ХУРА ÇИРĔК СИПЛЕТ
Хура çирĕк /ольха черная/ ыттисенчен хуппи çуркаланчăк, тĕксĕм хăмăртарах тĕслĕ пулнипе уйрăлса тăрать. Халăх медицининче унăн çулçипе, хуппипе, кăчкипе, йĕкелĕпе усă кураççĕ. Çулçипе хуппине - çуркунне, кăчкине - хура кĕркунне, йĕкелне хĕлле пухса хатĕрлеççĕ. Чĕртавара çĕр çине тăкăннине мар, йывăç çинчен пухмалла.
Хырăмлăх ыратсан. Хура çирĕкĕн 1 апат кашăкĕ типĕтнĕ йĕкелне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 10 минут вĕретмелле, илсен 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 20 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Варвитти. 1,5 апат кашăкĕ типĕтнĕ йĕкеле 1 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм 10 минут вĕретмелле, илсен 2 сехетрен сăрăхтармалла. Вĕри шĕвеке кунне 3 хут апатчен 1-ер стакан виçĕ кун ĕçмелле.
Бронхит, астма. Вĕтетнĕ типĕ 2 апат кашăкĕ çулçа тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, ăшă вырăнта 10-15 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Курс - 5 кун.
Пыр шыçсан. 1,5 апат кашăкĕ типĕтнĕ йĕкеле тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса 10-15 минут лартмалла, сăрăхтармалла. 2 апат кашăкĕ типĕ ут кăшкарĕн /щавель конский/ тымарне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса 5 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Шĕвексене пĕрле хутăштармалла. Шĕвекпе пыра кунне 5 хут чÿхемелле. Çĕрлене хирĕç унпа ингаляци тума юрать. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Геморрой. Хура çирĕкĕн 5 апат кашăкĕ типĕтнĕ чечек кăчкине 1 стакан шурă эрехе ямалла, ăшă тĕттĕм вырăнта 9 кун лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат хыççăн 30-40-шер тумлам ĕçмелле. Курс - 10 кун.
Шута илме. Хура çирĕк - вупăр йывăç. Ăна япăх энергие пама пулать. Çак йывăç çумĕнче стресс хыççăн, нервсем карăнсан, депресси вăхăтĕнче тăма сĕнеççĕ. Анчах нумай вăхăт тăмалла мар - вăй-хал чакма пултарать.