Вуласан çырас та килет

11 Нарăс, 2016

Мăн Вылă шкулĕнче хăвăрт чупас тата утас енĕпе кам маттур? Кунта ĕçлекенсем тÿрех хăйсен тăрăшуллă вĕренекенне палăртрĕç - саккăрмĕшĕнчи Марина Федорова. Лайăх вĕренет вăл, район ăмăртăвĕсене хутшăнса мала тухать. Физкультура олимпиадинче те иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Анчах хастар хĕрача ку енĕпе çеç палăрмасть. Маринăн илемлĕ хайлав çырас пултарулăх та пур. Вăл сăвăпа аппаланать, фантастика жанрне кăмăллать. Вĕрентекен пулăшнипе Чăваш халăх сайчĕ ирттерекен пултарулăх ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнать. Тĕслĕхрен, «Чăваш йăмри» конкурсра «Телей йăмри» сăввипе пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Районта «Çĕр çинчи пурнăçшăн» конкурс иртессине пĕлсен Марина каллех канăçне çухатнă. Унта та хутшăнса ытти ачасемпе ăмăртас килнĕ унăн. Пуçа тĕрлĕрен шухăш капланса çитсен вăл илемлĕ сăвă хайланă та хăйĕн тĕллевне пурнăçланă. Вăрçăра пуç хунă паттăрсене халалланă сăвă виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çакă хĕрачана тата ытларах тăрăшма хавхалантарать, тепрехинче пысăкрах çитĕнÿ тума хистет.

Паллах, ача литературăпа кăсăкланни вăл кĕнекесене мĕн тери юратса вуланинченех курăнать. Маринăн хавхалантаруçи - Константин Ивановăн «Нарспи» поэми. Чăваш сăвăçисен пултарулăхĕпе яланах паллашать вăл, вĕсенчен вĕренме тăрăшать. Литература анинче Марина та хăйĕн çăлтăрне çутасса шанас килет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.