Паттăр ентеше асăнса

Тĕмерти вăтам шкулта оборонăпа массăллă спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ пырать. Вăл çамрăксене патриотла воспитани парассипе çыхăннă мероприятисемпе пуçланчĕ. Чи малтанах Тĕмер, Кармал тата Вăтаяль ялĕсенчи вăрçăра пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăксен таврашне тасатрăмăр.

Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Тĕмерти вăтам шкултан вĕренсе тухнă Николай Афанасьев хăй кĕлеткипе тăшман амбразурине хупласа пуç хунă. Çак куна асăнса йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту иртрĕ. Кăнтăрла йĕлтĕр сырнă шкул ачисем Кармал енне çул тытрĕç. Паттăр ентеше палăк умĕнче шăп тăрса чысларăмăр, чĕрĕ чечексем, чăрăш тураттисенчен ăсталанă гирлянда хутăмăр.

Кăрлачăн 30-мĕшĕнче пирĕн шкула районти сакăр шкул команди виçĕ енлĕ ăмăртăва хастарлăх кăтартма пуçтарăнчĕ. Тупăшу пуçланиччен Н. Афанасьев пурнăçĕпе тата паттăрлăхĕпе паллаштаракан презентаци куртăмăр. А.А. Николаева шкул директорĕ, Тăвай администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ О.А. Ломоносов, Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.И. Иванов пухăннисене саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Ăмăрту хăвăрт, кăсăклă тата ăнăçлă иртрĕ. Командăсене ертсе пыракан вĕрентекенсем ачасене лайăх хатĕрленĕ. Пăшалтан тĕл перессипе, автомат магазинне салатса пуçтарассипе тата Калашников автоматне хăвăрт пуçтарассипе хĕрсем хушшинче Мира Шакина, Валерия Николаева ŸТăрмăш шкулĕŸ, Ирина Николаева ŸТĕмер шкулĕŸ палăрчĕç. Каччăсем хушшинче вара Евгений Моисеев, Александр Алексеев ŸТăрмăш шкулĕŸ, Сергей Колотушкин ŸЧутей шкулĕŸ мала тухрĕç. Виçĕ енлĕ ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ хыççăн пĕрремĕш вырăна тата куçса çÿрекен кубока Тăрмăш шкулĕ çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Тĕмер шкулĕ, виççĕмĕшне Чутейсем тухрĕç. Тĕмер шкулĕн администрацийĕ пухăннисене вĕри апатпа тивĕçтерчĕ. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕ, медальсем, парне парса хавхалантарчĕç.

Ăмăртăва ирттерме спонсорла пулăшу панă Тĕмер ял тăрăхĕн администрацине, «Ута» фермер хуçалăхĕн ертÿçине В.П. Краснова тав тăватпăр. Асăннă тупăшу иккĕмĕш çул иртет. Кашни шкул çак ăмăртăва аван хатĕрленет, ачасене те вăл питĕ килĕшет. Ку мероприяти çамрăксемшĕн, уйрăмах çар ретне тăма хатĕрленекен яшсемшĕн пăшалпа перес ăсталăха ÿстерме, çирĕплĕхпе тÿсĕмлĕхе аталантарма, паттăрлăх кăтартнă ентешсене асра тытма, тавракурăма анлăлатма пулăшать.

С. ШАШКОВА,

директорăн воспитани

енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Тăвай районĕ,

Тĕмер шкулĕ.

С. ШАШКОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.