Archive - 20 Кăрлач, 2016

20 Кăрлач, 2016

"Сывлăх", 2 /869/ №, 20. 01. 2016

о Клевер чĕрри те, типĕтни те усăллă.
о Сыпă çине - компресс.
о Кăвак сухан сĕткенĕ пуç шавланине ирттерет.
о Йÿçĕ миндаль инфарктран хÿтĕленме пулăшать.
о Пуç мимишĕн уйрăмах паха çимĕçсем.
о Чĕре таппине катăркаспа мелисса лайăхлатаççĕ.
о Радикулитпа кĕрешме.
о Шăнтнă витаминсем.
о Пăспа тĕрĕс сывламалла.
о Тĕрлĕ чиртен - хура çирĕк.
о Кашни халăхăн - хăйĕн вăрттăнлăхĕ.
о Ура тĕпĕнчи шĕпĕнрен.

20 Кăрлач, 2016

КЛЕВЕР

Шăнса пăсăлсан, температура ÿссен. 1 апат кашăкĕ /ачасем валли - 1 чей кашăкĕ/ типĕтнĕ е чĕрĕ клевера тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30-40 минут лартмалла. Шĕвеке 1 чей кашăкĕ пыл хушмалла, чей вырăнне ĕçмелле. Шĕвек тар вăйлă хăвалать, пĕр талăкра питĕ пысăк температура та чакать.

Ÿте шатра тапса тухсан, халсăрлансан. Клевер ванни кĕмелле. 300-400 грамм курăка вĕтетмелле, тин вĕренĕ 2 литр шыва ярса 4 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. 36-37 градус ăшă шывлă ваннăна ямалла. Ваннăна кун сиктерсе 15-20-шер минут кĕмелле. Курс - 8-10 ванна.

20 Кăрлач, 2016

КАТĂРКАС, МЕЛИССА ЛАЙĂХЛАТАÇÇĔ

Экстрасистоли - аритмин анлă сарăлнă енĕсенчен пĕри. Вăл чĕре чирĕсемпе аптракансен кăна мар, сывă çынсен те тĕрлĕ сăлтава пула /стресс, пирус туртни, алкоголь, çăра чей, кофе ĕçни/ аталанать. Тухтăр çырса панă сиплевпе пĕрле халăх мелĕсемпе те усă курни сывлăха лайăхлатма пулăшĕ.

20 Кăрлач, 2016

ПУÇ МИМИШĔН УЙРĂМАХ ПАХА

Этем организмĕ куллен-кун ватăлса пырать. Апатлану енĕпе ĕçлекен специалистсем вара çак пулăма вăрахлатма рациона пуç мимин ĕçне лайăхлатакан тата çивĕч ăс-тăна упракан çимĕçсемпе шĕвексем кĕртни пулăшать тесе çирĕплетеççĕ.

Кофеин

Вăл пире хастарлăха ÿстерме, тимлĕхе вăйлатма пулăшать. Çак япала кофĕре, шăккалатра, чейре, энерги шĕвекĕсенче, хăш-пĕр эмелре пур. Анчах унăн витĕмĕ нумая пымасть. Тата çак шĕвексене нумай ĕçмелле мар, мĕншĕн тесен кофеин вĕчĕрхенÿлĕх, пăлханулăх, чĕре таппи, ыйхă пăсăлнин сăлтавĕ пулма пултарать.

20 Кăрлач, 2016

РАДИКУЛИТПА КĔРЕШМЕ

Радикулитпа кĕрешме хусканусен комплексĕ витĕмлĕ пулăшать. Ăна хытă çĕре /урайне юрать/ выртса тумалла. Çурăм шăмми тÿрĕ пулни кирлĕ.

Хусканусене йывăрпа тумалла мар, малтанлăха кашнине 5-шер хут пурнăçласан та çитет. Çурăм çинче алăсене кĕлетке çумĕнче ирĕклĕ тăсса, урасене айккинелле кăштах сарса выртмалла.

1. Урана кăштах çĕклесе чĕркуççире хуçлатмалла. Çĕкленипех тÿрлетсе тăсмалла. Майĕпен антарса хумалла. Малтан хусканăва - урасене черетлентерсе, унтан "пĕрре-иккĕ-виççĕ” шутпа иккĕшĕнпе пĕрле тумалла.

20 Кăрлач, 2016

ХУРА ÇИРĔК СИПЛЕТ

Хура çирĕк /ольха черная/ ыттисенчен хуппи çуркаланчăк, тĕксĕм хăмăртарах тĕслĕ пулнипе уйрăлса тăрать. Халăх медицининче унăн çулçипе, хуппипе, кăчкипе, йĕкелĕпе усă кураççĕ. Çулçипе хуппине - çуркунне, кăчкине - хура кĕркунне, йĕкелне хĕлле пухса хатĕрлеççĕ. Чĕртавара çĕр çине тăкăннине мар, йывăç çинчен пухмалла.

20 Кăрлач, 2016

ПĂСПА ТĔРĔС СЫВЛАМАЛЛА

Пăс ингаляцийĕ - шăнса пăсăлнинчен, ÿслĕкрен, сунасран сипленмелли ансат та витĕмлĕ меслет. Пăспа тĕрĕс сывлани пырпа сăмсари шала кайнă чирсенчен те сывалма пулăшать.

Сиплевре эмел курăкĕсемпе тата эфир çăвĕсемпе анлă усă кураççĕ. Килти условисенче пăс ингаляторĕ вырăнне чейник аван. Унта курăк шĕвекĕ ямалла, пиçсе каясран сăмсине хытă хутран ăсталанă варинкке тăхăнтартмалла. Авалхи мел те япăх мар: пуç урлă алшăллипе витĕнсе кастрюльтен хăпаракан пăспа сывламалла. Процедурăна кунне 2 хут 15-20-шер минут ирттермелле.

Пĕлтерĕшлĕ

20 Кăрлач, 2016

КАШНИ ХАЛĂХĂН - ХĂЙĔН ВĂРТТĂНЛĂХĔ

Кашни халăхăн ыттисенчен уйрăлса тăракан паха йăла-йĕрке пур. Кирек хăш çĕршывра та хĕрарăмсем çамрăклăхпа илеме упраса хăварма тăрăшаççĕ, çак тĕлĕшпе вĕсем хăйсем кăна пĕлекен меслетсемпе усă кураççĕ. Хăш-пĕр вăрттăнлăхпа паллаштарар-ха.

Китай

Китай рис плантацийĕсемпе палăрса тăрать. Кунта çак çимĕçпе таçта та усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, китай хĕрарăмĕсем рис шывĕпе пите тасатаççĕ. Риса 20 минута шыва ярса лартаççĕ те сăрăхтараççĕ, унтан пусма татăкне çак шĕвекре йĕпетсе пит çине хураççĕ. 10 минутран илеççĕ. Процедурăна эрнере пĕрре тăваççĕ.