«Эпир «Тантăш» çырăнтăмăр! Эсир те васкăр!»

11 Нарăс, 2016

Пирĕн шкул çулленех чăваш ачисен «Тантăш» хаçатне çырăнать. Вĕренекенсем хăйсен кăларăмне юратса вулаççĕ çеç мар, эпир унпа уроксенче те усă куратпăр. Кунта класс тулашĕнчи сехетсенче сÿтсе явмалли те çителĕклех. Пĕрле канашлатпăр, хамăрăн шухăшсене пĕр-пĕрне пĕлтеретпĕр.

Эпир «Тантăш» хаçата 2016 çулăн иккĕмĕш çур çулĕ валли çырăнма ĕлкĕртĕмĕр те ĕнтĕ. Унсăрăн пире кичем те тунсăх. Тавракурăма ÿстерме пулăшакан, нумай тĕслĕ ÿкерчĕксемлĕ «Тетте» журнал та пирĕн пата килсе тăрĕ. Ăна та эпир çырăнса илетпĕр.

Чăваш халăх юррипе усă курса манăн çапларах калас килет:

Уя пĕр тухсан мĕн хавас?
Ака-суха сасси пит хавас.
Киле кĕрсен мĕн хавас?
Ывăл-хĕр сасси пит хавас.
Класа кĕрсен мĕн хавас?
Хаçат-журнал пурри пит хавас.

Пĕрре те пытармастăп: ачасем «Тантăш» хаçата питĕ кăмăллаççĕ, юратаççĕ, хаваспах алла илеççĕ. Хула вĕренекенĕсем чăваш ачисен хаçат-журналĕпе кăсăкланни, вĕсен страницисене уçса хăйсене интереслентерекен материалсене шырани, ытти тăрăхра пурăнакан тантăшĕсен пултарулăхĕпе паллашма тăрăшни чăннипех те чун-чĕрене савăнтарать. Апла пулсан «Тантăш» вĕсен кăмăлне тивĕçтерет, «Тетте» журнал вара хăйĕн илемĕпе чăн-чăн тетте пекех хитре пулнăран, шкул ачисене хĕпĕртеттерет. Çавăнпах вĕсене çырăнаççĕ те!

Анисия ИГНАТЬЕВА,

Чăваш Республикин

тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.

Шупашкар,

12-мĕш шкул.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.