КĂРЛАЧ УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?

13 Кăрлач, 2016

Уйăх циклĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче /кăрлачăн 11-16-мĕшĕсем/ - тĕп тата перифери нерв тытăмĕпе, иккĕмĕш тапхăрĕнче /кăрлачăн 17-23-мĕшĕсем/ - эндокрин тата шăк-арлăх тытăмĕсемпе, уйăх тулнă /кăрлачăн 24-мĕшĕ/ хыççăн пыршăлăх ĕçĕпе тимлĕ пулмалла.

Сурăх /Овен/

Кăрлач уйăхĕнче Сурăхсем сывлăхĕ пирки мар, чыс-хисепĕ пирки ытларах шухăшлаççĕ. Çавăнпа çивĕч инфекции чирĕпе аптрасан та тухтăр патне каймасăр темрен те пулăшакан эмел шырама, хăйсем тĕллĕн сипленме пултараççĕ. Вăхăтра, тĕрĕс сипленмесен чир шала каясси те, çакна пула депресси пуçланасси те часах. Сывлăхпа тимлĕ пулăр, тухтăр сĕнĕвĕсене пăхăнăр.

Вăкăр /Телец/

Кăрлач уйăхĕнче Вăкăрсен активлă пулма вăй-хал çителĕклĕ. Пылак ытлашши нумай çини тата сахал хускални кăна сиен кÿрет. Çак сиенлĕ йăласене пула вара уйăх вĕçнелле пурнăç энергийĕ чакать, пыр шыçма, шăк-арлăх органĕсем чирлеме пултараççĕ.

Йĕкĕреш /Близнецы/

Кăрлач - Йĕкĕрешсемшĕн ырă тапхăрах мар. Вĕсем хăйсене картара тытаймаççĕ, кăшт асăрхаттарса каланă сăмахсене те йывăррăн йышăнаççĕ. Пăшăрханусем иммун тытăмĕн ĕçне япăх витĕм кÿреççĕ. Ывăннине, сывлăх хавшанине Йĕкĕрешсем пĕтĕм кĕлеткипе туяççĕ. Анчах пуринчен те ытларах шăк-арлăх тытăмĕн инфекцине пула канăçсăрланма тивĕ.

Рак

Кăрлачра Раксен организмĕ кирек мĕнле инфекцие те хирĕç тăма пултарать. Анчах килти çынсен сывлăхĕ хавшанине тата ĕçри хирĕç-тăрусене йывăррăн йышăнать. Ытлашши пăлханнипе пуç ыратма, мигрень пуçланма пултарать. Раксене урамра нумай вăхăт уçăлса çÿрени, хусканупа сывлав гимнастики туни усăллă.

Арăслан /Лев/

Кăрлач уйăхĕнче Арăслансенчен чылайăшĕ мышцăсен тонусĕ вăйсăрланнине пула ялан ывăннипе хăйне япăх туять. Пилĕке шăнтма юрамасть. Тĕрĕс кун йĕркине пăхăнни, калориллĕ апатланни, таса шыв нумай ĕçни, ирхи гимнастика сывлăха лайăхлатма пулăшаççĕ.

Хĕр /Дева/

Кăрлач уйăхĕнче Хĕрсене кирек мĕнле ĕçре те ăнăçать. Çавăнпа канăçсăрлантаракан чирсенчен сипленме тытăнсан лайăх. Гимнастика пирки ан манăр, вăл япаласен ылмашăнăвне вăйлатма, кĕлеткене тÿрлетме пулăшĕ.

Тараса /Весы/

Тарасан хĕвеллĕ паллинче çуралнă çынсем килте ларма юратмаççĕ. Анчах кăрлач уйăхĕнче çемьепе ĕç хушшинче суйламалла пулсан çемьене малти вырăна хумалла, унта сире ăнланĕç, пулăшĕç. Ĕçтешсемпе, туссемпе тавлашма тивсен депрессии пуçланма, çавна пула чĕре ĕçĕ япăхма пултарать.

Скорпион

Çулталăк пуçламăшĕнче Скорпионсем хастар, ĕçчен, кирек мĕнле лару-тăрура та çухалса каймаççĕ. Анчах хăвăрăн вăй-хала ытлашшипех ан шанăр. Тимсĕр пулнипе алăсене, мăя амантма пулать. Çав вăхăтрах сахал хускални те ÿпкене хавшатма пултарать.

Ухăçă /Стрелец/

Кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕ Ухăçăсемшĕн ăнăçлах мар. Ку вĕсем тутлă тата нумай çиме кăмăлланипе çыхăннă. Кăрлачра Ухăçăсен организмран шĕвекпе каяш кăларакан тытăмсем хавшакрах ĕçлеççĕ. Çавăнпа виçеллĕ апатланмалла, пăрăçлă çимĕçсене рационран кăлармалла, алкоголь ĕçмелле мар.

Ту Качаки /Козерог/

Çулталăк пуçламăшĕ вĕсемшĕн - критикăллă тапхăр. Уйăх тăршшĕпех лайăх кăмăлпа, ĕçлес хавхаланупа пурăнма пултарсан Ту качакисен çулталăк тăршшĕпех сывлăхĕ çирĕп пулĕ. Çи-пуçа тĕрĕс суйласа илмелле, мĕншĕн тесен шăнни те, пăшăхни те иммун тытăмне япăх витĕм кÿреççĕ, вăрах чирсене вĕрĕлтереççĕ.

Шыв тăкан /Водолей/

Кăрлач уйăхĕнче Шыв тăкансен вăй-халне упрамалла, тутлăхлă апатланма, лайăх канма, çителĕклĕ çывăрма тăрăшмалла. Тасатакан процедурăсем туни, ылмашăну ĕçне вăйлатакан препаратсем ĕçни усăллă. Ăс-тăн ывăннинчен гимнастика, шыв процедурисем, килти ырă лару-тăру хăтăлма пулăшаççĕ.

Пулă /Рыбы/

Сывлăха çÿллĕ шайра тытса тăма сывлав гимнастикипе хусканăва пĕрлештерсе тăракан фитнес пулăшĕ. Сывлăхпа тимлĕ пулмасан, ăна çирĕплетме вăй хумасан çурăмпа урасем ыратма пултараççĕ, çавна пула юн çаврăнăшĕн органĕсен ĕçĕ пăсăлать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.