МĔНШĔН СĔЛЕКЕ ЮХАТЬ?

Пĕчĕк ачасем кирек мĕнле япалана та çăвара хыпса пăхасшăн. Инфекцирен вĕсене сĕлеке хÿтĕлет.

Ачасемшĕн сĕлеке пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл кăкăр сĕтĕнчен хытă апат çине куçма пулăшать, ăна нÿретет, çемçетет. Унсăр пуçне сĕлекере крахмала ирĕлтерсе ăна сахăра куçаракан ферментсем пур. Ку апата çăтассине кăна мар, вăл хырăмлăхра ирĕлессине те çăмăллатать.

Сĕлеке çăвара яланах нÿрĕ тытса унта хăтлă услови йĕркелет. Шăл тунисене нÿретни шăл шăтса тухнă чухне ыратнине чакарать. Шăлсем тухнă хыççăн сĕлеке вĕсене пулăшма тытăнать, апат юлашкисене çуса ярать. Анчах хăш чухне сĕлеке тухасси вăйланать. Мĕн пулса иртет-ха?

Шăл тухать. Ача канăçсăр, кутăнлашать, çыртать, хытă япаласене кăшлать, çи-пуçне чăмлать. Ăна лăплантарса ĕмкĕч хыптарни те çителĕклĕ. Резина ункă е сивĕ шывра йĕпетнĕ тĕклĕ алшăлли чăмлаттарма юрать.

Аптекăра ятарлă гель сутаççĕ, ăна ыратнине ирттерме ачан шăл тунисене çĕрлене хирĕç сĕреççĕ. Анчах унпа час-часах усă курмасан лайăх. Шăлĕсем шăтаççĕ пулсан та кунĕпех лăпкă, канăçсăрланман ачана вара эмел кирлĕ те мар.

Сунас пуçланать. Пепкен сĕлеки нумай юхать кăна мар, вăл çăварпа сывлать, сунаслать, кутăнлашать. Пырĕ ыратсан апат та çимест.

Ачана пулăшма сăмсине кăштах тăвар хушса ирĕлтернĕ шыв тумлатмалла, унтан ăна пĕчĕк резина грушăпа сăрăхтарса илмелле. ОРЗ чухне сĕлеке нумай юхни янахпа тутана вĕчĕрхентерет. Çавăнпа вĕсене çемçе салфеткăпа шăлса типĕтмелле, ача кремĕ сĕрмелле.

Стоматит аталанать. Çăвар ăшне резина грушăпа апат содин шĕвекне час-часах сирпĕтни пулăшать. Мамăк тампона марганцовкăн çутă кĕрен шĕвекĕнче йĕпетсе çăвар ăшне кунне темиçе хут сăтăрмалла.

Е 1 апат кашăкĕ типĕ календула чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса 1 сехет лартмалла. Çак шĕвекре йĕпетнĕ мамăк дискпа çăвар ăшне кунне 3 хут сăтăрмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.