Archive - 28 Кăрлач, 2016
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 28.01.2016
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 3 /852/ №, 28.01.2016
Хăмла пахчи
Чăваш Республикин гербĕ çинче те сăнарланнă хăмла. Эппин, пирĕншĕн, чăвашсемшĕн - уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ÿсен-тăран. Раççей республикăмăра хăмла çитĕнĕвĕпе пĕлетчĕ. Республикăра хăмла туса илессине лайăх йĕркеленĕччĕ, вăл тупăшлă культурăччĕ. Унпа чăннипех те ытти халăхсен умĕнче мăнаçланма пултараттăмăр.
ШYПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ /кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне/
Халăх сăнанинчен
- Кăрлачра сивĕ, юр сахал çусан çулла шăрăх та типĕ пулĕ, уйăх уяр тăмасть - тыр-пул лайăхах пулмасть.
- Уйăх вĕçнелле тумла пăрĕсем нумайланчĕç-и? Тыр-пул ăнса пулĕ.
- Кăрлачра яланах юр çăвать, тăман вĕçтерет пулсан çулла çумăр час-часах çăвĕ.
- Кăрлач мĕн чухлĕ сивĕрех - çулла пăр çăвас хăрушлăх сахалрах.
- Ула кураксем ушкăнпа çаврăна-çаврăна вĕçеççĕ - çанталăк татах сивĕтет.
- Сивĕре чÿрече тарлать - кĕçех ăшăтать.
Кока-колăпа усa курса
- Кастрюле ăнсăртран çунтартăр-и? Ăна тасатма кока-кола ямалла, çулăм çинче вĕреме кĕриччен тытмалла.
- Кивелнĕ тимĕр укçана кока-колăна ярсан малтанхи тĕсне тавăрма пулать.
- Чейнике тасатмашкăн та çак шĕвекпе усă курмалла - ăна пĕр кунлăх ярса хумалла.
- Сăрланă май çÿç палăртнинчен тĕксĕмрех тĕслĕ пулчĕ-и? Çутăрах тумашкăн кока-колăпа сăтăрмалла çеç.
- Кока-кола унитаза та лайăх тасатать.
- Çÿç валли паха кондиционер - кока-кола. Çÿçе унпа сăтăрмалла, кăштах вăхăтран ăшă шывпа чÿхемелле.
Кăсăясене мĕн памалла?
Кăсăясемшĕн хĕлле чи тутлă апат - çу, тăварламан салă тата аш татăкĕсем. Анчах чылай чухне вĕсене çерçисем шуйхатаççĕ. Ула кураксемпе çерçисене ансатрах апат та пырать - апатран юлнă тĕпренчĕксем, тĕслĕхрен. Кунта чеелĕх кирлĕ. Пысăках мар аш, салă татăкĕсене йывăçран кантрапа, пралукпа çакса пама пулать. Кăсăясем - лайăх акробатсем, вĕсем силленсе тăракан сырăшсем çине те çăмăллăнах лараççĕ, хăйсене кирлине илеççĕ.
2016 çулта пахча ĕçĕсене пурнaçламалли календарь
Калча валли тăпра хатĕрлер
Килте калча ÿстермелли вăхăт çывхарать. Кĕçех чÿрече янаххисем çинче чечек куршакĕсене сирсех, пăрăç-помидор вăрлăхĕ акнă савăтсем вырнаçĕç.
Калча çитĕнтермелли тăпрана ял çынни кĕркуннех хатĕрлесе хурать-ха. Анчах çакна шута илмелле: тĕрлĕ культура валли тĕрлĕрен тăпра кирлĕ. Пĕтĕмĕшле тăпра пахалăхĕ çакнашкал пултăр: йывăр мар, çемçе, кăпăшка, сывлăш лайăх ярать, нÿрĕк тытать.
Помидор калчине кăшт йÿçенкĕрех тăпра юрăхлă /рН 5,5-6,6/, хăярпа купăстана нейтраллă йÿçеклĕх тивĕçтерет /рН 6-7/, сухана - нейтраллă е кăштах сĕлтĕ /щелочлă/ тăпра /рН 6,5-7/.