“Пирĕн ачасем чăваш киновне çÿле çĕклессе шанатăп”
Вăхăт урхамахне чараймăн. Туйăмсен вылявне кура вăл хăш чух пурнăç уйĕ тăрăх сиккипе чупать, тепĕр чух утăм хыççăн утăм аран тăвать. Акă Литература çулĕн алăкне тулли кăмăлпа хупрăмăр та Кино çулталăкĕн хапхине уçрăмăр. Мĕн кĕтет пире кăçал? Чăваш киновĕн малашлăхĕ мĕнлерех-ши? Чăваш киноиндустринче вăй хуракансене шутлама алăри пÿрнесем те çителĕклĕ. Çапах чăваш киновне аталантаракансен хушшинче çамрăксем пурри савăнтарать. Мĕнех, вĕсен чăвашлăх йывăçне çĕнĕ туратсемпе пуянлатмалла. Çамрăксенчен пĕрне, Комсомольски районĕнчи Йÿç Шăхаль ялĕнче кун çути курнă Алексей ЕФРЕМОВА, «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне хаваспах йыхравларăм. Малалла вулас...