Клуб ертÿçине вырнаçнă-им?

11 Нарăс, 2016

Манăн юратнă юрăç Петр Ермолаев клуб ертÿçинче тăрăшать тенине илтрĕм. Ку чăнах та çапла-ши? Пур çĕре те ĕлкĕрме вăхăтне ăçтан тупать-ши вăл?

Марина ДМИТРИЕВА.

Шупашкар районĕ.

Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ, чăваш эстрада сцени çинче куракансене юрăсем шăрантарса савăнтаракан, хырăм тытсах култаракан Петр Ермолаев акă мĕнле хуравларĕ:

- Тĕрĕсех, эпĕ «Жемчужина Чувашии» санаторипе курорт комплексĕнчи клуб ертÿçинче çулталăк ытла тăрăшатăп. Кунта канакан çынсен вăхăтне усăллă, кăсăклă ирттерме пулăшатăп. Çуллахи каникулта унта ача-пăча лагерĕ ĕçлет. Тĕрлĕ шоу-программа, концерт хатĕрлетпĕр. Унсăр пуçне конкурссем ирттеретпĕр. Канакансем караокепе юрăсем шăрантараççĕ, шашка-шахматла выляççĕ. Кунта кинозал та пур. Унта тĕрлĕ кинофильм, çав шутра чăвашлисене те, кăтартатпăр. Вырăс, чăваш юррисене пĕрле вĕренетпĕр. Тĕрлĕ уяв ячĕпе программа хатĕрлеме те манмастпăр. Акă халĕ Çветтуй Валентин, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕсем çитеççĕ. Ун чухне канакансене кăсăклă программа кĕтет. Пушă вăхăтра вара сцена çине васкатăп, концертсене хутшăнатăп.

Сас-хурана Ирина КОШКИНА уçăмлатнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.