Archive - Кăрлач 2016

январь 13th

13 Кăрлач, 2016

МĔНШĔН СĔЛЕКЕ ЮХАТЬ?

Пĕчĕк ачасем кирек мĕнле япалана та çăвара хыпса пăхасшăн. Инфекцирен вĕсене сĕлеке хÿтĕлет.

Ачасемшĕн сĕлеке пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл кăкăр сĕтĕнчен хытă апат çине куçма пулăшать, ăна нÿретет, çемçетет. Унсăр пуçне сĕлекере крахмала ирĕлтерсе ăна сахăра куçаракан ферментсем пур. Ку апата çăтассине кăна мар, вăл хырăмлăхра ирĕлессине те çăмăллатать.

13 Кăрлач, 2016

КУÇНЕ ВĂХĂТРА ТĔРĔСЛĔР

Окулист пепкен куç çивĕчлĕхне пуçласа вăл 11-12 уйăхсене çитсен тĕрĕслет. Çапах та ачан куçĕсем йĕркеллех пулнине хăвăр тĕллĕн маларах палăртас тесен тата пĕр-пĕр кăлтăк асăрхасан мĕн тумалла-ха? Специалистсем çапла сĕнеççĕ.

1. Пепкен куç шăрçи çутта мĕнле йышăнать? Тин çуралнă ачан куç шăрçисем хĕсĕк, диаметрĕ 2 миллиметра яхăн. Тĕттĕмрех пÿлĕмре куçĕсене фонарикпа çутатсан вĕсем тата ытларах хĕсĕнеççĕ. Çутă пайăркине пула ача канăçсăрланма, пуçне хыçалалла яма пултарать. Çак реакцисем пепкен куçĕсем йĕркеллине çирĕплетеççĕ.

13 Кăрлач, 2016

КĂРЛАЧ УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?

Уйăх циклĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче /кăрлачăн 11-16-мĕшĕсем/ - тĕп тата перифери нерв тытăмĕпе, иккĕмĕш тапхăрĕнче /кăрлачăн 17-23-мĕшĕсем/ - эндокрин тата шăк-арлăх тытăмĕсемпе, уйăх тулнă /кăрлачăн 24-мĕшĕ/ хыççăн пыршăлăх ĕçĕпе тимлĕ пулмалла.

январь 12th

12 Кăрлач, 2016

«Хыпар» 1-2 (26911-269-12) №№. 12.01.2016

12 Кăрлач, 2016

Çĕнĕ çул киввинчен лайăхрах пултăр

Кăçалхи пирвайхи планеркăна, ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен йăлана кĕнĕ канашлăва, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Çĕнĕ çула тата Раштава мĕнле уявланине пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Уяв-кану кунĕсенче çĕр-çĕр мероприяти иртнĕ, вĕсенчен хăшĕсем, Михаил Васильевич шучĕпе, "республика историне ылтăн страницăсем пулса çырăнса юлмашкăн тивĕç".

Шупашкар та савăнчĕ, районсем те

 

12 Кăрлач, 2016

Килти хуçалăхсем сĕт пахалăхне лайăхлатрĕç

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015 çул пуçламăшĕнче ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура: «Сĕт туса илекен пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсен ĕçченĕсем кашни çулах çуркуннепе çуллахи тапхăрта йĕркеленекен туяну хакĕсем йÿнĕрен кăмăлсăр пулнине тĕрĕсех палăртаççĕ. Çавăнпа та Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствипе Экономика аталанăвĕн министерстви, Патшалăх ветеринари служби тата районсемпе хуласен администрацийĕсен умне чĕрĕ сĕт пахалăхĕпе калăпăшне тата сĕт туса илекенсен таврашĕнче йĕркеленекен хаксене патшалăх тĕрĕслесе тăрассине тивĕçтерме тĕллев лартатăп», - терĕ.

12 Кăрлач, 2016

Чăвашсем пăтă кăна çимеççĕ

Шупашкара килме тухни эпĕ автор юррипе кăсăкланнипе çыхăннăччĕ. Гастрольсем çăмăл пулмарĕç, хулара харăсах темиçе концерт йĕркеленĕччĕ. Ытти вырăнтан килнĕ авторсене пĕр концертран тепĕрне илсе çÿрерĕç, вĕсем ывăнсан та пĕр каçра темиçе çĕрте хăйсен номерĕсене кăтартрĕç, нихăшне те наянланса кайма памарĕç.

12 Кăрлач, 2016

Тăван ен географине вĕренмелле

Куç вăйĕ чакнă е япăх куракан çын тăван тавралăх илемĕпе сыввисем евĕр киленме пултараймасть паллах. Сусăр ачасене республика çутçанталăкĕн хăйнеевĕрлĕхĕпе тата культура пуянлăхĕпе паллаштарас тĕллевпе Вырăс географи обществи тĕрев панипе кăçал «Уçă Чăваш Ен» проект вăй илнĕ.

12 Кăрлач, 2016

Ентешĕсем Юрий Ендеева манмаççĕ

Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçра тĕрлĕ турнир ирттересси йăлана кĕнĕ. Кунта ăмăртусем йĕркелеме майĕсем те пур. Ялта икĕ спортзал: шкулта тата культура çуртĕнче. Раштав уйăхĕн малтанхи кунĕсенче кунта Аслă Арапуç шкулĕнче вĕрентекенре ĕçленĕ Николай Кузьмина асра тытса волейбол турнирĕ иртрĕ.

Pages