Калча валли тăпра хатĕрлер

28 Кăрлач, 2016

Килте калча ÿстермелли вăхăт çывхарать. Кĕçех чÿрече янаххисем çинче чечек куршакĕсене сирсех, пăрăç-помидор вăрлăхĕ акнă савăтсем вырнаçĕç.

Калча çитĕнтермелли тăпрана ял çынни кĕркуннех хатĕрлесе хурать-ха. Анчах çакна шута илмелле: тĕрлĕ культура валли тĕрлĕрен тăпра кирлĕ. Пĕтĕмĕшле тăпра пахалăхĕ çакнашкал пултăр: йывăр мар, çемçе, кăпăшка, сывлăш лайăх ярать, нÿрĕк тытать.

Помидор калчине кăшт йÿçенкĕрех тăпра юрăхлă /рН 5,5-6,6/, хăярпа купăстана нейтраллă йÿçеклĕх тивĕçтерет /рН 6-7/, сухана - нейтраллă е кăштах сĕлтĕ /щелочлă/ тăпра /рН 6,5-7/.

Калча валли сĕре пулăхлă тăпра суйлама кирлĕ мар. Тин çеç шăтакан вăрлăхшăн пулăхлăх пĕлтерĕшлĕ мар, çийĕнчен вăл чăрмантарма та пултарать. Пулăхлă тăпрара е вăрлăх хăвăрт шăтса тухаймасть, е тĕрлĕ чир-чĕр хăвăртрах аталанать. Калча ÿснĕçемĕн тутлăхлă япаласемпе шăварни аванрах.

Калча валли пахча тăприне торф, хăйăр, кĕл хушса хатĕрлемелле. Çак хутăшсене лартас умĕн çеç хутăштармалла. Хутăш тăпран темиçе тĕслĕхне илсе кăтартăпăр: 1. торф, хăйăр, кĕл, çерем тăпри /5:5:0,1:5/* 2. Çерем тăпри, лайăх çĕрнĕ тислĕк, торф, /2:2:2/* 3. Çерем тăпри, компост, вермикулит /5:5:1/. Хĕл кунĕнче шăпах çак пропорциллĕ тăпра хатĕрлеймĕн. Торфа, вермикулита хуçалăх таварĕсен лавккинче туянма пулать.

Лавккарах «Калча валли» текен ятарлă тăпра сутаççĕ. Анчах тепĕр чухне туяннă тавар пахалăхсăр пулать. Шел те, хăшпĕр чухне тавар кăларакансем сутакан тавар пахалăхĕ пирки тăрăшмаççĕ. Туяннă тавар иккĕлентерет пулсан ăна вĕри пăспа сиенсĕрлетмелле.

Тăпран пахалăхне куçпа пăхсах пĕлме пулмасть. Çапах та тăпрана çара алăпа тытса сăтăрса пăхăр. Вăл çуллă, çыпçăнчăк, йывăр ан пултăр. Унта хăйăр, çĕрсе пĕтмен чăмăрккасем пулмалла мар. Акиччен тăпрана тĕрĕслеме май пур. Пĕчĕк савăта кăштах вăрлăх сапса шăтарса пăхăр. Вăрлăх мĕнле шăтнине сăнăр.

Кĕркунне хатĕрленĕ тăпрана мĕнле упрамалла? Михĕне тултармалла, ăна хĕлле витĕрех шăнтмалла. Шăннă тăпра сиенлĕ чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăран тасалать. Анчах шăнтни ăна йăлтах тасатаймасть.

Акас умĕн тăпрана духовкăра хĕртсе тасатнине пĕлетпĕр. Анчах çак меслет сиенлĕ япаласемпе пĕрлех усăллине те пĕтерет. Опытлă агрономсем акмалли тăпрана шыв мунчинче вĕрилентерсе илме сĕнеççĕ. Икĕ меслет сĕнетпĕр: 1-мĕш меслет. Пысăкрах савăта /бак юрать/ икĕ кирпĕч хуратпăр, 5 см шыв яратпăр. Кивĕ витрене пăтапа шăтăксем тумалла, унта тăпра хумалла та кирпĕчсем çине лартмалла. Витрене 2/3 чухлĕ тăпра тултармалла, çиелтен хупламалла, бака та хупламалла, вăйсăр çулăм çинче икĕ сехете яхăн тытмалла. 2-мĕш меслет. Бак тĕпне шыв ямалла, савăта шыв çийĕн решетке вырнаçтармалла. Унта пусма хутаçа тултарнă тăпрана хумалла. Бака хупламалла, вĕрекен шыв çинче 45 минут тытмалла. Унтан илсен хутаçри тăпрана пысăк ывăс çине пушатмалла, сивве илсе тухса 6-10 кун тăратмалла.

Çак ĕçсене, паллах, çанталăк ăшăтиччен пурнăçласан аванрах. Халĕ сивви те çителĕклĕ, тĕплĕн ĕçлеме вăхăчĕ те меллĕ.

Эльвира ИВАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.