Archive - Кăрлач 2016
январь 14th
Вырăнти тÿре-шара асаплантарсан та Тăван çĕршыва питĕ юратнă «кулак»
Эсир асăрханă-и? Пĕтĕмĕшле илсен, иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче кулаксен йышне кĕртнĕрен шар курнисен йăхĕнчисемех çĕнĕ саманара ура çине çирĕп тăчĕç, кил-çуртне хăтлăлатрĕç, чылайăшĕ харпăр ĕç пуçарса аталанчĕ. Тĕлĕнме кирлĕ мар - вĕсенчен ытларахăшĕн тар тăкса ĕçлесси, мула пĕрчĕн-пĕрчĕн пухасси юнра.
Страуссем патне упăшкин çи-пуçĕпе тухать
Чуна çамрăклăх кÿрекен ертÿçĕ
«Чи хакли - яш ĕмĕр», - тенĕ чăвашсен паллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ. Чăнах та, çамрăк чухне сывлăх та вĕри кăвар пекех хĕмленсе тăрать, кăмăл-туйăм та яланах çĕкленÿллĕ, ĕмĕтсем вара тухăçăн сенкер сăпкинче ярăнса хăпаракан хĕрÿ хĕвел пекех çутă. Ял-хулари çамрăксен вăй-халне, пархатарлă хавхаланăвне пĕр тĕвве пĕрлештерсен мĕнле кăна ырă ĕç тума пулмасть-ши?
Айгиз БАЙМУХАМЕТОВ: “Ача çурчĕсенчи пурнăçа ырлама кирлĕ мар”
январь 13th
"Сывлăх" /Здоровье/, № 1 /868/, 13.01.2016
"Сывлăх", 1 /868/ №, 13.01.2016
ШĂЛ ТУНИ ЮНĂХАТЬ...
1. Шăл туни юнăхать-и? Роза чечекĕн настойкипе чÿхемелле. 100 грамм чечеке 1 литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта вăхăт-вăхăтпа силлесе 21 кун лартмалла, сăрăхтармалла. Унпа çăвара кунне темиçе чÿхемелле.
2. Пародонтоз чухне алоэ сĕткенĕпе примочка хуни ырă витĕм кÿрет. Унра йĕпетнĕ бинт татăкне чирлĕ шăл туни çине хумалла. Процедурăна каланхоэ сĕткенĕпе те тума юрать. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
ЧĔРКУÇÇИ СЫППИН АРТРОЗĔ
Чирĕн малтанхи тапхăрĕнче кашни кун тĕрлĕ физкультура хăнăхтарăвĕсем туни усăллă. Ку артроз аталанăвне чарса лартма пулăшать. Анчах чĕркуççи çинче, кукленсе пурнăçламаллисем юрамаççĕ. Ирхине гимнастикăна тытăнас умĕн пĕтĕм мышца-сыппа вăратмалли хусканусем тумалла.
Пĕлтерĕшлĕ
Гимнастикăна вăрах хăвăртлăхпа тумалла. Малтанхи икĕ эрнере кашни хусканăва 4-6-шар хут тумалла. Малашне утмăла та çитерме юрать.
Вăхăт сахалрах пулсан комплексран 10-15 хăнăхтару суйласа илме пултаратăр.
ЙĔЛТĔР ЙĔРĔ ЧĔНЕТ
Спортăн хĕллехи енĕсем, уçă сывлăшри вăйăсем сывлăхшăн питĕ усăллă. Кирек хăш ÿсĕмри çынсем те йĕлтĕре уйрăмах килĕштереççĕ. Йĕлтĕрпе ярăнни сывлава йĕркене кĕртме, вестибулярлă аппарата аталантарма, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне çирĕплетме, вăй-хала лайăхлатма, организм тонусне ÿстерме, ура, хырăм мышцисене вăйлатма, артрозран, лапă ураран, урасем варикозла сарăласран, тромбозран хÿтĕленме пулăшать.