Комментари хушас

28 Кăрлач, 2016

Кăсăясене мĕн памалла?

Кăсăясемшĕн хĕлле чи тутлă апат - çу, тăварламан салă тата аш татăкĕсем. Анчах чылай чухне вĕсене çерçисем шуйхатаççĕ. Ула кураксемпе çерçисене ансатрах апат та пырать - апатран юлнă тĕпренчĕксем, тĕслĕхрен. Кунта чеелĕх кирлĕ. Пысăках мар аш, салă татăкĕсене йывăçран кантрапа, пралукпа çакса пама пулать. Кăсăясем - лайăх акробатсем, вĕсем силленсе тăракан сырăшсем çине те çăмăллăнах лараççĕ, хăйсене кирлине илеççĕ.

Çак кайăксем хĕвелçаврăнăш, кавăн, арпус тĕшшине питĕ килĕштереççĕ /анчах та ăшаласа пама юрамасть/. Кантăр вăрри, хĕвелçаврăнăш, вир, вĕтетнĕ сĕлĕ, типĕтнĕ çырла /хĕрлĕ пилеш, упа паланĕ/ хутăшĕ уйрăмах лайăх.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.