкернинчен нумай пархатарлăрах. Анчах эпир унăн иксĕлми ырлăхĕн тĕп эликсирне шыраса тупса упрама пĕлместпĕр. Пурнăç пĕрре çеç. Ăна илемлетесси пĕтĕмпех этемрен килет. Ырă кăмăллăх кăна этемлĕхе тулли телейлĕ тума пултарать.

«Хумлă Атăл» роман - шăпах çак çĕр çинче пурăнакан кашни çынна ырă кăмăллă пулма чĕнекен чан сасси. Шкул ачисемпе хастар чĕреллĕ яш-кĕрĕм валли çырнă кĕнекери пулăмсене тимсĕр вулама май çук. Кунта тăван çĕршыва чунтан парăнса тăни, хĕрÿллĕ юратупа хаярлăх, вĕри куççуль, сутăнчăклăхпа тавăру, арканнă-ваннă çутă ĕмĕтсем - пурте пур.

Роман çутă пуласлăх никĕсне хывакан тăван çĕршывăмăр çуллен-çул вăй илсе пынă вăхăтри 1940 çулти илемлĕ кунпа пуçланать. Июль уйăхĕ. Чи капăр тумлă ем-ешĕл тавралăх. Ялхуçалăх институчĕн студенчĕ Герман Реутов тăван ялне таврăнать. Ытарайми хÿхĕм каччă. Ашшĕ-амăшĕн калама çук пысăк савăнăç. Тин çеç пиçнĕ çăкăр шăршиллĕ пÿлĕмри сĕтел хушшинче ырă-ырă пуласлăха шантаракан мĕнешкел çутă ĕмĕтсем çуралаççĕ!

Чип-чипер йĕркеленсе пырать пурнăç: тухăçлă тыр-пул, хавхаллă ĕççи, хĕрÿллĕ юрату, чечекрен те хитре çамрăклăх, ачалăх…

Анчах вăрçă!.. Лăпкă ялти вăйпитти арçынсем фронта тухса каяççĕ. Вăрçă вăл çав тери хăрушă инкек. Унăн асапне-тертне сăмахпа каласа пама çук.

Акă пĕр пĕчĕк сыпăк.

«Кăвакрах шурă лаша пуçхĕрлĕ çаврăнса хăяккăн ÿкрĕ. Осколкăсем лаша çурăмне ним майсăр сусăрлатнă. Хĕрлĕ аш хушшипе турта вĕçĕ пек çурăм шăмми тухса тăрать. Ĕнĕк çĕр çине çăра юн сăрхăнать.

Боеприпассем çĕклесе пыракан Прохор Степанович лаша умĕнче чарăнчĕ.

Лаша вилеймен-ха. Тăрăхла пуçне хăяккăн хунă. Хускалмасть. Пысăк куçĕпе пулăшу ыйтнă евĕр Прохор çине йăлăнса пăхать. Куçĕнчен кедр мăйăрĕ пек шултра куççулĕ йывăррăн кусса çĕре тумлать».

Вăрçă вут-çулăмĕ ырă çынсен мирлĕ вăхăтри çутă ĕмĕчĕ-шанăçĕсене тем самантра ним шелсĕр тĕппипех çапса хуçать. Герман Реутовăн кун-çулĕ питĕ-питĕ йывăрланса пырать. Чикан майрисем каланă пек «кăра хумлă шыв çийĕн шăранакан кăварлă çулпа» утса вăл ăçта кăна çитмест - Крыма, Германие, Чехословакине, Колымана… Ăна путсĕр чунлă сутăнчăксем сутаççĕ, тăшмансем тем тĕрлĕ те асаплантараççĕ. Çапах та Кипеç каччи тĕрлĕ асап витĕр тухса тăван ялне çĕнтерÿçĕ пулса таврăнать. Анчах чунĕ унăн питĕ ыратуллă: мĕн тери çутă ĕмĕте аркатрĕ, ватрĕ, пăтраштарчĕ ылханлă вăрçă!

Ялта та лару-тăру çăмăл мар. Тăван çĕршывăн нимĕç захватчикĕсемпе çапăçнă хушăрах халăха сăтăр тăвакан тĕрлĕ вăрă-хурахпа ырми-канми кĕрешмелле. Ку мухтавлă ĕçе хастар чĕреллĕ шкул ачисем те хутшăнма пикенеççĕ. Вĕсем тăрăшнипех НКВД сотрудникĕсем сахал мар çынна макăртнă хăрушă рецидивиста ярса тытаççĕ. «Мĕн çитмест-ши вĕсене?» - çавăн пек сăхă çынсенчен тĕлĕнет Герман шăллĕ пĕчĕкçĕ Рафаил. Хăй вăл летчик пуласшăн. Унăн сĕм суккăр тусĕ Сережа пачах урăхла шухăшлă: учитель пулма ĕмĕтленет. Кашнийĕн шăпийĕ хăйне евĕрлĕ кăткăс пулин те вĕсенчен тăван çĕршыва усăллă çынсем пуласса шанас килет.

Романăн тĕп тĕллевĕ - çĕр çинче пурăнакан пĕтĕм халăха иксĕлми телейлĕ тăвасси. Вăрçă нихăçан та пулмалла мар.

«Тĕнче пуçланнăранпа та вăрçă никама та ырă туман, телей кÿмен, вăрăм кун-çул сунман. Этем штык тăрринче авкаланса, танк ăшĕнче çунса, мина çинче сирпĕнсе вилме çуралмасть. Çынна пурăнма пил панă. Нивушлĕ çакна ăс-тăнлă этемлĕх нихăçан та ăнланмĕ?»

Кĕнеке çăмăллăн вуланать. Ăшшăн пăхакан сар хĕвел айĕнче савăнса пурăнма кун çути курнă çынсене вăл - ватти-вĕттине - кăткăс пурнăçăн тĕп тĕллевне тĕрĕс ăнланма, тăван çĕршыва юратма вĕрентĕ.

А. ИВАНОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.