Амăшĕпе ывăлĕсем
Вырăс хĕрарăмĕ Епистиния Федоровна Степанова хăй пурнăçĕнче чылай хура-шур курнă. Унăн тăхăр ывăлĕ вăрçăра вилнĕ.
Краснодар тăрăхĕнче çут тĕнчене килнĕскер мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă. Кубаньре хур-кăвакал кĕтĕвне кĕтнĕ. Çĕр ĕçĕнчен те ютшăнман. Пулас мăшăрĕпе, Михаил Николаевичпа, хăйне çураçма килсен çеç паллашнă.
Степановсен 15 ача çуралнă. Анчах вĕсенчен пиллĕкĕшне пĕчĕклех пытармалла пулса тухнă. Чи пĕрремĕш пепки, тăваттăри Стеша, вĕри шывпа пиçсе кайнă хыççăн ураланайман. Хыççăн йĕкĕреш арçын ачасем вилĕ çуралнă. Кăштахран Гриша ывăлĕ те çут тĕнчерен уйрăлнă, йывăр чире ниепле те çĕнтереймен пĕчĕкскер. Вера хĕрĕн те шăпи телейсĕр пулнă, пуçне сĕрĕм тивнипе куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă... Инкекĕ кунпа çеç вĕçленмен, кил хуçи те çамрăклах çĕре кĕнĕ. Епистиния Федоровна 9 ывăлĕпе тата 1 хĕрĕпе выçлăха та чир-чĕре парăнтарса сывă юлнă. Анчах вăрçă ахрăмĕ нумай ача амăшне йăлтах çапса хуçнă. Çак ылханлă вăрçа вăл 9 ывăлне пилпе ăсатнă. Тăван çĕршыва юратакан йĕкĕт-сем пурте пуçĕсене хунă... Амăшĕшĕн мĕн чухлĕ куççуль, çĕр чăтайми хуйхă пулнине никам та чухлама пултарайман малтанлăха.
Епистиния Федоровна «Ача амăшĕ героиня» ордена тивĕçнĕ.
АЛЕКСАНДР. Степановсен аслă ывăлĕ ачаранах хастарлăхпа палăрнă. Кил-тĕрĕшре яланах пулăшнă. Шел, вунçиччĕ тултарнă качча шурă гвардеецсем персе пăрахнă. Çак хыпар Епистиния Федоровнăна вăйран янă. Ывăлне аса илсе ир те, каç та макăрнă.
ФЕДОР. Унăн аллинче ĕç выляса çеç тăнă. Амăшне яланах пулăшма тăрăшнă. Колхозра та тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Çапах та ăна, лашасене юратаканскере, конюхра ĕçлеме килĕшнĕ. Пысăк ĕмĕтпе пурăннă мал ĕмĕтлĕ çамрăк. «Хĕрлĕ Çар командирĕ пуласчĕ», - тенĕ яланах. Чăн та, командирсен курсĕнчен вĕренсе тухнăскере кĕçĕн лейтенант званийĕ параççĕ.
Мотострелоксен полкĕнче пулнăскер пĕр хĕрÿ çапăçура паттăррăн вилет. Çĕршыв наградине тивĕçет, ăна медальпе чыслаççĕ.
ПАВЕЛ. Вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ йĕкĕте пĕррехинче военкомата чĕнсе илнĕ. Хăйне Киеври артиллери училищине вĕренме ярас тĕллевлине пĕлсен - савăннă.
...Киеври артиллери полкĕнче ăна пурте хисепленĕ. Вăрçă пуçланиччен вăл кăшт маларах çеç килне çыру янă. «Аннеçĕм, юратнă аннеçĕм! Пурнăçра тем те сиксе тухма пултарать. Çавăнпа та шкапра упранакан сăввăмсене типтерлĕ упрасам», - текен йĕркесене амăшĕ куççуль витĕр вуланă.
1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕ. Юлашки патрон, юлашки снаряд пĕтиччен çапăçнă вĕсен хастар полкĕ.
Шел, Павелăн вилтăпри ăçта пулнине никам та татăклăн калайман. «Хыпарсăр çухалнă» текен хут çине Епистиния Федоровна куççульпе пăхса пĕр вĕçĕмсĕр йĕнĕ.
1943 çул. Чи йывăрри. Çак çул хĕрарăмăн тата тепĕр тăватă ывăлĕ вăрçăра пуç хунă.
ВАСИЛИЙ. Савăнăçлă та лара-тăма пĕлменскер çынна яланах ырă кăмăл парнелеме тăрăшнă. Колхоза пулăшма, клубра тĕрлĕ ĕç тума хаваспах хутшăннă. Драмкружок та йĕркеленĕ, стена хаçачĕсем тăтăш кăларнă, уяв-концерт ертсе пырса куракана савăнтарнă.
Алли ылтăн пулнă. Пĕррехинче сĕрме купăспа балалайка ăсталаса пурне те тĕлĕнтернĕ. «Кур-ха, лавккари пекех», - тенĕ пĕри те тепри унăн ĕçне хакласа. Унсăр пуçне парикмахер, атă-пушмак юсакан, ÿнерçĕ ĕçĕсене те юратнă. Утă çулнă, тырă вырнă. Каçсерен алла винтовка тытса колхоз пурлăхне сыхланă.
Вăрçă пуçлансан килте ларма пултарайман йĕкĕт. Хăй ирĕкĕпех фронта тухса кайнă. Нимĕçсене хирĕç паттăррăн кĕрешнĕ. 1942 çулта вăл тăшман аллине лекнĕ. Лешсем ăна лагере ăсатнă. Кăшт вăй илсен унтан тухса тарнă хастар каччă. 1943 çулхи чÿкĕн 2-мĕшĕнче яваплă ĕçе пурнăçланă чухне каллех фашистсем çавăрса илнĕ ăна. Тем чухлĕ асаплантарнă пулин те, совет салтакĕсене сутман. Ирсĕрсен пĕр ыйтăвне те хуравламан. Тарăхнă нимĕçсем сержанта персе пăрахнă.
ИВАН. Николай Островский çырнă «Хурçă мĕнле хĕрнĕ» романа вуласа тухнă хыççăн хăй те сăвă шăрçалама тытăннă.
...Иван Степанов лейтенант харсăр командир пулнă. Тăшманран хăраман унăн ушкăнĕ, шав малалла ыткăннă. Пĕр хĕрÿ çапăçура вĕсене нимĕçсем хупăрланă. Юлашки патрон, снаряд юлмиччен кĕрешнĕ çамрăксем. Нумайăшĕ вилнĕ. Аманнă лейтенант тăшман аллине лекнĕ. Икĕ хутчен тарма тăнă, иккĕшĕнче те ĕç ăнăçман. Виççĕмĕшĕнче ирĕке тухатех командир. 1942 çулхи кĕркунне, выçăпа та сивĕпе вăйсăрланнă Иван, Минск çывă-хĕнчи яла пырса кĕнĕ. Çулталăка яхăн партизан отрядĕнче нимĕçсене тĕп тунă. Час-час разведкăна çÿренĕ, листовкăсем çырса салатнă. 1943 çулхине нимĕçсем унăн йĕрĕ çине ÿкнĕ те персе пăрахнă.
АЛЕКСАНДР-кĕçĕнни. Аслă пиччĕшĕн ятне панă ăна. Вăл та паттăрсен йышĕнче пулнă. Çар училищинчен вĕренсе тухнă лейтенант Александр Степанов çирĕм çултах Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. 1943 çулта каччă Украинăра хастарлăхĕпе палăрнă.
Çурлан 9-мĕшĕнче нимĕçсем вут-хĕм сирпĕтсе тăнă вăхăтрах çывăхри лаптăка минăсенчен тасатнă паттăр салтак. 1943 çулхи чÿкĕн 2-мĕшĕнче Киевра 6 хутчен нимĕçсем атакăна çĕкленĕ. Анчах совет салтакĕсем парăнман. Юлашки юн тумламĕ юлмиччен кĕрешнĕ. Кĕçех 7-мĕш хут атака çĕкленĕ фашистсем. Тăр пĕччен юлнă Александр çухалса кайман. Юлашки гранатăпа хăйне сирпĕтнĕ, унпа пĕрлех тăшман та путланнă.
Вилнĕ хыççăн Александр Степанов - кĕçĕннине Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă.
ИЛЬЯ. Гитара каласа чуна пырса тивмелли юрăсем юрланă. Уйрăмах виçĕ танкист юрра кăмăлланă. Вăрçă пуçланнă кунхине Прибалтикăри танк училищинчен вĕренсе тухнăскер тÿрех хĕрÿ çапăçăва кĕнĕ. Ростоври госпитальте чылай сип-леннĕ йывăр аманнăскер. 1941 çулхи кĕркунне амăшĕ патне тăван яла çитнĕ. Кăшт пурăнсан каллех фронта тухса кайнă. Сталинград çывăхĕнче çапăçнă. Госпитальте те сипленнĕ. Сывалса тухсанах хĕрÿ çапăçăва кĕнĕ. Виççĕмĕш хут аманнă. 1943 çулта амăшĕ патне çыру çырнă. «...Питĕ нумай сирĕн çинчен шухăшлатăп. Юратнă аннеçĕм, шухăшăмпа эпĕ санпах... Ывăлу - Илюша». 1943 çулхи çу уйăхĕнче танк ротин командирĕ Илья Степанов капитан куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă.
ФИЛИПП. Василий пиччĕшĕ пекех Крымра çапăçнă. Ăнсăртран вăрçă хи-рĕнче тĕл пулнă пĕртăвансем. «Анне, аннеçĕм! Пĕлетĕн-и, Фильăпа тĕл пултăмăр. Тунсăхланăскерсем сехете яхăн калаçса лартăмăр. Пирĕншĕн çакă «ылтăн» вăхăт пулчĕ», - тесе савăнăçлă çыру çырнă яла Василий.
1943 çулхи ака уйăхĕнче Харьковри хĕрÿ çапăçура йывăр суранланнă Филипп тыткăна лекнĕ. Самайлансан концлагерьтен тарнă. Гитлеровецсем хăваласа тытнă салтака. Вăйран кайиччен хĕненĕ хыççăн Германие ăсатнă.
Çĕнтерÿ хыççăн çеç салтак амăшĕ патне хут килнĕ. «...Филипп Степанов 1945 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Германири 326-мĕш лагерьте вилнĕ...» - тесе çырнине куççуль витĕр вуланă Епистиния Федоровна.
НИКОЛАЙ. 1941 çулхи çурла уйăхĕнче фронта тухса кайнă. Тĕрлĕ хулана ирĕке кăларассишĕн нимĕçсене хирĕç ыткăннă. Темиçе хутчен аманнă. 1944 çулта вара сылтăм урине нимĕç пульли шăтарсах тухнă. Сакăр уйăх тухтăрсем куç вĕçертми сипленĕ паттăра.
1945 çулхи çурла уйăхĕнче киле уксахласа таврăннă салтак. Хапха умĕнче тăракан амăшĕ ăна курсан хирĕç чупнă.
- Ывăлăм, тĕпренчĕкĕм! Ку таранччен ăçта пултăн? Вăрçă чарăннăранпа та икĕ уйăх иртрĕ-çке-е-е, - тесе ывăлне ыталасах макăрнă.
- Госпитальте сиплентĕм. Хам пирки çырса кулянтарас темерĕм. Авă, халĕ те туяпа çÿретĕп, - ăнлантарнă ывăлĕ самантрах.
1963 çулхине фронтран таврăннă пĕртен-пĕр ывăлĕ, Николай, вăрçă суранĕсене пулах çут тĕнчерен уйрăлнă... Амăшĕ аллинчех куçне хупнă паттăр салтак... Ăшă çил ывăлĕн шуралнă çÿçне вĕл-вĕл вĕçтернĕ. Юнланнă гимнастеркине амăш алли вĕçĕмсĕр ачашланă. «Ах, ывăлăм! Мĕнле-ха капла! Упраймарăм сана, упраймарăм! Маншăн эсĕ юлашки шанчăкчĕ, савăнăçчĕ. Ĕнтĕ эсĕ те вăрçа пулах пирĕнтен уйрăлтăн... Ах, пĕтерчĕ çак ылханлă вăрçă манăн ывăлăмсене... Тăххăрăшне те», - тенĕ салтак амăшĕ çаплипех вилнĕ ывăлне ачашласа.
Вăрçă вăхăтĕнче тÿсмелле мар ыратнă Епистиния Федоровна чĕри. Тăхăр ывăлне те вут-çулăм хирне ăсатнăскер куллен çыру кĕтнĕ. Тĕпренчĕкĕсем амăшне манман, час-час ăшă сăмахлă йĕркесем шăрçаланă. «Аннеçĕм, кĕçех тăван тăрăха таврăнăпăр. Анчах унччен нимĕç эшкерĕсене çапса аркатмалла. Чĕресем тапнă чухне, вăй-хал пур самантра каялла чакмастпăрах. Пирĕншĕн кулянма кирлĕ мар, савăнмалла çеç. Ара, санăн пур ывăлу та Тăван çĕршыва чыслăн хÿтĕлеççĕ. Курса тăр, киле çĕнтерÿпе таврăнăпăр. Енчен те шăпамăрсем урăхларах пулсан... тархасшăн, ан ÿпкелеш», - çырнă Александр-кĕçĕнни. «Ачасене çын тăвăр. Ÿссен хăвна кăна мар, манăн юратнă аннене те, хисеплетчĕр, юратчăр. Ку манăн пил. Таврăнаймасан - çырусене упра. Ачасене вулаттар», - шăрçаланă Василий мăшăрĕ патне.
...Амăшĕ ывăлĕсем вилни çинчен калакан хутсем илме тытăннă. Ку хыпарсене ĕненмен вăл. Пуçне те хура тутăр çыхман. Вĕçĕмсĕр укăлча хапхи еннелле тинкерсе ывăлĕсем таврăнасса кĕтнĕ. Анчах кунсем, уйăхсем иртнĕ. Тĕпренчĕкĕсенчен пĕр хыпар та пулман. Çыру та килми пулнă...
Вăрçă вăхăтĕнче Епистиния Федоровнăн картишĕнчи ĕнине, чăххисене, сыснине нимĕçсем илсе тухса кайнă. Пулăшу ыйтса ял советне кайнă хĕрарăм. Анчах унпа калаçма мар, çаврăнса та пăхман. Хуйхăрса тухнă вăл унтан.
Вăрçă чарăнсан çеç Степановсем пирки пĕтĕм тĕнче пĕлнĕ. Вырăс хĕрарăмне халалласа кĕнеке çырнă, фильм ÿкернĕ. Документаллă фильма куракан куççульпе пăхнă. Тĕп сăнар - çамрăках мар ял хĕрарăмĕ. Пуçне шурă тутăр çыхнă. Шăппăн çеç ывăлĕсем ÿснĕ вăхăта аса илет. Сасартăк пĕркеленчĕк пичĕ йăл кулăпа çуталать. Аллисем вĕçĕмсĕр вылянаççĕ. Тĕпренчĕкĕсене ачашлас тенĕ евĕр... Çак курăну хыççăн амăшĕн сасси путланать. Фильма пăхма йывăрланать. Акă яла салтаксем таврăнаççĕ. Хĕрарăм ĕсĕклесе макăрать. «Манăн çеç ывăлăмсем çу-ук!» - тет куççульне ирĕке ярса.
Кубаньре паттăр Степановсене халалласа музей уçнă. Вăрçă хыççăн амăшĕ 9 ывăлне пĕр çĕре пуçтарнă. Вăл тĕпренчĕкĕсен япалисене кунта йăтса килнĕ. Унтах Васьăн сĕрме купăсĕ, Иванăн сăвă тетрачĕ, Сашăн вилтăпри çинчи хура çĕр...
Чăн та, вăрçă хыççăн Епистиния Федоровна патне пач палламан çынсем çыру янă. Пĕррехинче çап-çамрăк салтакран Владимир Лебеденкоран та килнĕ. «...Сирĕн ывăлăрсене ПИЧЧЕ, хăвăра вара АННЕ тесе чĕнме ирĕк парсамăр... Епистиния Федоровна, сирĕн 9 ывăл пулнине питĕ лайăх пĕлетĕп. Паянтан вĕсен шучĕ ÿсĕ, эпĕ сирĕн 10-мĕш ывăл пулăп. Эпĕ те аслă пиччемсем пекех Тăван çĕршывшăн кар тăрăп», - тесе çырни кинемее куççульлентернĕ.
Совет Союзĕн Маршалĕ А. А. Гречко тата çар генералĕ А. А. Епишев та 1966 çулта паттăр салтаксен амăшĕ патне çыру янă. «Тăхăр ывăлăра Тăван çĕршыва юрăхлă ÿстернĕшĕн пысăк тав! Вĕсен ырă ячĕсем ĕмĕр-ĕмĕр асра юлĕç. Ывăлăрсем çĕнтерĕве çывхартассишĕн шав малалла ăнтăлнă. Эпир, çар çыннисем, сире хамăр АННЕ вырăнне хурса хисеплетпĕр. Сирĕн умăрта пуç таятпăр».
Епистиния Федоровна юлашки çулсенче Валентина Михайловна Коржова хĕрĕн çемйинче Донçинчи-Ростовра пурăннă. 1967 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче унăн чĕри тапма чарăннă.
Комментари хушас