Шыв сапса та уйрăлми туссем
Улттăмĕш класра вĕренекен Юлиана Гаврилова икĕ çул каялла хăйсен класне хула хĕрачи Лиза Рыбакова килсен мĕн тери хĕпĕртерĕ! Хăвăрт туслашрĕç вĕсем. Хăйсенче пĕрпеклĕхсем чылай пулни те çывăхлатрĕ ахăртнех. Çитменнине пĕр парта хушшинче те ларма килĕшсе татăлчĕç.
Пĕррехинче Юлиана хăй теннисла выляма васканине пĕлтерсен, тусĕ те унран юлмарĕ. Юлиана арçын ачасемпе те хĕрсе тупăшнине курсан пĕр тĕлĕнчĕ, пĕр савăнчĕ хула хĕрачи. Çакăн хыççăн вăл та спортăн ку тĕсĕпе чирлемеллипех «чирлерĕ».
Паян вара икĕ тус уроксем вĕçленсен хапăлласах теннис сĕтелĕ патне васкаççĕ.
- Манăн çакăн пек тус тупăннишĕн чунтан савăнатăп. Лиза та теннис вăййин авăрне кĕрсе ÿкнишĕн хĕпĕртетĕп. Ĕнтĕ вăл тепĕр чух мана та çĕнтерет. Куншăн хавхаланатăп çеç. Пултарулăхĕ кунсерен аталанать-çке, - паллаштарать хăйсен пурнăçĕпе Юлиана. - Унсăр пуçне вĕренме те юрататпăр. Хисеплетпĕр хамăра ăс паракан вĕрентекенсене. Уйрăмах кĕçĕн класс учительницисене пысăк тав. Вĕсем пире çырма, шутлама, вулама тата ытларах хăнăхтарнă-çке. Ырă кăмăллăскерсем вĕсем, ачасемшĕн хытă тăрăшаканскерсем. Кирек хăçан та сĕнÿ-канаш параканскерсем.
Хĕрачасен кунсăр пуçне тепĕр иленÿ пур. Йĕлме йĕлтĕрпе ярăнассине уйрăмах пĕрремĕш вырăна хунă вĕсем. Физкультура урокĕнче урана йĕлтĕр сырнисĕр пуçне килте те уçă сывлăшра çÿреме кăмăллаççĕ.
- Шел, пĕр ялта пурăнмастпăр та пĕр-пĕринсĕр тунсăхлатпăр. Ирхине шкулта тĕл пулатпăр та тем çинчен те калаçатпăр. Урок ларнине систерсе шăнкăрав янăрасан парта хушшине ларса пÿлĕме вĕрентекен кĕрессе кĕтетпĕр, - теççĕ çывăх юлташсем.
Кукамăшĕн тăрăхне куçса килнĕ Лиза Юлианăн ырă кăмăллăхĕ пирки темччен каласа пама хатĕррине вара пурте тĕшмĕртеççĕ.
- Пирĕн класри ачасем мĕн тери маттур! Парта хушшинче манпа ларакан Юлианăнах илер-ха. Мĕнешкел çепĕç вăл. Нихăçан та çынна кÿрентермест. Эпĕ ăна питĕ юрататăп, вăл та çавах. Пĕр-пĕрин сăмахĕнчен тухмастпăр, пĕр татăк çăкăра та пайлатпăр. Кирек ăçта та пĕрле çÿретпĕр. «Шыв сапса та уйрăлми туссем», - теççĕ пирĕн пирки. Эпир юлташлă пулнăран килтисем те хавас. Тĕрĕссипе, мĕн тери туслă пурăнатпăр Юлианăпа! - тет Лиза чи çывăх юлташĕ пирки хавхаланса.
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Красноармейски районĕ,
Кĕçĕн Шетмĕ.
АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас